Пурнăçпа хастарлăх урокĕ

19 Чÿк, 2013

Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледжра ирттернĕ уçă урок теми - «Вĕрентекен профессийĕ - çĕр çинче чи пĕлтерĕшли». Ăна пĕлÿ учрежденийĕн ертÿçи Валерий Сапожников пурнăçне педагогикăпа çыхăнтарнăранпа 50 çул çитнине халалланă. Студентсем аслă юлташĕн, наставникĕн кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Асăннă мероприяти вĕсемшĕн пурнăçпа хастарлăх урокĕ пулса юлчĕ.

Паллă кун ячĕпе Валерий Васильевича ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем кăна мар, Мускав район администрацийĕн пуçлăхĕ Андрей Петров саламларĕ, район пурнăçне хастар хутшăннăшăн, тирпейлĕхпе тасалăхшăн тăрăшнăшăн Хисеп хучĕпе чысларĕ.

Красноармейски районĕнчи Упи ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Степанов ырă ĕçĕсемшĕн тав турĕ.

Сапожников ячĕллĕ урам

Валерий Сапожников Упи тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăçне те çĕнĕ варкăш кĕртнĕ. ЧР вĕренÿ министрĕн çумĕнче тăрăшнă çулсенче, хăй калашле, ĕç лаши пулнă тапхăрта, Валерий Васильевич саккунпа пĕр чĕлхе тупма пултарайман çул çитмен çамрăксен шăпине татса памашкăн тÿрремĕнех хутшăннă. ХХI ĕмĕр пуçламăшĕнче ун пеккисене республика тулашĕнчи колонисене янă. Çавнашкал учрежденисенче пулнисенчен чылайăшĕ юсанса мар, пăсăлса таврăннă. Теветкеллĕх ушкăнне кĕрекенсене пулăшас, вĕсене çуралнă енрен уйăрас мар тесе прокуратура ĕçченĕсемпе канашланă хыççăн вĕренÿпе воспитанин çавăн йышши шкулне Чăваш çĕрĕнчех тума йышăннă. Ун валли Красноармейски районĕнчи Упи салине суйласа илнĕ. Сăлтавсăр мар паллах: шкулăн çĕнĕ çуртне хута янă май кивви пушаннă. Ĕлĕк собор пулнăскере тĕпрен юсаса ятарлă интернат уçнă. Унта республикăри йывăр шăпаллă ачасене йышăннă, ку тăрăхра пурăнакансем валли вара 80 ĕç вырăнĕ тупма май килнĕ. Унсăр пуçне тавралăха тирпей-илем кĕртес енĕпе нумай тăрăшнă. Тĕрĕссипе, çурчĕ юмахри евĕр асамçă хăвачĕпе çĕкленсе ларман-ха. Ăна йĕркелесе çитериччен Валерий Сапожниковăн тăтăшах килсе çÿреме тивнĕ. Ял халăхĕшĕн вăл çывăх çын пулса тăнă, вĕсен кулленхи пурнăçĕпе интересленнĕ, министр çумĕ пулнă май чылай ыйтăва татса пама пулăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ Красноармейски районĕн Депутатсен пухăвĕн 2005 çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе Упири тĕп урама Сапожников ятне панă. Унсăр пуçне Валерий Васильевич - салан хисеплĕ гражданинĕ, тавра пĕлÿ музейĕнчи пĕр кĕтесе ăна халалланă.

«Манăн аслă кукаçи Яков Абрамов Раççей империйĕн Пĕрремĕш Думине 1906 çулта суйланнă депутатсенчен - пĕртен пĕр чăваш. Вăл Хусанта тухса тăнă «Хыпар» хаçатăн активлă корреспонденчĕ пулнă. Аслă кукаçине депутата тухмашкăн ун чухне çывăх тусĕсем Зиновий Таланцев тата Николай Никольский хавхалантарнă. Валерий Сапожников паян Н.В.Никольский ячĕллĕ вĕренÿ учрежденине ертсе пырать тата пирĕн тăрăхра пурăнакансен пурнăçне лайăхлатмашкăн сумлă тÿпе хывать», - терĕ Юрий Степанов çакă хăйне евĕр паллă пулнине çирĕплетсе.

«Эпир вĕрентекенсене хисепленĕ»

Валерий Сапожников Елчĕк районĕнчи Тĕмер ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ çут тĕнчене сакăр ача илсе килнĕ. Çавна май пĕчĕклех ĕç тĕлне пĕлсе çитĕннĕ. Валерий, тĕслĕхрен, колхоз производствине хутшăннă, пиччĕшĕпе пĕрле комбайнпа тырă пухса кĕртнĕ.

Шкултан вĕренсе тухсан Уссурийск патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ. Физикăпа математика учителĕн дипломне илсен Приморье крайĕнчи Анучински районĕнчи Корниловăри сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене пĕлÿ панă, 22 çулта коллектива ертсе пынă.

«Юлашки курсран васкавлăн вĕрентсе кăларчĕç, ун чухне çуллахи каникула та ямарĕç, пирĕнпе занятисем ирттерчĕç. 1963 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче шкулта ĕçлеме тытăнтăм. Пĕрремĕш кун халĕ те асрах: çанталăк çумăрлă тăнипе кирза атăпа çула тухрăм, шкул умĕнче ăна хывса пĕрле илсе пынă пушмака тăхăнтăм.

Хваттерте Фрося аппа патĕнче пурăнаттăм. «Валерий, ху та ачусенчен питех аслă мар, çапах та вĕренекенсемпе хутшăнма пĕлетĕн, чĕпписене чăх тимлĕ пăхнă евĕр вĕсемшĕн тăрăшатăн», - тетчĕ.

