Пурнăçланнă ĕмĕт

Палăртнине йăлт пурнăçласан та çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе малалла хăюллăн талпăнакан ертÿçĕсем яваплăха туллин туяççĕ, коллективăн ыранхи кунĕ çинчен канăçа пĕлмесĕр шухăшлаççĕ. Пурнăçпа тан утнăран çĕнĕлĕхсемпе тĕплĕн паллашаççĕ, ĕçре анлă усă кураççĕ.

Малашлăха шанса пăхакана тулли пучахсем пиçме тытăннине самантлăха та куçран вĕçертмен хресченпе танлаштаратăп. Вĕсен тăрăшулăхĕ ыттисене çĕнĕ çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Сăмахăм Муркаш районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ Николай Семенович Яковлев çинчен.

Çак кунсенче 60 çул тултарчĕ. Вăл утса тухнă кун-çула Муркаш районĕн историйĕн пĕр сыпăкĕ тейĕттĕм. Вăл ял хуçалăхĕнчи паянхи çамрăк ăрушăн патриотизм тĕслĕхĕ пулни пирки иккĕленместĕп.

Ашшĕ ăс панă

— Ĕмĕр сакки сарлакине тăтăшах аса илтеретчĕ ача чухне анне. Çакăн пĕлтерĕшне ун чухне ăша хывсах кайман. Паян çамрăксене çав сăмахсене хам калатăп. Çын хăй хыççăн ырă йĕр хăварма тивĕç. Атте-анне вĕрентнĕ чăнлăха ĕмĕрĕпех чĕре çывăхне илсе пурăнтăм, — инçетри ачалăха таврăнса калаçрĕ ĕç ветеранĕ.

Пĕлĕшĕм калаçура ашшĕн сăмахне иккĕ-виççĕ те аса илчĕ. «Çынна такăнтарма нумай ăс кирлĕ мар, ÿкекене алă паракан сахал», — тетчĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, Курск пĕккинчи çапăçусенче пулнă танкист, çапăçура аманнă хыççăн фашистсен тыткăнне лексе концлагерь витĕр тухнă Семен Яковлевич. Амăшĕ — Мария Тимофеевна — ытларах уйра вăй хунăскер тăван çĕре чунпа юратса тăрăшакан çеç пурнăçран юлманнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе воспитани парсах тăратчĕ.

...Ашшĕ-амăшĕн сăмахне çилпе вĕçтермен Коля ачаллах ĕçпе туслашрĕ: çуллахи каникулта кĕреплепе утă тавăрчĕ-пуçтарчĕ, ÿсерехпе çитĕн­нисене ăна капана хывма пулăшрĕ, ĕне пăхрĕ, вырмана хутшăнчĕ. 1956 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче çуралнăскерĕн ачалăх çулĕсем тăван хуçалăха пулăшса иртрĕç, килти хушма хуçалăхри пĕр ĕç те ачасем хутшăнмасăр пулмарĕ.

Пурнăçра тĕрлĕрен кĕнчеле. Пĕррехинче хĕл каçнă икĕ сысна вилчĕ. Семен Яковлевич аслă ывăлĕпе — 11 çулти Кольăпа — лаша урапипе выльăх масарне кайрĕç. Ĕнерхи фронтовикăн куçĕ шывланни ывăлĕн чĕрине ĕмĕрлĕхе кĕрсе вырнаçрĕ. «Выльăх вилни çынна макăртать тĕк хуйхăрнине ирттермелле. Мĕнле? Шкул пĕтерсен выльăх тухтăрне вĕренмелле», — çуралчĕ ача пуçĕнче шухăш.

