Пушнарсен - пысăк уяв

Етĕрне районĕнчи Пушнар салинче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Ял халăхне уявпа саламлама хăнасем те йышлăн килнĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн ертÿçин çумĕ Н.Малов, ЧР Патшалăх Канаш депутачĕ В.Павлов, район пуçлăхĕ А.Краснов, район администраци ертÿçи В.Кузьмин, Етĕрнери район больницин тĕп врач тивĕçĕсене пурнăçлакан Е.Игнатьева тата ыттисем.

Уява пуçласа Асамçă ыркăмăллăх çутине çутма кÿршĕллĕ Чирĕк­касси ялĕнчи офисра нумай çул тăрăшакан Людмила Савельева врача сĕнчĕ. Людмила Ивановна çуртана И.Чернова фельдшера пачĕ, «Сирĕн патра яланах çутă та ăшă пултăр, ĕçлес килсе тăтăр», - терĕ.

Тин çеç уçнă фельдшерпа акушер пункчĕ ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен Чирĕккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Чернова, «Родина» хуçалăх ертÿçи В.Тимофеев, «Знамя» хуçалăх ертÿçи С.Архипов, Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх туса пыракан В.Чернов, Пушнар ял çынни Л.Филиппова та­та ыттисем тухса калаçрĕç, вĕсем республикăпа район ертÿлĕхне, «Ядринагропромстрой» пĕрлĕхре тăрăшакан строительсене тав турĕç. Луиза Филиппова вара ял старостине Юрий Ильина салари пур ĕçре, паллах, çĕнĕ ФАП тунă çĕрте те, хастар пулнăшăн диван парнелерĕ. Ялта пурăнакансен кăмăлĕ çапла - хăйсемшĕн тăрăшакана тав тумалла. Юрий Валерьянович пуçарăвĕпе, тăрăшнипе Пушнарта 5 çухрăм тăршшĕ пăрăх хывса ял халăхне шывпа тивĕçтернĕ, ытти ĕçне те сахал мар тунă. Вăл шутра - çĕнĕ фельдшер пункчĕпе урам урлă ача-пăча площадки вырнаçтарнă. Хуларинчен пĕртте кая мар вăл. Пушнарсем халĕ урамсем хушшипе çулсем сарасси çинчен ĕмĕтленеççĕ.

- Ку çĕнĕ ФАП тунă вăхăтра кашни кун çакăнта килсе строительсен ĕçĕпе кăсăклантăм. Питĕ тăрăшрĕç вĕсем. Пурне те пил паратăп, Турă пулăшса пытăр вĕсене пурнăçра, - çапла палăртрĕ салари ĕç ветеранĕ Зоя Королькова.

Чирĕккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Чернова тăрăшса ĕçлекенсене Хисеп хучĕсемпе чысларĕ. Ял тăрăхĕнчи «Пилеш» ансамбль шăрантаракан юрă-кĕвĕ пухăннисен кăмăлне çĕклерĕ. Каçхине Пушнар салинче пурăнакансем хăйсен ентешĕн, оперăпа балет театрĕн артисчĕн Василий Николаевăн концертне курса савăнчĕç.

Районта çакнашкал 6-мĕш фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ. Çитес вăхăтра Тури Ирçесем хăйсем патне ку савăнăç çитессе кĕтеççĕ.

Лилия Петрова.Етĕрне районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Лилия ПЕТРОВА