Вĕрентекен ĕçĕ питĕ килĕшнĕ мана. Эпир çамрăк чухне пурнăç çăмăл пулман. Çавăнпах-тăр чылайăшĕ çак профессие алла илме тăрăшнă. Мĕншĕн тесен учитель ыттисемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă, вăл ачасене пĕлÿ тĕнчине илсе кĕме сукмак хывма пултарнă».

Валерий Сапожников чылай хушă комсомол, парти, совет тата патшалăх влаçĕн органĕсенче тăрăшнă. Ленин райсовет ĕçтăвкомне ертсе пынă тапхăрта вăл хутшăннипе «Рябинка» микрорайона, Лапсар поселокĕнче вĕренÿпе культура тата спорт комплексне, ачасен икĕ спорт шкулне хута янă, çырмара хăма çапса тунă хуралтăсенче пурăнакан çĕр-çĕр çынна хăтлă хваттерсене куçарнă.

Чăваш Республикин техника профессийĕсен вĕренĕвĕн патшалăх комитетне ертсе пынă çулсенче çурт-йĕр тумашкăн, вĕренÿпе пурлăх никĕсне тĕреклетмешкĕн федераци бюджечĕн укçине ытларах хутшăнтарассишĕн тăрăшнă, вăл çине тăнипе Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри хулисенче, Кÿкеç поселокĕнче, Патăрьел салинче вун-вун хваттер туса лартнă.

Вĕренÿ министерствинче те хăй хыççăн ырă йĕр хăварнă, пултаруллă организатор пулнине çирĕплетнĕ. Пĕлÿ учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетме, ялти шкулсене реструктуризацилесе вĕсен инфратытăмне аталантарма тÿрремĕнех хутшăннă, «Çĕнĕ шкул», «Раççей ачисем» тата ытти программăсене пурнăçламашкăн тÿпе хывнă. Вăл пуçарнипе çамрăк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» вăййисене, çамрăксемпе студентсен фестивалĕсене вăй илтернĕ, тăлăх ачасен ыйтăвĕсене общество çĕнĕлле хаклама пуçланă.

2004 çулта патшалăх службинчен кайсан Валерий Сапожников Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ колледжа ертсе пыма тытăннă, унăн пурнăçне çĕнĕ варкăш кĕртнĕ.

Пенсионерсен ертÿçи

Пултаракан çын пур çĕрте те пуçаруллă тесе ахальтен каламаççĕ. Валерий Сапожников общество пурнăçне хастар хутшăнать.

Районсенче хаçат ĕçĕпе час-часах пулнă май аслă ăру çыннисем «Раççей пенсионерĕсен союзĕ» общество организацийĕн республикăри уйрăмĕн председателĕ Валерий Сапожников тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсемшĕн тăрăшни пирки ырласа калаçнине илтетĕн.

Тăвайсем мухтаççĕ ăна. «Кăçал республика кунне пирĕн районта ирттернĕ май ĕçĕ тупăнсах тăчĕ. Тăван тăрăха тирпей-илем кĕртмешкĕн пенсионерсем хатĕррине пĕлтерсен пире стадионра чечек çитĕнтерме шанчĕç. Çăвĕпех пăхса тăтăмăр. Çак асамлăха Валерий Васильевич хăй курса хакларĕ вĕт», - тенĕччĕ «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» районти организацийĕн председателĕ Алевтина Алексеева.

Красноармейскисем те ăна яланах ырăпа асăнаççĕ.

Епле ырламăн-ха? Пенсионерсен союзĕн республикăри организацийĕ кăçал пуçласа Йĕпреçре спартакиада йĕркелерĕ. Унта район-хулари ватăсем пултарнă таран вăй виçрĕç. «Раççей пенсионерĕсен союзĕн» Сĕнтĕрвăрри районĕнчи канашĕн команди Курск хулинчи ăмăртусенчен тулли кăмăлпа тата Хисеп хучĕпе таврăнчĕ. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче пирĕн хутлăхра аслă ăру çыннисен спартакиади пулчĕ, унта пултаруллисем çĕнтерчĕç.

Çакнашкал мероприятисем хăйсен еккипе пулмаççĕ. Вĕсене тĕплĕн хатĕрленсе ирттермешкĕн сахал мар тăрăшмалла. Кун пек чухне чун хавалĕ кăна мар, нухрат та кирлĕ. Валерий Васильевич вара хăй пекех пуçаруллă çынсене пархатарлă ĕçе хутшăнтарма май тупатех.

Е тата компьютер пĕлÿлĕхне ÿстерессине илĕпĕр. Пирĕн республикăра чăвашăн хастар арĕ çине тăнипе ку енĕпе пенсионерсем валли çулленех ятарлă курссем уçаççĕ. Çамрăксем пулăшнипе аслă ăру çыннисем кĕске хушăрах унăн вăрттăнлăхне алла илеççĕ, Интернет уçлăхне тухма хăнăхаççĕ. Пултаруллисем вара хамăр тăрăхра йĕркеленĕ олимпиадăсенче кăна мар, Атăл тăрăхĕнчи, çĕр-шыв шайĕнчи тупăшусенче вăй виçеççĕ.

Акă мĕнлерех çын вăл - Валерий Сапожников: хăй те канлĕх мĕнне пĕлмест, ыттисене те хĕмлентерсех тăрать. Унăн шухăшĕпе - пурнăç уттинчен юлма юрамасть, кун-çулăн кашни саманчĕпе савăнма пĕлмелле.

Валентина СМИРНОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.