Пуянлăха перекетлемелле
Тăван тăрăхăмăр çĕр айĕнчи усăллă япаласемпе пуянах мар. Анчах ăна та тĕлли-паллисĕр кăларнине палăртаççĕ инспекторсем.
Тĕрĕссипе, кунашкал тĕслĕх Раççейре – тем чухлех. Пĕлтĕр кăна Россельхознадзор специалисчĕсем санкцилемен 399 карьер тупса палăртнă. Кунта çакна палăртса хăварам: асăннă ведомство ĕçченĕсен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче тĕрĕслевпе сăнав ирттерме ирĕк пур. Шăпах çак категорие кĕртнĕ 915,15 гектар çинче çут çанталăк пурлăхне саккуна пăсса кăларнине тĕпчесе пĕлнĕ.
Шухăшласа пăхăр: çĕр айĕнчи усăллă япаласене хăйсем пĕлнĕ пек кăларнăшăн 2013 çулта 609 административлă ĕç пуçарнă, 6 млн тенкĕлĕх штрафланă. Çапла майпа лаптăксене сиен кÿнине специалистсем ятарлă меслетпе шутласа кăларнă. Пĕрлехи сумма 2,2 млрд тенкĕпе танлашнă.
Сăмах май, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче çут çанталăк пурлăхне кăларасси - ведомствăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйту. Пĕлтĕр ку енĕпе субъектсенчи нормăпа право акчĕсене тишкернĕ. Унăн пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса пулăхлă çĕре вырăнтан куçарассипе çыхăннă ыйтăва татса памашкăн Ял хуçалăх министерствине хăш-пĕр сĕнÿ панă.
Чăваш Енре те Çĕр саккунĕсене пăснă тĕслĕхсене шута илнĕ. Акă Вăрнар районĕнчи Пăртас ял тăрăхĕнче пурăнакансем никамран ыйтмасăр хăйăр кăларма шухăшланă. Ĕçе пуçăниччен тивĕçлĕ органсенчен ирĕк хутне илмен. Унсăр пуçне рекультиваци проекчĕ те çумра пулмалла. Чăннипе, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕн пулăхлă сийне хăйĕн вырăнне тавăрса ăна усă курма юрăхлă тăвасси питĕ пĕлтерĕшлĕ ĕç. Ăна мĕнле пурнăçланипе инспекторсем кăсăкланмасăр иртмеççĕ.
Патшалăх инспекторĕ Александр Андреев каланă тăрăх - Улатăр районĕнче шăпах çакнашкал тĕслĕх «тăрă шыв» çине тухнă. Пĕр общество хăйăр кăларнă чухне пăснă 0,53 гектар çĕр тĕлĕшпе рекультиваци ирттерсе тăкакланман. Кунашкал явапсăрлăхшăн пуçлăх тĕлĕшпе РФ КоАП-ĕн 8.7 статйин 1 пайĕпе протокол çырнă.
Йĕркене пăхăнманни тăтăшах тĕл пулать тесен те йăнăшмăпăр. Пĕлтĕр пĕр предприятие явап тыттарнă, 2012 çулта вара юридици вăйĕнчи - 3 çынна.
Ытларах чухне рекультиваци проектне хатĕрлеменни калаçтарать. Унăн планĕнче ăна мĕнле майпа йĕркелессине тата вăхăтне кăтартманни тĕл пулнă.
Пĕлтĕр çут çанталăк пурлăхне кăларнă май ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 2,5 гектар çĕр шар курнă. Çакăншăн 25 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Хам каланине пĕтĕмлетем: нумаях пулмасть ывăлăмăн аллине аран çуса тасатрăм – йăлт çырса пĕтернĕ. «Сана валли хут татăкĕ пулмарĕ-им?» – ятлатăп çакскере. «Анне, хута ма ахальтен пĕтермелле? Мĕн чухлĕ йывăç касаççĕ хут валли...» Тĕлĕнтерсе пăрахрĕ 3-мĕш класс ачи перекетлĕх пирки сăмах пуçарса. Эпир вара, ÿссе çитĕннисем, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курнă чухне перекетлĕх пирки аса илетпĕр-и? Унăн саппасĕ иксĕлми мар-çке.
Надежда Васильева,
управлени ĕçченĕ
Комментари хушас