- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пушă вăхăт — ахаль ирттерме мар»
Кашни самантпа тĕрĕс усă курма тăрăшать вăл. Вăхăта сая яма юратмасть. Елчĕк районĕнчи Елчĕк шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Люссия Плотникова мĕн пĕчĕкренех пултаруллă. Пур çĕрте те ĕлкĕрсе пыраканскере, яваплăскере тус-юлташĕ кăна мар, вĕрентекенсем те мухтаççĕ.
Люссия кашни ĕçе тĕплĕн пурнăçлать, шаннине яланах тÿрре кăларать. Ахальтен-им хĕрачана класс старостине виççĕмĕш çул суйлаççĕ? Çавăнпа ĕнтĕ шкулта иртекен мĕн пур мероприятинче класс малти вырăн йышăнать.
— Люссия яланах пулăшма хатĕр. Пĕр-пĕр конкурса хутшăнмалла-и е ĕç тумалла-и — малтан пуринпе те канашлать. Тата вăл шанчăклă юлташ, — теççĕ пĕрле вĕренекен юлташĕсем. Общество пурнăçĕнчен те хĕрача айккинче юлмасть. Вăл — Раççей шкул ачисен юхăмĕн хастарĕ. Социаллă сетьсенчи ушкăнсене ертсе пырать, пулса иртнĕ мероприяти пирки хăвăрт та тĕплĕн çырса кăтартать.
— Çынсене пулăшма юрататăп. Кайран çав хамăр пата ырăпах таврăнать-çке. Волонтерсемпе чылай çул ĕçлетĕп, Раççей шкул ачисен юхăмĕпе саккăрмĕш класра туслашрăм, — тет вăл.
Люссия çулталăк ытла ташă кружокне ертсе пырать. Унта çирĕм ытла ача çÿрет. Мĕнлерех-ши вĕсемпе ĕçлеме?
— Паллах, çăмăл мар, çав вăхăтрах интереслĕ. Ман ушкăнра тĕрлĕ ÿсĕмрисем. Кашнинпех пĕр чĕлхе тупма тăрăшмалла, хамăн та вĕсене ăнланмалла. Пĕчĕк ташăçăсемпе пачах та ывăнмастăп, вăхăт та хăвăрт иртет. Вĕсемпе хама чăн-чăн вĕрентекен пекех туятăп, — тет Люссия. Ташă хусканăвĕсене интернетран илеççĕ е хăйсем шухăшласа тупаççĕ. Аслă Çĕнтер& 75 çул çитнине халалласа кăçал чылай номер хатĕрленĕ вĕсем. Малалла вулас...
Татьяна ИШМУРАТОВА. Люссия ПЛОТНИКОВА архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.
Комментари хушас