Аслисем вĕрентнине ăша хывса ÿснĕ Николайăн шкул пĕтернĕ тĕле выльăх тухтăрĕ пулас ĕмĕчĕ çирĕпленсе çитрĕ. Аттестат илсен тÿрех Патăрьелĕнчи ял хуçалăх училищине ветеринари фельдшерне вĕренме кĕме заявлени пачĕ. Пĕр çул сисĕнмесĕр иртрĕ. Специальноç алла илнĕ каччă тăван ене — Элĕк районĕнчи Мăн Вылă тăрăхне — таврăнчĕ. Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ — кÿршĕ ял хуçалăхĕн ĕне ферми. Заведующи çирĕп ыйтатчĕ. Унран тĕслĕх илсе йĕкĕт ветеринар кĕтесĕнче йĕрке турĕ. Тăрăшакан çамрăка Мăнвылăсем асăрхарĕç, хăйсен хуçалăхĕнче ĕç вырăнĕ пачĕç. Ветеринар, осеменатор, сĕт пахалăхĕн лаборанчĕ фермăна 4 сехет çурăра çитме пуçларĕ, коллективра ырă улшăну кĕртрĕ. Çакăн хыççăн сăвăма килекенсем ĕçе хатĕр­ленсе паха вăхăта сая ямастчĕç.

Чире çĕнтерчĕç

Çамрăк специалистăн хастарлăхĕ хуçалăх ертÿçисене те килĕшрĕ. Çавăнпа Николай выльăх тухтăрĕ пулма шут тытнине пĕлсен вĕсенчен чару пулмарĕ. Мал ĕмĕтлĕ каччă 1977 çулта Хусанти ветеринари институтне вĕренме кĕчĕ. Ăс илнĕ вăхăтра 23 çулти йĕкĕт пĕрле пĕлÿ пухакан çамрăк хĕрпе — Иринăпа — çемье çавăрчĕ. Пурнăç çулне пĕрле суйласа илнĕскерсем 5 çул вĕреннĕ хыççăн направленипе Муркаш тăрăхне килсе вырнаçаççĕ: Николай Семеновича Нискассинчи ветеринари участокне ертсе пыма шанаççĕ, Ирина Николаевна «Сеятель» хуçалăхра выльăх тухтăрĕнче ĕç биографине уçать. Пĕр йăвари кăвакарчăнсем пек килĕштерсе туслă пурăнакан мăшăр виçĕ ачине пурнăç çулĕ çине кăларса паян 6 мăнукĕпе йăпанать.

Çав çулсенче ялта выльăх йышлă тытнă çынсем çамрăк заведующие шанатчĕç, ун патне нумай ыйтупа пыратчĕç. Н.Яковлев пултарулăхĕ ÿссех пычĕ. Вăл вăхăтри ветеринари станцийĕн пуçлăхĕ М.Миронов ăста çамрăка хăйĕн заместителĕ пулма куçарчĕ. Пысăк опыт пухнă М.Павлова, Р.Леонтьева, Н.Воробьева тата ытти выльăх тухтăрĕ Н.Яковлевшăн чăн-чăн вĕрентекенсем пулса тăчĕç. Вĕсем çав çулсенче районта анлă сарăлнă туберкулезпа, çĕпĕр язвипе, юн чирĕпе /лейкозпа/ кĕрешсе пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç.

Вăй-хала шеллемесĕр ĕçлекене район шайĕнче те асăрхарĕç. Н.Яковлева 1990 çулта ял хуçалăх управленийĕн тĕп зоотехникĕ пулма шанчĕç. Унччен пуçăннă ĕçсене яваплăрах тишкерсе 5 çулта управленин тĕп выльăх тухтăрĕпе тата ветстанци пуçлăхĕпе М.Мироновпа юн чирне пĕтерессишĕн нумай вăй хучĕç, районта лейкоза пĕтерчĕç. Ырă ята тивĕçнинчен ытла ăна тытса пыма çăмăл маррине пытармарĕ Николай Семенович.

