Пурнăçшăн... шăла çыртса

29 Пуш, 2014

Раççейре кашни кунах 47 хĕрарăм кăкăр шыççипе вилет. Республикăра çулталăк пуçламăшĕ тĕлне усал шыçăллă 22 пин ытла çынна шута илнĕ, вĕсенчен 60% - хĕрарăмсем. Иртнĕ ытлари кун Республикăри онкологи диспансерĕнче çак чирпе аптăракан хĕрарăмсене пулăшмалли центр уçăлчĕ. Вăл Шупашкарти Гладков урамĕнчи 31-мĕш çурта /223-мĕш пулĕм/ вырнаçнă.

Этемлĕхĕн черчен пайĕ пурнăçри йывăрлăхсене чĕре çывăхне йышăнма хăнăхнă, арçынран ытларах пăшăрханать вăл. Çавна пула та усал шыçă аталаннине наука çирĕплетнĕ ĕнтĕ. Анчах ку диагноз «вилĕм» тенине пĕлтермест. Шел те, чирлисенчен чылайăшĕ усал шыççа çакăн евĕр хаклать, кулянса хăйне татах та сиен кÿрет. Хальхи медицинăн мура çĕнтермелли тĕрлĕ меслет пур. Вĕсенчен пĕри - кĕлеткери тата чунри мĕн пур вăй-халтан чирпе кĕрешесси. Шăпах çак ĕçе пурнăçламашкăн тĕллев лартнă та центрта. Çавăн пекех унта специалистсем чирлĕ çынсен тăванĕсене те психологи пулăшăвĕ парĕç. Центр чиновниксем хистенипе мар, республикăри Хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе уçăлчĕ. «Пурнăçшăн» проект ЧР Экономика министерствин грантне, 300 пин тенке яхăн, выляса илнĕ. Çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртмешкĕн «Ырă ĕç» волонтер организацийĕ, онкологсемпе психологсем хутшăннă.

- Ку чир пирки илтнĕ тăрăх кăна пĕлместĕп ĕнтĕ. Чирлисен пурнăçне çăмăллатас килчĕ, медицинăпа психологи пулăшăвне туйса тăччăр тесе тĕллев лартрăмăр, - палăртрĕ республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева.

ЧР сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова центра кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерме шантарчĕ. «Ятарлă литература, пултарулăха ирĕке ярса ĕçлеме сăрăсем, мольберт, фотоаппарат тата ытти те пулĕç кунта. Çын кăмăлне çĕклеме культура ĕçченĕсем килсе çÿрĕç. Пĕр сăмахпа пурнăç вĕресе тăрĕ, кашнин кăмăлне тупма тăрăшĕç», - терĕ вăл.

Тутарстанри «Пурăнмашкăн пĕр тан праваллă» коммерцилле мар пĕрлĕхĕн директорĕн çумĕ Эдуард Нагуманов палăртнă тăрăх - ку проект пациентсемшĕн кăна мар, тухтăрсемшĕн те питĕ пĕлтерĕшлĕ. «Çакăн евĕр меслетпе Европа çĕр-шывĕсенчи чылай онкологи клиникинче ĕçлеççĕ. Сирĕн регионта пурăнакансемшĕн эпĕ питĕ савăнатăп, мĕншĕн тесен федерацин Атăлçи округĕнче кăна мар, Раççейре те çакăн пек пĕрлĕхлĕ проект халĕччен пулман. Медицинăпа общественноç тата патшалăх пĕрле тăрăшнипе кăткăс чылай ыйтăва татса пама пулатех», - терĕ Эдуард Вильданович.

Республикăри онкодиспансерăн тĕп тухтăрĕ Игорь Долгов пĕлтернĕ тăрăх - центр икĕ сменăпа ĕçлĕ, унта пурне те хапăлласа кĕтсе илĕç. Регистратурăн 56-11-12 телефонĕпе те çырăнма пулать.

Онкодиспансерăн 223-мĕш пÿлĕмне Шупашкарти «Радуга» культурăпа курав центрĕ 49 сăн ÿкерчĕк парнеленĕ. Вĕсене республикăра пурăнакан ахаль çынсем ÿкернĕ. Тăван тăрăхăн кашни кĕтесĕнче çут çанталăк илемне асăрхама пĕлекенскерсен ĕçĕсем кирек камăн кăмăлне те хăпартĕç. Асăнмалла, сăн ÿкерчĕксен конкурсне те республикăри Хĕрарăмсен канашĕпе пĕрле ирттернĕ.

Ольга Зайцева, хăй усал шыçăпа куçа-куçăн тĕл пулнăскер, чирлисене пурнăçа юратма, уншăн шăла çыртса кĕрешме чĕнет. «Çакăн хыççăн пурнăç çине йăлтах урăхла пăхатăн, хаклатăн. Чи кирли - çын çĕр çине мĕн тĕллевпе килнине ăнланса илесси. Инкекре пĕччен тăвăнса лармалла мар кăна. Çын хушшинче пулма тăрăшмалла, калаçмалла, ĕçлемелле...» - терĕ вăл журналистсемпе чуна уçса калаçнă май.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.