Пурнăç вĕçне çитсен…

Пациента сыватма çукки уншăн нимĕн те тумалла маррине пĕлтермест. Пурнăç вĕçне çитнĕ çыннăн ыратăвне ирттермелли, вĕсен кун-çулне кăштах та пулин тăсмалли майсем пур-ха. Йывăр чирлĕ пациентсене хулари тĕп больницăн паллиативлă медицина пулăшăвĕ паракан уйрăма илсе килеççĕ. 40 койкăллăскер 2013 çулхи раштав уйăхĕнче уçăлнă. Уйрăм заведующийĕ Зинаида Захарова сывалма çук чирлисене мĕнле пулăшни пирки каласа кăтартрĕ.

Талăкĕпех пăхмалла

— Зинаида Афанасьевна, сирĕн пата мĕнле пациентсем лекеççĕ?
— Пациентсене больницăсенчи тĕрлĕ уйрăмран куçараççĕ. Кунта вĕсем çулталăкра 3-4 хутчен 30-шар кун выртаяççĕ. Пациента килте пăхма май çук тăк урăх уйрăма куçаратпăр е тÿлевлĕ майпа хăваратпăр. Кунта нихăçан сывалайман пациентсем выртаççĕ. Пирĕн тĕллев — вĕсен ыратăвĕпе кĕрешесси. Ытларах пирĕн патра инсульт хыççăн йывăрланнисем, ăс-тăн енчен хавшанисем /дименци/, усал шыçăпа чирлисем, пуç мимине амантнă хыççăнхисем, комăра выртакансем... Нумаях пулмасть нейрохирурги уйрăмĕнчен пĕр çынна илсе килчĕç. Пуçĕпе çапăнса аманнăскере операци тунă. Комăра выртакана тăванĕсем килте пăхаймаççĕ.
Апла сирĕн уйрăма кирек кам та лекме пултарĕ? Хăçан мĕн кĕтессе пĕлме çук…
— Çапла теме те пулать-тĕр. Çапах та сывлăха çамрăкран упрама вĕренмелле. Шел те, ун чухне хаклама пĕлместпĕр çав, çулсем иртсен кăна шухăшлатпăр. Çамрăк чухне хăйсен сывлăхне пăхман пациентсене тăтăшах куратăп. Ĕçекен те тем чухлĕ! Темиçе çул урамра пурăнакан бомжсем... Пĕр хĕрарăм темиçе хут та пирĕн патра выртса тухрĕ. Килсĕр- çуртсăрскер докуменчĕсене çухатнă. Хĕрарăм тĕрлĕ арçын патĕнче пурăнкаланă. Хăйĕн кĕтес çук. Ун пек шăпаллисем те сахал мар лекеççĕ.
Сире волонтерсем пулăшма килеççĕ-и?
— Килес кăмăллисем пурччĕ. Анчах, хăвăрах пĕлетĕр, больницăра ĕçлемешкĕн санитари кĕнеки кирлĕ. Эпир ăна хамăр уйрăмрах хатĕрлеме пулăшма хатĕрччĕ. Анчах килекен тупăнмарĕ. Пирĕн штат çителĕклĕ, çапах волонтерсем валли те ĕç çук теместĕп. Сăмахран, лайăх çанталăкра чирлисене урама уçăлтарма илсе тухмалла, кÿме тĕксе утмалла. Пĕррехинче çамрăк çын пулăшма хапăл пулчĕ. Унăн пурнăçĕнче темĕнле йывăрлăх сиксе тухнă хыççăн ырă ĕç тăвас килнĕ. Анчах вăл пĕр кунран ытла чăтаймарĕ. Çумран уйрăлмасăр пăхмалли пациентсем те пур. Вĕсене сăнасах тăмалла. Кислород парса сывлаттармалла, зондпа апат-лантармалла, сурчăк-сĕлекене ĕмтермелле, шăк катетерне асăрхамалла... Нумайăшне кашăкран çитермелле. Кунне 5 хутчен апатлантаратпăр, белоклă çимĕç хушса паратпăр. Кашни палатăрах хăй тĕллĕн тăрса «тула» каяйманнисем валли ятарлă пукансем пур. Чирлисене 10 кунра пĕр хутчен ванна кĕртетпĕр. Медперсонал талăкĕпех ĕçлет, вĕсен çĕрле те çывăрма юрамасть. Пирĕн патра чунсăр çын вăй хураймĕ. Ырă кăмăл, йĕрĕнменни, шеллени — çак пахалăхсем пулмасан чирлĕ çынпа ĕçлеймĕн.
Пурнăçа илемлетме
Хосписпа паллиативлă уйрăм хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур?
— Хосписра пациентсем çулталăкĕпех пурăнаяççĕ. Унта килти пекех. Тăванĕсем чирлĕ çын патне кирек хăш вăхăтра та пыраяççĕ, талăкĕпех пăхаяççĕ, пĕçерсе çиеççĕ. Çурта бюджет укçипе кăна мар, коммерциллĕ мар организацисен пулăшăвĕпе тытса тăраççĕ. Волонтерсем те тăтăш килсе тăраççĕ. Пирĕн уйрăм уçăличчен ку вырăнта хоспис пулнă. Халăхра халĕ те çак ят тăрса юлнă. Больницăра урăхларах йĕрке. Кунта пациентсен тăванĕсен талăкĕ-талăкĕпе лармалла мар. Килсе кайма, килти çимĕç илсе килме юрать паллах. Вĕсем пĕрле пулни чирлĕ çыншăн питĕ кирлĕ. Кил ăшши, çемье туйăмĕсене çывăх çынсем кăна парнелеççĕ.
Ыратнине ирттерекен эмел çителĕклĕ-и?
— Ĕлĕкрех ыратнине укол туса тамалантарнă пулсан халĕ ку енĕпе медицина чылай мала кайрĕ, инвазивлă препаратсемпе усă куратпăр. Укол туни — хăй те ыраттарать- çке. Таблеткăсем паратпăр е пластырь çыпăçтаратпăр. Сăмахран, пластырь çыпăçтарсан çын 72 сехет ыратнине туймасть, хăйне канлĕ тытать. Питĕ йывăр чирлисене уйрăм палатăна хуратпăр. Выртакансен ÿчĕ шăтса юхасран сапмалли, сĕрмелли спрей, крем, лосьон таврашĕ пур. Краватьсем çинче — çурăма массаж тăвакан матрас. Ку та ÿте шăтасран пулăшать. Сурансене çыхмалли хальхи йышши материалпа тивĕçтернĕ. Медицина сестрисен ĕçне те çăмăллатать ку. Памперс, пĕр хутчен усă курмалли пеленка çителĕклĕ. Уйрăм уçăлсанах лифт çукчĕ пирĕн. Кансĕрччĕ, чирлисене йăтса хăпарма тиветчĕ. Малалла вулас...

 

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.