Пуян тухăçпа савăнтарнă

27 Юпа, 2016

"Куккуруса вырса кăна ĕлкĕр, вăррине туянакана шырамалла мар, илес текенсем малтанах саккас панă", — палăртрĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьскинче тăрăшакан Михаил Тагеев фермер. Выльăхшăн питĕ паха апат шутланакан культурăна паянхи кун тĕлне хуçалăхра вырса пĕтернĕ ĕнтĕ. 100 гектар çинче çитĕннĕскер пуян тухăçпа савăнтарнă — гектартан вăтамран 60 центнер пуçтарса илнĕ.

Юлашки çулсенче районта куккуруса вăрлăхлăх акса ÿстерекен пулман. Шуршăл хуçалăхĕнче кăна ăна силос валли вырнă. Çавăнпа Михаил Тагеев фермер манăçнă ĕçе кăçал çĕнĕрен "чĕртсе" янă.

Вăрлăх туянас текенсем иксĕмĕр калаçнă хушăра та тупăнчĕç. Вĕсем укçана маларах тÿлесе хума хатĕррине те асăнчĕ ертÿçĕ. Çанталăк йĕпе-сапаллă тăнăран куккурус йĕтем çине нÿрлĕ кĕрет. Çавăнпа ăна типĕтмелле. Тухăç вăйлине кура агрегата йывăр килет, вăл пур чухне те алласа ĕлкĕреймест. Туянакансен чĕртавара ирĕксĕрех кĕтме тивет. Капла тума та хатĕр, мĕншĕн тесен кулленхи апата куккурус вăррипе пуянлатни сăвăма палăрмаллах ÿстерет.

Фермерăн хăйĕн те витере 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх тăрать, çав шутра 104-шĕ — сăвакан ĕне. Сĕте вăл вырăнти тирпейлекен цеха сутать. Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа 1 литр чĕртавар хакĕ 21 тенке çитнĕ. Фермăран сивĕтнĕ сĕт тухать, çавăнпа пахалăхĕ те пысăк, çу виçи 4-5 процентпа танлашать.

Пилĕк çул каялла патшалăх пулăшăвĕпе усă курса тĕпрен юсаса çĕнетнĕ фермăпа савăнмалла пек туйăнать. Ăна тума, ăратлă выльăх туянма 15 миллион тенкĕ хывнă, 13 миллионлăх çĕнĕ йышши хатĕр-хĕтĕр вырнаçтарнă тата ытти те. Выльăх апачĕ çителĕклĕ, ĕнесем сĕт антараççĕ. Анчах фермăпа çыхăннă ĕçре кулленех пăшăрханмалли тупăнать. Кредитпа татăласси те нушаллă. Ку тĕлĕшпе фермер çĕрне-кунне пĕлмесĕр пуç ватать темелле. Çитес çул тĕп парăма тÿлесе татсан фермăна тепĕр çынна сутасси çинчен калаçать. Йывăрлăхран хăраманскер, çукран пур тунăскер çапларах йышăну тăвасса ĕненес килмест, паллах, анчах тÿсĕмлĕх тени те вĕçсĕр-хĕрсĕр мар пулĕ.

Хуçалăхра хĕрсех çĕртме тăваççĕ, çитес çул валли кĕрхисене 600 гектар ытла акса хăварнă. Сăмах май, пĕлтĕр те вĕсем 700 гектар йышăннă. Кăçал çурхи культурăсем тухăçпа ытла савăнтарайман, кĕр тырри ку тĕлĕшпе хăйне тÿрре кăларнă.

Хальхи вăхăтра тăкаксăр ĕçлеме май килменнине палăртать ертÿçĕ. "Юлашки вунă çулта сĕт, тырă, çĕрулми хакĕ /сутмалли хак\ пĕр шайрах тăрать темелле. 2006 çултанпа лавккари япаласем вара темиçе хут хакланчĕç. Пĕр килограмм соляркăна — 30, удобрение 22 тенкĕпе туянса, хамăрăн сĕте 20 тенкĕпе сутса тупăш илме питĕ йывăр. Паян ĕлĕкхи пурнăç мар. Ун чухне чылай япалапа тÿлевсĕр тивĕçтернĕ, разнорядкăпа хистесех панă. Хальхи кантур вырăнĕнче малтан хăмла фабрики пулнăран 200-шер тонна "симĕс ылтăн" кăвакарса кайнине астăватăп. Ниçта хума çукран соляркăна çын курман вырăна кайса тăкни те пулман мар. Темиçе тонна сĕт сутса техника туянма пултарнă, халĕ трактор валли тăватă кустăрма та илейместĕн.

Унччентерех гербицид, удобрени туяннă тăкакăн пĕр пайне патшалăх саплаштаратчĕ, халĕ çăмăллăха пĕтерчĕç.

Фермăра электричество çутипе усă курнăшăн хулара та пирĕнтен йÿнĕрех тÿлеççĕ. Эпир вара пĕр кВТ-шăн — 5 тенкĕ ытла", — чун ыратăвне пытараймасть ертÿçĕ.

Çапла вăл хресчен пурнăçĕ — темĕн пек тарăхсан та, ырантан çĕр пирки шухăшлама пăрахатăп тесен те алли хăнăхнă ĕç патнех пырать.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.