Пурнăçа ăнтарма пĕлсен

2 Юпа, 2015

Патăрьел районĕнчи Анат Туçа тăрăхĕнче пурăнакансем пурнăçа ăнтарма пĕлеççĕ. Ĕçчен халăх килти хушма хуçалăхра мĕн кăна ÿстермест. "Ара, эпир те пахчари çĕре пушă вырттармастпăр", - тетĕр-и? Çапли çапла та, анчах Анат Туçа çыннисем кишĕре, хĕрлĕ кăшмана 15-20-шер сотăйран, севок сухана çур гектартан сахал мар акаççĕ. Ытти пахчаçимĕç пирки асăнмастăп та. Харпăрлăхри çĕр лаптăкĕ çитменрен ял тăрăхĕнне арендăлаççĕ. Курттăммăн укçа тума ÿркенмеççĕ. Тепри акса ÿстернине чее усламçăсене йÿнĕ хакпах тыттарса ярать, Анат Туçари Плешковсем вара паянхи пурнăçпа тан утаççĕ. "Чĕртавара пуçтарса çÿрекенсем хака ытла йÿнетсен туянакана интернет урлă шыратпăр", - терĕ Плешковсен кинĕ Валентина.

Икĕ ăру - ватăсемпе çамрăксем - пĕр килте килĕштерсе пурăнаççĕ. Аслисем йывăр ĕçре пиçĕхсе ÿсни паллă. Валентинăпа Владимир Плешковсем хальхи çамрăксем пек хулана вĕçтерес темен, ялта çемьепе çĕр ĕçлесе, выльăх усраса аталанма тĕв тунă. Унашкаллисем сахал, мĕншĕн тесен ял ватăлать. Тĕслĕхрен, шкула пĕрремĕш класа каякан ача кăçал кунтан пач пулман.

Халăх шучĕпе хакласан Анат Туçана пĕчĕк тесе калаймăн. Ялта 300 ытла кил хуçалăхĕ, анчах пĕртен-пĕр кĕтÿри ĕне выльăх йышĕ 30 яхăн пуçпа кăна танлашать. Плешковсен кинĕ çак районти Упирен пулнăран танлаштарма пултарать. Тăван ялĕнче 250 кил хуçалăхĕ, пĕтĕмĕшле ĕне шучĕ те çавнашкалах.

Хĕр кунта качча килнĕренпе 6 çул çитет. Социаллă ĕçчен пулма хулара аслă вĕренÿ заведенийĕнче пилĕк çул ăс пухнă. Пурăнма яла юласси çинчен пит шухăшламан. "Халĕ каллĕ-маллĕ выляс çук ĕнтĕ. Вăхăтăн-вăхăтăн ÿкĕнни те, тарăхни те пулнă-тăр", - тет çамрăк та шухă, ĕçчен хĕрарăм. 2 çул ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшнă. Анчах пĕчĕк укçа малалла çул уçма паман. Ĕçре кун кунланипе уйри сухан та, кишĕр те, ытти пахчаçимĕç те çумланаймасть. Килти хушма хуçалăха аталантарма çамрăксене пурнăç хăй хистенĕ. Çулла яра кун пахчара, хĕлле çамрăк арăм вăхăтлăха Мускава кайса ĕçлесе килет.

Упăшки, Владимир, çĕр ĕçĕн специалисчĕ пулни те пурнăçа ялпа çыхăнтарма хистенĕ пулĕ. Шупашкарти ялхуçалăх академине çамрăка вырăнти ялхуçалăх предприятийĕ вĕренме янă. Хуçалăхра агрономра 2 çул вăй хурсан çемьешĕн ĕçленине нимĕн те çитменнине ăнланса илнĕ.

Арăмĕ упăшкипе килĕшнĕ кăна мар, хальччен çитĕнтернĕ пахчаçимĕçпе пĕрле çĕр çырли ?виктори% ÿстерме сĕннĕ. 5 сотăй ?лаптăка тата пысăклатасшăн% çинче ир пулакан сорт июнь пуçламăшĕнче витрепе татмалăхах пиçсе çитет. Ăна инçете ăсатмаççĕ, ытларах пайĕ ялтах сутăнать.

Ытти пахчаçимĕçе туянма Пенза, Хусан, Дон çинчи Ростов хулисенчен автомашинăсем çитеççĕ. Туянакана Плешковсем интернет урлă тупаççĕ те хăйсен тавар калăпăшне виçеллĕ машина саккас параççĕ. 3-4 тоннăллисем пахчаçимĕçе киле пырсах илеççĕ.

Выльăх йышлă усранăран ?сăвакан 5 ĕне, вăкăрсем, хур-кăвакал тата ытти те% тĕрлĕ йышши кăшман ÿстереççĕ. Тĕслĕхрен, сахăр кăшманĕ пăрушăн усăллă теççĕ.

Плешковсем экологи тĕлĕшĕнчен таса пахчаçимĕç çитĕнтерме тăрăшни савăнтарать. Владимир агроном пулнăран сухан, кишĕр, хĕрлĕ кăшман йăранĕсем çинче гербицидпа ытла усă курмасть. Çумкурăка алăпа çумлаççĕ. Малтанхи тапхăрта уйри çĕр лаптăкне ытла иртĕхсе кайнă йытпырширен тасатнă чухне кăна хими препарачĕпе пĕрĕхтернĕ.

Плешковсен çемйи питĕ ĕçчен. Ĕне сумалла чухне арçын хĕрарăма кĕтмест, ятарлă икĕ аппарат пуртан тытать те сăвать. Пахчаçимĕç лартма, кăларма, утă çулма мĕнпур техника пур. Çамрăк кил хуçи агроном пулнисĕр пуçне платник ĕçне те пултарать, тимĕре шăратса çыпăçтарма та маçтăр. Кăçал çапла майпа хапха тунă. Çитес çул валли эрешлесе илемлетесшĕн. Ку ĕçе Владимир хĕллехи кунсенче пурнăçлать.

"Хĕлле çывăрса та ывăнатпăр мар-и? Ларас килмест. Çуллахи ĕçшĕн тунсăхласа çитетпĕр", - харăссăнах хуравларĕç çамрăк кинпе унăн хунямăшĕ Зоя Витальевна.

Анат Туçари "Каменная" урамра пурăнакансем туслă. Пахчари ĕçсене пĕрле пурнăçлаççĕ. Пĕринне пĕтерсен черетпе теприне пулăшаççĕ. "Ĕçлеме ÿркенмесен, пурнăçа пĕлсе пурăнсан ялта та лайăх", - тесе ытахальтен каламасть ĕмĕрне ялхуçалăхĕнче ирттернĕ /сысна фермине ертсе пынă/ Зоя Витальевна Плешкова.

Ирина НИКИТИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.