Туслă хутшăнусем

Пысăк ĕçе пĕччен тума май çуккине ваттисем те каланă. Юбиляр пурнăçра çакна яланах асра тытнă. Унăн сăмахĕ ытларах коллектив, çăмăл мар ĕçре хăйне пулăшакансем çинчен пулчĕ:

— Паян станцире квалификациллĕ коллектив ĕçлет. Ăна райадминистраци шута хуни, пулăшни ăнăçлă аталанма çул уçать. Район хаçачĕ яланах юнашар пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Туслă çыхăну ялта пурăнакансене, хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсене, ферма ĕçченĕсене, килте хушма хуçалăх тытакансене витĕм кÿрет. Кун пек чухне ăнлантару анлăраххăн пулса пырать.

Икĕ çула яхăн «Сеятель» хуçалăх тилхепине тытса пынă хыççăн шăпа Н.Яковлева районти выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станциех тавăрать. Вăл коллектива 1999 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçласа ертсе пырать.

— 17 çул — 17 кун мар. Çав тапхăрта мĕнле ырă улшăнусем пулса иртрĕç?

Николай Семенович пĕр вăхăт шухăша кайрĕ:

— Пурнăçра ырă юлташсемпе тĕл пулнăшăн, ĕçчен çынсенчен вĕренме май килнĕшĕн, вĕсем вăхăтра панă усăллă канашсем вырăнлă пулнăшăн, туслă коллективпа вăй хума тÿр килнĕшĕн, пĕрлехи ĕçре никам та айккинче тăрса юлманшăн Турра тав тăватăп. Çак ăнланулăх малашне те çумрах пуласса шанатăп.

Çиччĕ виçсе калаçма хăнăхнă ертÿçĕн кашни сăмахĕ ÿсĕмсем пĕр хăйĕнчен çеç килменнине палăртрĕ. Район администрацине ертсе пынă В.Рубцов, В.Вязов тата паян çак тилхепене тытса пыракан Р.Тимофеев выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци ĕçне пысăк тимлĕх уйăрни пирки каларĕ. Вĕсемпе пĕрлех коллектив вăхăт уттинчен юлмасăр аталанса пынине пĕлтерчĕ. Йывăр вăхăтра нумай районта ветеринари участокĕсем хупăнчĕç. Муркаш енре вара пуррисене сыхласа хăварнипе пĕрлех Хорнуй, Катькас, Москакасси, Йÿçкасси ял тăрăхĕсенче çĕнĕрен уçма тата кадрсемпе тивĕçтерме те май тупрĕç. Ветеринари участокĕсене юсаса хăтлăх, çут çанталăк газĕ, тирпей-илем кĕртессипе пысăк ĕçсем туса ирттерчĕç. Район администрацийĕ пулăшнипе дезинфекци машини туяннă.

Паян кашни ял тăрăхĕнчех ветучасток пулни — халăхшăн ырлăх. Ашпа сĕте санитари экспертизи витĕр кăлараççĕ. Юлашки çулсенче Çатракассинчи тата Турайĕнчи ветучастоксенчи ял çыннисен ĕнисене те искусствăлла майпа пĕтĕлентереççĕ. Пуринче те специалистсем Интернет уçлăхне кĕреççĕ. Муркаш райповĕнче тата «Моргаушская» чăх-чĕп фабрикинче ветсанэкспертиза подразделенийĕсене йĕркеленĕ.

— Пирĕн тĕллев выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи йĕркелĕхе тытса пырасси, халăх сывлăхĕшĕн вăхăтра тăрăшасси, — терĕ РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ Николай Семенович. Ветстанци 2013 çулта «Раççейри ертсе пыракан АПК тата ял хуçалăх организацийĕсем» наци реестрне кĕни — коллективăн пысăк ÿсĕмĕ.

«Пĕччен сурать — типсех пырать, халăх сурать — кÿлĕ пулать», — тенĕ шурсухалсем. Çак чăнлăх ветстанци пирки те.

Анатолий БЕЛОВ,

Муркаш районĕн «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн пай редакторĕ

 

Анатолий БЕЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.