Пуйăс килет, пуйăс каять...

14 Çу, 2015

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин майăн 12-мĕшĕнче "Содружество" АУО генеральнăй директорĕпе Иван Беловпа тĕл пулнă. Хуласен çумĕнчи пассажирсене илсе çÿрекен чукун çул транспорчĕн çыхăнăвне йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Тĕлпулура ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов пассажирсене илсе çÿренĕшĕн республикăн общество умĕнчи иртнĕ çулсенчи парăмне пĕтерес тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçпе паллаштарнă. Икĕ енлĕ хутшăнăва çирĕплетме чăрмантаракан йывăрлăха пĕтĕмпех пĕтернĕ.

Асăннă министерство тата "Содружество" республикăри хуласен хушшинчи ял-поселокри пассажирсен ыйтăвне кăçал та тивĕçтерес тĕллевпе килĕшÿ çирĕплетнĕ. Ăна тĕпе хурса чукун çул транспорчĕн тăкакĕн пĕр пайне саплаштарма обществăна Чăваш Ен хыснинчен субсиди уйăрĕç.

Ю.СЕРГЕЕВ.

Рубрика: