Пушарнăйсен те палăк пур

3 Çу, 2017

Шупашкарта халĕ пушарнăйсемпе çăлавçăсен палăкĕ те пур. Ăна ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçнă. никĕсĕнче — гранитран тунă чан. Вăл Шупашкар хулинчи 4-мĕш пушар-çăлав чаçĕнче вырнаçнă.

Уяв митингне пухăннă МЧС офицерĕсене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пархатарлă службăшăн тав тунă. Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов генерал-майор палăк хăпартас шухăш 4 çул каяллах çуралнине, 2014 çулта унăн чи лайăх эскизне палăртас тĕллевпе конкурс та ирттернине каланă.

Пушар хуралĕн ветеранĕсем ун валли укçа пухас енĕпе акци йĕркеленĕ, унта МЧС сотрудникĕсем пурте хутшăннă.

Палăка арка евĕрлĕ ăсталанă: унăн тăррине Турă Амăшĕн «Неопалимая Купина» турăшне вырнаçтарнă, никĕсĕнче — гранитран тунă чан. Вăл Шупашкар хулинчи 4-мĕш пушар-çăлав чаçĕнче вырнаçнă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.