Пушкăрт Республикинче - чăваш литературин кунĕсем

19 Çĕртме, 2018

"Хыпар" издательство çурчĕн "Тăван Атăл" журнал пуçарăвĕпе Пушкăрт Республикинче чăваш литературин кунĕсем иртрĕç. Ăна пушкăрт чăвашĕсен "Шуратăл" пĕрлешĕвĕ — 30 çул, Пушкăрт Республикине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалланă.

"Литература десанчĕн" йышĕнче "Тăван Атăл" журнал редакторĕ Лидия Филиппова, чăваш халăх писателĕ Николай Кипеч, Галина Кĕмĕл, Николай Ишентей, Ара Мишши, Улькка Элмен, Раиса Воробьева, Анатолий Хмыт, Раиса Андреева, Андрей Кузнецов, Роза Степанова пулнă. Делигаци Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕре филиалĕнчи филологи факультечĕн чăваш-тутар уйрăмĕн студенчĕсемпе тĕл пулнă.

Чăваш литераторĕсем Пушкăртри паллă çыравçăсен ĕçĕсене куçараççĕ. Мустам Карим пултарулăхĕ уйрăм вырăн йышăнать. Унăн хайлавĕсем тăрăх Чăваш Ен театрĕсем спектакльсем лартаççĕ.

Программăпа килĕшÿллĕн Авăркас тата Федоровка районĕсенче тĕл пулусем, ăсталăх класĕсем, "çавра сĕтелсем" иртнĕ. Ентешсем вĕсене хаваспах хутшăннă, çакнашкал тĕл пулусен кирлĕлĕхне палăртнă.

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас