Пурнă/ç/ри пĕ/р ĕ/мĕ/р – мă/н асанне куç/ĕ/пе

14 Ака, 2016

2013 çулта Канаш хулинчи Надежда Васильевна Денисова çĕр çулхи юбилейне паллă тунăччĕ. Унăн çывăх çыннисем, хĕрĕ Лидия тата кĕçĕн мăнукĕ Елизавета, ăна питĕ хăйне евĕрлĕ парнепе савăнтарнăччĕ - вырăнти çамрăксен хаçатĕнче унăн пурнăçĕ çинчен çырса кăларнăччĕ. Шел пулин те, интервью хыççăн çур çул иртсен Надежда Васильевна çут тĕнчепе сывпуллашрĕ… Анчах унăн сăмахĕсем вулакансен асĕнче яланлăхах юлĕç.

 Хресчен х.р.

Эпĕ 1913 çулта, Раççейре патша хуçаланнă вăхăтра, çуралнă. Чулхула кĕпĕрнинчи Карачар ялĕнче çитĕнтĕм. Пирĕн ял çÿллĕ те хитре вырăнта вырнаçнă. Юнашарах Сăр шывĕ юхса иртет. Урама тухатăн та инçетелле пăхатăн: унта вара юханшыв та, вăрман та пур… Чунра ырă-ырă пулса каять.

Аттепе анне иккĕшĕ те - вырăс хресченĕсем. Вĕсем çăкăр çитĕнтеретчĕç, ĕне тата икĕ лаша тытатчĕç. Шăпах лашасем пуррипе пирĕн хирте ĕçлеме, çĕр сухалама, пасарта тырă сутма май пурччĕ. Çемьере эпир ултă ачаччĕ. 1914 çулта атте Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен таврăнчĕ, шалкăм çапнипе. Килте вăл нумаях пурăнаймарĕ, икĕ-виçĕ çултан вилсе кайрĕ. Эпир аннепе çеç юлтăмăр.

Вунă çулти ачасем аслисемпе тан ĕçлеттĕмĕр, çум çумлаттăмăр. Аслисем вир акатчĕç, унпа пĕрлех вара çум курăкĕ те йышлă шăтса тухатчĕ, пире валли ĕç нумайланатчĕ. Пĕчĕк ачасен урисем пĕчĕк, çавăнпа вире таптамасăрах çÿреме пултараттăмăр. Кăштах аслăлансан çитĕннисемпе пĕрле хирте сухалаттăмăр, тырă выраттăмăр, пуçтараттăмăр, вăрман касма çÿреттĕмĕр. Апатланма киле каяттăмăр. Анне пире яшка е сĕтпе пăтă пĕçерсе çитеретчĕ. Пылак çимĕçсем çукчĕ. Сахăр пурччĕ те пире ăна пĕрер катăк паратчĕç, çавна чей ăшне чиксе кăлараттăмăр та çиеттĕмĕр.

Ачасем тĕрлĕренччĕ: каланине итлекенсем те, питех итлеменнисем те. Анчах «хулиган» сăмах çукчĕ, ун пеккисене ашкăнчăк теттĕмĕр. Шкула çÿремен эпир, мĕншĕн тесен тухса кĕме тумтир те, пушмак та çукчĕ. Çулла çаруран чупаттăмăр, хĕлле вара пĕр мăшăр çăматта е çăм нуски çинчен тăхăнмалли çăпатана виççĕн пайлаттăмăр. Килте те ĕçлемеллеччĕ, çăм арламаллаччĕ, тĕртмеллеччĕ. Эпир хутла пĕлмен. Кайран, совет влаçĕ вăхăтĕнче, пирĕнтен вунă çухрăмра каçхи шкул уçрĕç, унта вулама тата çырма вĕрентĕмĕр.

Х.рпе каччă

Каçсерен вăййа тухаттăмăр, юрлаттăмăр, ташлаттăмăр. Каччăсен тăмра ŸбалалайкаŸ тата хуткупăс пурччĕ, вĕсене калама пурте хăй тĕллĕн, пĕр-пĕрне сăнаса вĕреннĕ. Пĕр юррине халĕ те ас тăватăп:

Девочки, зима не лето,

Не посеешь в поле рожь.

Девочки, не ваша воля,

Не полюбишь кого хошь.

