Пурнăçпа çыхăннă ăнлав

16 Çĕртме, 2014

Культура çулталăкĕ пирĕншĕн - этика шайне, илем туйăмне çĕклеме пулăшакан май çеç мар, пурнăç йĕркине пуянлатакан самант та.

Çĕртме уйăхĕнче Культура çулталăкне халалланă мероприяти чылай пулĕ. Вĕсем, тĕпрен илсен, Республика кунĕпе çыхăннисем. Кăçал çак уява Шупашкарсемсĕр пуçне Комсомольскисем те йышăнĕç. Каçал тăрăхĕнчисем хăнасене тивĕçлĕ шайра йышăнасшăн. Çапла пултăр тесе çине тăрса ĕçлеççĕ. Çуркуннене тухнăранпах район администрацийĕ, организацисемпе предприятисем салана уяв сăнĕ кĕртес тесе тăрăшаççĕ.

Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче районта темиçе объект хута кайĕ. Вĕсем: Киров поселокĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕ* тăлăх ачасемпе авариллĕ çуртсенчен куçакансем валли виçĕ хутлă çурт* выльăх-чĕрлĕх ферми* суту-илĕвĕн икĕ центрĕ.

Тĕплĕнрех - "Культура çулталăкĕ" кăларăмра.

Рубрика: