Пуйăс каять, пуйăс килет ­- полици тĕлĕрмест

29 Авăн, 2015

Сентябрь - курорт сезонĕ вĕçленекен тапхăр. Çынсем канма йышлăн çул çÿренĕ май çуллахи вăхăтра, паллах, транспорт полицийĕшĕн те ĕç хушăнать. Çавна май шăпах курорт тапхăрне пĕтĕмлетес тĕллевпе Шалти ĕçсен министерствин транспорт çинчи Чăваш лини пайĕ журналистсем валли брифинг ирттерчĕ. Чăн та, ку ахаль тĕлпулу пулмарĕ, полицейскисем массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене чукун çул тăрăх çула тухма чĕнчĕç.

...7 сехет те 12 минут. Чукун çул автобусĕ текен, Чăваш Еншĕн çĕнĕ йышши транспорт хатĕрĕ Шупашкартан çапла ирех çула тухать. Эпир - лини пайĕн пуçлăхĕпе, полици полковникĕпе Артур Сергеевпа пĕрле. Автобус пысăк мар - икĕ вакун кăна. Вăл та пулин тулли тееймĕн. Кану кунĕсенче халăх йышлă теççĕ - ларма вырăн çук, тăрса пыракансем те пайтах-мĕн. Ытти кун ĕçлекен çынсем ун чухне дачăсене йышлăн каяççĕ ĕнтĕ. Паян вара кунта тĕпрен илсен ватăсем кăна. Вĕсен тĕллевĕ те - Шупашкар, Çĕрпÿ районĕсенчи дачисене çитесси.

Сумлă полицейские, журналистсене курсан пĕри те тепри пирĕн пата пычĕç. Пĕрне чукун çул октябрьтен хайхи автобус расписанине улăштарма хатĕрленни пăшăрхантарать: «Халĕ лайăх: ирех каятпăр та каçхине чукун çулпах каялла таврăнатпăр. Расписание улăштарсан вара ку транспорт хатĕрĕ кама кирлĕ пулĕ?» Теприне, хăйĕнпе Галина Жирнова тесе паллаштарнăскере, çулçÿрев хакли пăшăрхантарать. Пенсионерсем тÿлевсĕрех çÿреççĕ-ха, анчах ватă çынна урăххи кăмăлсăрлантарать: «Манăн - пилĕк мăнук. Хам вăй хурса ĕçлейместĕп, дачăна мăнуксене пĕрле илсе каяс килет. Вĕсем пулăшĕччĕç, анчах виççĕшне пĕрле илсе каяс-тăк çул укçи ытла та пысăк - 600 тенкĕ тÿлеме тивет вĕт!» Ытти пассажир та кăмăлсăр: «Ытти регионта пуйăспа çул çÿресси йÿнĕ, пирĕн патра вара темшĕн питĕ хаклă. Çĕр ĕçлемесĕр çимĕç кÿмест, дачăра ăна-кăна туса илес тесен унта куллен тенĕ пек çÿремелле. Кунашкал хаксемпе вара мĕнле çÿрейĕн? Çавăнпах нумайăшĕ дача лаптăкĕсене пăрахса пĕтерчĕ, çурчĕсем пушах лараççĕ, çĕрĕ çинче хытхура çитĕнет».

Паллах, ку ыйтусем полицие пырса тивмеççĕ, пурпĕр Артур Вячеславович пассажирсен пăшăрханăвне тивĕçлĕ çĕре çитерме шантарчĕ. Вакун чÿречинчен «юхса» иртекен илемлĕ тавралăха сăнанă май унпа вăл ертсе пыракан тытăм ĕçĕ çинчен калаçатпăр.

Чăваш лини пайĕн яваплăх зони питĕ анлă: чукун çул тăрăх - Шупашкартан Канаш станцине çити; Тутарстанри Свияжскран тытăнса Мордовири Атяшево таран, Свияжск станцийĕнчен Киров облаçĕнчи Гари станцине çити. Пĕтĕмпе - 805 км ытла. Çав шутра Чăваш Ен территорийĕнче - 471,5 км. Юханшывсем тăрăх иртекен çулсемшĕн те яваплă: Атăл тăрăх - 191 км, Сăр тăрăх - 127 км. Тата - икĕ аэропорт /Шупашкарти, Йошкар-Олари/.