Ĕлĕк хĕрсем хăйсен ирĕкĕпе мар, ашшĕ-амăшĕ кама суйлать, çавна качча тухатчĕç. Каччă мĕнле çемьерен пулнине çирĕп пăхатчĕç ун чухне. Ашшĕ-амăшĕ алă ĕçĕпе аппаланать, яланах мĕнпе те пулин кĕштĕртетет пулсан - ку лайăх çемье. Эпĕ çăм арлаттăм, пир тĕртеттĕм… Пĕтĕмпех хам çĕлеттĕм: арçын е хĕрарăм кĕпи, юбка. Пусмана сăрлама чăрăшпа усă кураттăмăр. Анне чăрăш тураттисем илсе килетчĕ, шывра вĕрететчĕ те япаласене унта яратчĕ, çапла вĕсем тĕттĕм симĕспе сăрланатчĕç. Е Атăл тăрăхĕнчи купцасенчен ятарлă сăрă туянаттăмăр.

Эпĕ 1931 çулта, вун саккăрта, качча тухрăм. Вăл пирĕн ялтанччĕ, Василий ятлăскер, лашипе утă ха-тĕрлетчĕ. Пилĕк çултан пирĕн пĕрремĕш хĕр, Лида, çуралчĕ. Ун умĕнхисем виççĕшĕ те чирлесе вилчĕç. Пĕтĕмпе те Василипе пĕрле çичĕ ача çитĕнтертĕмĕр. 1935 çулта Канашра вагон юсамалли завод уçăлсан Василий кунта куçса килчĕ, эпир те пĕрлех. Унтанпа çак хуларах пурăнатпăр.

1935 çулти Канаш

Çав вăхăтсенче Канашра ача сачĕ пĕрре кăначчĕ, пурне те вырăн çитместчĕ, çавăнпа эпĕ ачасемпе килте лараттăм. Эпир коммуналлă хваттерте пурăнаттăмăр. Пирĕнпе пĕрле тата виçĕ çемьеччĕ. Вăрçăччен Канашра чул çуртсем пулман, йывăçран тунисем çеçчĕ. Чугун çул вокзалĕ пурччĕ - хăмасенчен çапса тунă пĕчĕк çурт. 1939 çулта хулара кирпĕч çуртсем курăнма тытăнчĕç. Тĕпрен илсен унта пуçлăхсем пурăнатчĕç. Нимĕн-ле тротуар та пулман, урапаллă лашасем кăна çÿретчĕç. Уçăлма тухатăн та, хулара вара чĕркуççи таран пылчăк. Ун чухне Канашра çуртсене сапса тăватчĕç, вырăсла вĕсене «насыпушки» тетчĕç. Вагонсем юсакан завод йывăç вагонсем кăларатчĕ, пилорама тăтăшах ĕçлетчĕ, пăчкă кĕрпи нумайччĕ. Çуртсене çапла тăватчĕç: икĕ енчен - йывăç стена, хăмасем хушшинче - пăчкă кĕрпи, вăл ăшă тытма кирлĕччĕ. Çакăн йышшисене заводра ĕçлекенсене валли, Ĕç тата Ильич урамĕсенче, хăпартатчĕç.

Вăрçă: ним.çсем…

Вăрçă пуçлансан эпĕ 28 çултаччĕ, пирĕн виçĕ ачаччĕ. Манăн пичче çапăçăва хутшăнчĕ, унтан таврăнаймарĕ, Мускав патĕнчи çапăçура хыпарсăр çухалнă терĕç. Пиччен пилĕк ача юлчĕ. Упăшка аслă разрядри токарьччĕ, çавăнпа ăна вăрçа ямарĕç. Ун чухне завод кунĕн-çĕрĕн, пĕр чарăнми ĕçлетчĕ. Мăшăрăм астмăпа Ÿсывлăш пÿлĕнниŸ чирлесе ÿкрĕ. Питĕ йывăр вăхăтчĕ. Икшер кун выçă ларни те пулнă. Çăкăр, кĕрпе тата лапша карточкăпа кăна Ÿпĕр çынна темиçе граммŸ лекетчĕ. Пирĕн инке ялта пурăнатчĕ, вăл пире кăштах çăнăх та, кĕрпе те, ыттине те паратчĕ.

