«Пурнăçа лайăхлатма тăрăшнине ырламалла»

16 Ака, 2020

РФ Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусен шутĕнче çынсен социаллă прависене хÿтĕлессипе çыхăнни нумай. Çав шутрах — çемьене, ачасене, амăшлăха, ашшĕлĕхне хÿтĕлесси пирки калаканнисем те. «Ачасем Раççей патшалăх политикин пĕлтерĕшлĕ приоритечĕ пулса тăраççĕ. Патшалăх ачасене ăс-тăн, кăмăл-сипет, интеллект, ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ енлĕн аталанма, вĕсене патриотизм, гражданлăх тата аслисене хисеплес туйăмсене вăйлатас тесе воспитани пама условисем йĕркелет», — тенĕ Тĕп саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусенче.

Ирина БУЛЫГИНА, Чăваш Республикин тĕп наркологĕ, Общество палатин председателĕн заместителĕ:

Çĕршыв Конституцине кĕртме сĕнекен улшăнусем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ. Вĕсен хушшинче ачасен ăс-тăн, кăмăл-сипет аталанăвĕ пирки калани те пур. Пирĕн ачасем кальянпа, наркотикпе, эрех-сăрапа туслашнипе çыхăннă йывăрлăхсене пĕтерме тăрăшмалла. Çĕнĕ Конституцири питĕ пĕлтерĕшлĕ самант — тăлăха юлнă ачасене патшалăх хăй хÿттине туллин илесси çинчен калани. Çынсем хăйсен сывлăхне упраччăр тата çирĕплетчĕр тесе Раççейре нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Ветерансен, пенсионерсен пурнăçне лайăхлатма тăрăшнине ырламалла: Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ май çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Конституцие кĕртме сĕнекен улшăнусене эпир мĕнле хакланинчен, вĕсемшĕн сасăланинчен хамăр малашне мĕнле саккунсене тĕпе хурса пурăнасси килет.

www.hypar.ru

Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ. Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА калаçнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.