Май-сентябрь уйăхĕсенчи курорт тапхăрĕнче лини пайĕ пăхса-сăнаса тăракан пуйăссемпе авиарейссен шучĕ 30: пысăкланать, пассажирсен юхăмĕ 50: чухлех ÿсет. Уйăхсерен 360 ытла пуйăса йĕркеллĕ ирттерсе ямалла. Преступленисене илес-тĕк - çыхăну хатĕрĕсене вăрлани, пуйăс вакунĕсен, светофорсен кантăкĕсене ватни, рельссем çине ют япаласем хуни /ача-пăча çапла хăтланать, ку вара вакунсем рельс çинчен тухса каясси патне илсе пыма пултарать/ час-часах тĕл пулаççĕ.

 

"ХУЛА ÇЫВĂХĔНЧИ ЭЛЕКТРИЧКĂПА ЧУКУН ÇУЛ ХĔРРИНЧЕ ВЫРНАÇНĂ ЯЛСЕНЧИ ÇАМРĂКСЕМ ПĔР-ПĔРИН ПАТНЕ ÇАПĂÇМА ÇŸРЕНИ... УНАШКАЛЛИ ТЕ ПУЛНĂ. ХАЛЬ, АКĂ, ИКĔ ВАКУН КĂНА, УН ЧУХНЕ ВАРА 22 ВАКУНЧЧĔ! ВĔСЕМ ТЕ КАНУ КУНĔСЕНЧЕ ЛĂК ТУЛЛИЧЧĔ. ШАЛА КĔРЕЙМЕННИСЕМ ВАКУ Н ТĂРРИНЕ ЛАРСА ÇУЛА ТУХАТЧĔÇ"

Курорт сезонĕнче пушшех пуйăссенче пассажирсен укçине, пурлăхне вăрланă тĕслĕх нумай. Ку преступленисене уçса парасси пĕртте çăмăл мар. Чи малтанах çакă пассажирсем çухатăва тÿрех асăрхаманнипе çыхăннă. Çĕрле вĕсем çывăраççĕ, япала çухалнине вара ирхине вăрансан тин асăрхаççĕ. Тепĕр енчен, пуйăс пĕр вырăнта тăмасть, вăрă хăйĕн ĕçне тăвать те пĕр-пĕр станцире анса юлать - шыра вара ăна. Апла пулин те преступленисене уçса парасси пысăк шайра, çакă транспорт полицийĕнче чăн-чăн профессионалсем ĕçленине çирĕплетет ĕнтĕ.

Çын вĕлернĕ тĕслĕхсем пулман. Артур Вячеславович ку тăрăхри çынсем кăмăллă пулнине те палăртать: «Пирĕн кÿршĕсенех лару-тăру çивĕчрех. Полици тĕлĕшпе Чăваш Енре темле кăмăлсăрлăх çук - çынсем калаçаççĕ, пирĕнпе хутшăнаççĕ. Çакă, паллах, пире ĕçре пулăшать».

Навигаци вăхăтĕнче шыв транспорчĕн объекчĕсенчи йĕркелĕхе тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕç хушăнать. Теплоходсем, паромсем ĕçлеме пуçлаççĕ вĕт. Уявра-мĕнре Шупашкарти юханшыв портĕнче халăх питĕ нумай. Пурлăх вăрласси те, канма каякан е пухăннă çынсем тытăçса-хирĕçсе каясси те часах - тимлĕхе самантлăха та çухатма юрамасть. Çакăнпа пĕрлех браконьерсемпе те кĕрешмелле - саккуна пăсса пулă тытас шухăшлă çын пайтах. Майăн 1-мĕшĕнчен тытăнса транспорт полицийĕ çавнашкал 116 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çав шутран 87 тĕслĕхпе айăплисене административлă майпа явап тыттарнă, 29-шне вара - уголовлă майпах.

Апла пулин те, А.Сергеев палăртнă тăрăх, регистрацилекен преступленисен шучĕ чакса пыни савăнтарать. Транспорт полицийĕнче чылай çул ĕçлекенскер 90-мĕш çулсенчи лару-тăрăва та питĕ лайăх астăвать. Калăпăр, хула çывăхĕнчи электричкăпа чукун çул хĕрринче вырнаçнă ялсенчи çамрăксем пĕр-пĕрин патне çапăçма çÿрени... Унашкалли те пулнă. Тепĕр тесен ун чухнехи вăхăта хальхипе танлаштараймăн: «Халь, акă, икĕ вакун кăна, ун чухне вара 22 вакунччĕ! Вĕсем те кану кунĕсенче лăк тулличчĕ. Шала кĕрейменнисем вакун тăррине ларса çула тухатчĕç. Хăпарма меллĕ, анма вара - чăрмавлă. Йĕркене пăснине кура вĕсем патне пырса «анăр!» тетĕн, хыççăн хăпарса каяймастăн вĕт. Вĕсем хуравлаççĕ: «Анаймастпăр...»