Вăрçă вăхăтĕнче Канашра çар госпиталĕ ĕçлетчĕ. Халĕ çав вырăнта хула больници вырнаçнă. Унта фронтра аманнă салтаксене сиплетчĕç. Çавăн пекех Канашра тыткăна лекнĕ нимĕçсем те пурччĕ. 1946 çулта вĕсене Германие ăсатрĕç. Ас тăватăп-ха, вĕсем ун чухне килсерен çÿресе юлашки тумтирне туянма ыйтатчĕç, мĕншĕн тесен тăван çĕрне çитме укçа кирлĕччĕ. Пирĕн пата та çапла пĕр нимĕç хĕрарăмĕ пынăччĕ. Вырăсла аран-аран калаçса çăкăр ыйтрĕ. Хамăрăннисем вĕсене тĕрлĕрен йышăнатчĕç: пĕрисем тарăхса кăшкăратчĕç, теприсем хĕрхенетчĕç. Хамăр та выçă пурăнаттăмăрччĕ-çке.

Çăкăр шăккалатран тутлăрах

1943 çулта аслă хĕрĕм Лида пĕрремĕш класа кайрĕ. Пĕр парта хушшинче виçшер ача ларатчĕ, классенче вăтамран хĕрĕх вĕренекенччĕ. Пысăк тăхтав вăхăтĕнче ачасене пĕрер татăк Ÿçĕр граммŸ ыраш çăкăрĕ паратчĕç. Пĕчĕкскерсемшĕн вăл хальхи шăккалатран та тутлăрах пулнă. Тетрадь çитместчĕ, пĕрер хут татăкĕ валеçсе паратчĕç. Кăранташпа çыратчĕç. Вĕрентекенсем ачасене вăрçă паттăрĕсем çинчен каласа паратчĕç, хаçатсенчи заметкăсене вуласа тарăн шухăша яратчĕç. «Курăр-ха, пирĕн салтаксем сире малашлăх парнелес тесе хăйсен пурнăçне те шеллемеççĕ», - тетчĕç вĕсем. Вĕрентекенсем, тĕпрен илсен, Украинăран куçса килнĕскерсемччĕ: украинсем те, вырăссем те, еврейсем те. Ачасем вĕрентекенсене питĕ хисеплетчĕç, вĕсем мĕн каланине пĕтĕмпех ĕненетчĕç, вĕсене тĕслĕх вырăнне хуратчĕç. Нумайăшĕ вĕрентекен пулма ĕмĕтленетчĕ.

Вăрçă чарăнсан çапăçуран таврăннисем йĕри-тавра выçлăх та чухăнлăх куратчĕç. Йывăр тапхăр 1950-мĕш çулчченех тăсăлчĕ. Çав вăхăталла çăнăхпа кĕрпене талонпа пама пăрахрĕç. Анчах лавккасенчи вăрăм черетсем пурпĕрех кĕскелмерĕç.

Нумай çул пурăнакансем

Пирĕн йăхра нумай çул пурăнакансем пур. Манăн асатте çĕр çултан иртсен тин çĕре кĕчĕ. Аннен аппăшĕ те çавăн пекех. Вăл ĕмĕрĕпех ялта пурăнчĕ, кил-тĕрĕшре ĕçлерĕ. Ял çыннисем мĕн утайми пуличченех алăран ĕç ямаççĕ вĕт. Мăшăрăм, Василий Андреевич, 2000 çулта пурнăçран уйрăлчĕ, сакăрвунпиллĕкреччĕ вăл ун чухне.

Этем ĕмĕрĕ мĕншĕн вăрăм пулать-ши? Пĕлместĕп. Япăх пурăнаттăмăр эпир, çимелли çукчĕ, чирлеттĕмĕр, вилекен нумайччĕ… Эпĕ ĕненекен çын, Турă панă çулсене утса тухмаллах тетĕп. Халĕ лайăхах пурăнатăп. Малтан пуян хуçасем кăна çакнашкал пурăнаятчĕç, тăраниччен çиетчĕç. Пăхатăп та халĕ савăнатăп: ачасем лайăх пурăнаççĕ, йĕркеллĕ тумланнă, хырăмĕсем тутă. Чÿречерен тинкеретĕп те йăмăх çутă кĕпеллĕ хĕрачасене куратăп, чечексем пекех илемлĕ вĕсем. Манăн мăнуксем нумай, пурте вĕренеççĕ. Хальхи ачасем хутла пĕлни - мĕн тери пысăк савăнăç-çке! Малашне те çаплах пултăрччĕ, вăрçă ан кĕрлетĕр кăна…

Лидия ИСАКОВА,

Елизавета ДЕНИСОВА

çырса илнĕ.

Канаш районĕ,

Канашри Ача-пăча пултарулăх çурчĕ.

Ÿ«Пиллĕкмĕш чĕрĕк» хаçатпа усă курнăŸ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.