Пусмăрçа тарма паман
Хĕрсемпе хĕрарăмсене пусмăрланă тĕслĕхсем юлашки вăхăтра ытла та çине-çинех пулнине кура секспа çыхăннă «пулăшу ĕçĕсене» легализацилеме сĕнекенсемпе килĕшесси патне те çитĕн, тупата.
Черетлĕ преступлени Шупашкарти Калинин районĕнче пулнă. Следстви комитечĕн вырăнти пайĕ ниçта та ĕçлемен 41 çулти арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă ĕнтĕ. Вăл врач-психиатр патĕнче шутра тăрать-мĕн.
Çак арçын çĕрле 23 сехет тĕлнелле общество транспорчĕн «ОЖДХ» чарăнăвĕнче савнийĕпе телефонпа калаçса тăракан 21 çулти хĕр патне пынă. Паллашма сĕннĕ. Хĕр хирĕçленĕ те — тарăхса кайнăскер ăна ярса тытнă, чарăну хыçĕнчи йывăç-тĕм хушшине сĕтĕрсе кĕнĕ. Тĕртсе ÿкернĕ, питĕнчен çапнă, хывăнтарса мăшкăллама тăнă.
Юрать-ха, хĕр телефон линийĕн тепĕр вĕçĕнчи йĕкĕте полици чĕнмешкĕн каласа ĕлкĕрнĕ. Хăй те маххă паман — хирĕç тăнă, пусмăрçă çавăнпа кăна киревсĕр тĕллевне пурнăçлайман. Тепĕр тесен каччă шăнкăравласа хăйĕн савнине палламан арçын ăçта тапăнни пирки тĕплĕ ăнлантарнă хыççăн полици те вăрах кĕттермен — самантрах çитнĕ, преступнике тытса чарнă.
Вăл хăйĕн шăпине татса парасса кĕтет кăна-ха, Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнакан 25-26 çулсенчи икĕ çамрăк тĕлĕшпе вара химиксен хулин сучĕ хăйĕн сăмахне каланă ĕнтĕ. Вĕсем те хĕре мăшкăлланăшăн суд умне тăнă. Пĕрне — виçĕ çул çурăлăха, теприне пилĕк çуллăха пĕтĕмĕшле режимлă колоние ăсатма йышăннă.
Ку преступлени çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче çĕрле пулнă. Каччăсем каçхи клубра 26 çулти хĕрпе паллашнă. Пĕрле эрех ĕçнĕ. Хĕр организмне нумай кирлĕ-и — часах ÿсĕрĕлнĕ, ăна-кăна ăнланми пуличченех... Каччăсенчен пĕри вара çакăнпа усă курас тенĕ. Юлташĕпе маларахах каварлашса хĕре Атăл çыранĕ çинчи улах вырăна илсе кайнă. Хăйĕн «Ниссан» автомобилĕн салонĕнче ăна мăшкăлланă. Тепĕр тесен çапла тумашкăн нумай вăй хума та тивмен — ÿсĕр хĕр ăна хирĕç тăрайман. Кăштахран çакăнтах тепĕр çамрăк та çитнĕ. Çак самантра хĕр тăна кĕме пуçланă ĕнтĕ, анчах ясар шухăшпа авăрланнă йĕкĕтшĕн ку чăрмав пулман — пусмăрçăсем мĕскĕне унтан-кунтан çапнă та тин çеç килсе çитни те ăна мăшкăлланă.
Апла пулин те хĕр тарма пултарнă. Çул çинче пĕр машинăна чарса унăн водительне хăйне пусмăрлани çинчен пĕлтернĕ. Вăл преступниксене малтан палламан, вĕсен паллисене лайăх астуса юлайман пулин те СК следователĕсем шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсемпе алла-аллăн ĕçлесе каччăсене иккĕшне те шыраса тупма пултарнă. Хайхи «Ниссан» машина салонĕнче хĕрĕн сулахай уринчен хывăнса юлнă балеткăна та тупнă. Тепĕр балетка та çывăхрах тупăннă — вăл та шар курнăскер пусмăрçăсенчен тарнă чухне хывăнса ÿксе юлнă.
Хĕрлĕ Чутай районĕнче вара таврари ял халăхне тĕлĕнтернĕ-калаçтарнă преступленишĕн айăплин приговорне кĕтеççĕ. Калаç-тармасăр — 20 çулти йĕкĕт асламăшне мăшкăлланă вĕт!
Следстви комитечĕн Етĕрнери пайĕ çамрăк çын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ ĕнтĕ. Уголовлă ĕç материалĕсенчен çакă паллă: утă уйăхĕн 5-мĕшĕнче ирех каччă асламăшĕн килне пырса кĕнĕ, ăна пусмăрланă. Çак тĕслĕхпе уголовлă ĕç пуçарнă хыççăн путсĕрскер маларах та тăванĕ тĕлĕшпе çакнашкал киревсĕр ĕçсем туни палăрнă: кăрлач уйăхĕнче тата пуш уйăхĕн 8-мĕшĕнче çапла хăтланнă-мĕн. Следстви иккĕленмест: çамрăк çын айăпне ĕнентермешкĕн материал çителĕклĕ пухнă — суд вердиктне кĕтмелли çеç юлать.
К.АНТИПОВ
Комментари хушас