Халь йĕркелĕх пуррине автобус пассажирĕсем те çирĕплетрĕç. Тепĕр чух пĕр-пĕр ÿсĕр шавлани, çынсен çумне çулăхни пулкалать - унтан ытла мар. «Общество транспорчĕпе ÿсĕр çÿреме юрамасть», - тет кун пирки лини пайĕн пуçлăхĕ. Раççей çыннисемшĕн купере пĕрле лекнĕ çынпа паллашмашкăн эрех кĕленчи уçассипе çыхăннă йăла вара? Çапла, пуйăсра унашкалли пулкалать, анчах ку - йĕркене пăсни. Ĕçмелле мар. Чăн та, пуйăссене ăсатакан полицейскисем кашни вакуна-купене эрех шыраса ухтарса çÿремеççĕ. Артур Вячеславович палăртнă тăрăх - ÿсĕрсем йĕркене пăссан, паллах, вĕсене тытса чараççĕ. Кирлĕ-тĕк черетлĕ станцире антарса унти полицейскисене парса хăвараççĕ. Çакă ытти çын хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе кăна мар, ÿсĕр çынна хăйне хÿтĕлес тенипе те çыхăннă. Эрехпе минренĕскер ÿксе аманасси те часах, тепĕр енчен, унашкаллисене кукăр алăллă çынсем пушшех килĕштереççĕ - укçине, хаклă япалисене кăларса илме ним те мар вĕт.

Меллĕ самантпа усă курса пĕлтĕр груз турттаракан составăн пĕр вакунĕнче взрыв хатĕрĕ тупнă тĕслĕхпе кăсăклантăмăр. Çав тĕслĕхпе Федерацин хăрушсăрлăх служби ĕçленĕ, çапах Артур Сергеев вăрттăнлăх чаршавне кăшт сирчĕ: çав взрыв хатĕрне цистернăна Украинăрах вырнаçтарнă пулас, вакун унтан килнĕ-мĕн. Калаçтарнă тепĕр преступлени - Шупашкарти груз причалĕнчен пĕр ушкăн хăйăр вăрлани. Пин тонна ытла - çĕр-çĕр пин тенкĕлĕх. «Вĕсем ушкăнпа лайăх йĕркеленсе ĕçленĕ - пурте тивĕçлипе явап тытаççĕ», - терĕ полковник. Çавăн йышши тепĕр ултав тĕслĕхĕ те пулнă иккен - преступление тĕпчеççĕ.

Чăваш Ен урлă пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ иртесси халь иккĕленÿсĕр ĕнтĕ. Ун пирки тĕплĕн калаçма иртерех-тĕр, çапах интереслентĕмĕр: ВСМшăн та Чăваш лини пайĕ яваплă пулĕ-и? «Урăх кам тата? - ыйтăва ыйтупах хуравларĕ пай пуçлăхĕ. - Пирĕн территори урлă иртет-тĕк - эпирех ĕçлĕпĕр. Хальлĕхе, чăн та, кун пирки нимĕнле хушусем те пулман-ха. Çук, ĕç хушăнасран нимĕн чухлĕ те шикленместпĕр. Тепĕр енчен, пассажирсен юхăмĕ нумай пысăкланасса кĕтни вырăнсăр пуль - халăх йышĕ çавах пулать-çке. Хăвăрт çÿрекен пуйăспа Шупашкартан Мускава кĕске вăхăтрах çитни вара, паллах, питĕ лайăх».

...Чукун çул автобусĕн черетлĕ чарăнăвĕ - 46-мĕш километр. Кунта вакунра юлнă пассажирсенчен нумайăшĕ тухать. Транспортшăн юлашки чарăну мар пулин те малалла каякан çукпа пĕрех. Пушăллах каять. Тен, хаксем çавăнпа та - пассажирсем сахаллипе - пысăк мар-и? Чукун çулăн хăйхаклăха мĕнле те пулин саплаштарма тăрăшмалла вĕт. Эпир те тухрăмăр. Шупашкара каялла - автотранспортпа...

Николай КОНОВАЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.