Пушар хăрушлăхĕсĕр объект
12 Apr, 2014 | Хыпар | Хула | Конкурс

Чăваш Енре ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен социаллă сфера организацийĕсен хушшинче «Пушар хăрушлăхĕсĕр объект» конкурс иртет. Ăна пирĕн республикăра Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕпе Чăваш Ен ГКЧСĕ иккĕмĕш çул йĕркелеççĕ.

Комисси конкурса хутшăнмашкăн заявка тăратнă предприятисене пушар хăрушсăрлăхĕн 25 кăтартăвĕ тăрăх хаклать: пушар сигнализацийĕ пурри тата унăн юсавлăхĕ, хыпарлав системи, çурт патне пымалли тата эвакуаци çулĕсен тăрăмĕ, асăннă предприятире юлашки 5 çулта тухнă инкексен, вут-çулăмпа çыхăннисен, шучĕ т.ыт.те. Çĕнтерÿçĕсене «Сывлăх сыхлавĕн пушар хăрушлăхĕсĕр объекчĕ», «Вĕренĕвĕн пушар хăрушлăхĕсĕр объекчĕ», «Культурăн пушар хăрушлăхĕсĕр объекчĕ» номинацисенче палăртĕç. Мероприятие 2014 çулхи çĕртме уйăхĕнче пĕтĕмлетĕç.

Конкурс пирки калакан информаципе тĕплĕнрех ЧР влаç органĕсен официаллă порталĕнче Чăваш Ен ГКЧСĕн страницинче «Йĕркелÿпе методика кăтартăвĕсем тата сĕнÿсем» /«Организационно-методические указания и рекомендации»/ рубрикăра паллашма пулать.

И.БЕЛОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.