Пурнăç урокĕсем
Профессие тĕрĕс суйланă çынна ăмсанмалла çеç: килĕшекен тата ху пултаракан ĕç чун киленĕçĕ вырăнĕнчех-çке. Педагог çул-йĕрĕ çине ăнсăртран кĕрсе кайнă пулсан вăл хăй кăна мар, ăна пула чылай вĕренекен те нуша тÿсме пултарать.
Вăрмар районĕнчи Пинер тĕп шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентекен Галина Владимировна Чернова хăйĕн пурнăç каçалăкне тĕрĕсех суйласа илнине унпа паллашсанах ăнлантăм: кунашкал йăл çиçекен куçлă вĕрентекен "типĕ" уроксем ирттерме пултараймасть!
Кукăльпе те, концертпа "сăйланă"
15 çул ытла коллективра директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕн лавне туртнă вăл. Пĕлтĕр вара хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме, ачасемпе пусăрăнса ĕçлеме вăхăт сахаллишĕнех Галина Владимировна çак яваплăхран хăтарма ыйтса çырнă. Акă, çак кунсенче пуçламăш классен учителĕ черетлĕ ушкăна вĕрентсе кăларчĕ. 11 ачашăн пĕлÿ тĕнчин никĕсĕсене кăна мар, пурнăçри хаклăхсене те ăша хывтараканĕ пулчĕ вăл. Хăй "ыттисем пек мар" пулнăран вĕренекенсене те пурте курма, хаклама пултарайманнине асăрхамашкăн вĕрентни харама каймĕ, ахăртнех. Пуриншĕн те паллă: çамрăкла вĕренни - чул çинче.
- Хальхи самана уйрăмлăхĕсенчен пĕри - çынна паян мĕнпе те пулин тĕлĕнтерме, кăсăклантарма йывăрри. Пурнăç пире вăр-вар та çаврăнăçуллă пулма хистет. Çакăнта вара, ман шухăшăмпа, аван енĕпе пĕрлех çитменлĕх те пур: аслисем çитĕнекен ăрăва тем пек кирлĕ тимлĕхе "парса" çитереймеççĕ. Ĕлĕкрех ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрлех темĕн тĕрлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Çавна май çамрăксен ăс-хакăлĕ те ĕçрех пуянланса пынă. Халĕ апла мар. Çакнашкал улшăнăва чĕре çывăхне илетĕп пулас - урокра та, унăн тулашĕнче те пурнăçра кирли, тавракурăма пуянлатаканни çинчен ытларах калама тăрăшатăп ачасене. Час-часах экскурсие тухса çÿретпĕр. Аякра мар, хамăр таврарах кăсăкли, пĕлмелли нумай. Сăмахран, Хĕр çырми текен вар пур Пинер çывăхĕнче /сăнÿкерчĕксенчен пĕринче ачасемпе эпир шăпах çав вырăнта/. Мĕншĕн çавăн пек ят панине чылайăшĕ пĕлмеççĕ те. Ÿсен-тăрансемпе те паллашатпăр çутçанталăка уçăлма тухсан. Е тата ĕлĕк кил-тĕрĕшре усă курнă япаласене кăтартса вĕсем мĕн валли кирлĕ пулнине каласа кăтартатăп та - класĕпех çăвар карса итлеççĕ, - профессие чунпа парăнни учителĕн çак сăмахĕсенченех аван курăнать.
- Çитĕнекен ăрăва кунашкал япаласемпе кăсăклантарма пултаратăр-тăк аваллăх управĕн кĕтесне йĕркелеме шухăш çуралман-и? - Манăн ыйту Галина Владимировнăшăн пит кĕтменниех пулмарĕ-тĕр - вăл кăмăллăн йăл кулса илчĕ кăна.
- Шăпах çакнашкал тĕллев лартрăмăр та шкул ертÿлĕхĕпе. Хал çитерсе çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче таврапĕлÿ музейне хута ярасшăн. Хамăр тăрăхри халăх пурнăçĕпе, историйĕпе çыхăннă япаласене пухма пуçларăмăр та ĕнтĕ.
- Районта чи çĕнĕ шкул - Пинерте. Эппин, унăн кивĕ çурчĕ те - иртнĕ пурнăç, истори палăкĕ... Куратăп, сирĕн ĕç пÿлĕмĕнче çĕнĕ шкула, ăна мĕнле никĕслесе хăпартнине халалланă ятарлă альбом пур. Тен, вăл та малашне музей пÿлĕмĕнче вырăн тупĕ?
- Ахăртнех, çаплах пулĕ. Эпир, вĕрентекенсем, пирĕн ялта çĕнĕ шкул тăваççĕ тесен, ĕненменччĕ. Анчах сăмахпа калани ĕçе куçма пуçласан, çĕнĕ вырăнта капмар çурт валли тракторсем çĕр якатма пуçласан кашни кунах унта çитсе курма тăрăшаттăм - эпĕ шкулăн хальхи çуртĕнчен аякра мар пурăнатăп та. Хампа пĕрле яланах фотоаппарат илеттĕм. Çапла пулас шкула хăтланă тапхăрти кашни çĕнĕ утăма сăнласа юлма тăрăшрăм. Строительсем мана хăйсен çынни пекех йышăнма тытăнчĕç.
- Илтнĕ тăрăх, эсир вĕсене хăвăр пĕçернĕ кукăль-пÿремечпе те пĕрре мар хăналанă.
- Çапла /йăл кулать/. Чăвашăн йăли вĕт: ниме халăхне тутлă çитерме тăрăшнă. Маншăн çав тери кĕтнĕ стройка пулнăран çапла ăшталанаттăм çав. Кунта хĕрÿ ĕç пынă кунсенче кăçал вĕрентсе кăларнă класпа темиçе хутчен те концерт лартрăмăр строительсене хавхалантарас тĕллевпе. Çапла çывăхлансах кайрăмăр вĕсемпе - халĕ те район центрĕнче тĕл пулсан таçтанах сывлăх сунаççĕ. Ырă туни ырăпах таврăнать тесе ахальтен каламан.
«Салтак кучченеçĕ те - ачасем валли»
Чăн-чăн педагог - яланах шыравра. Пĕлÿ парас ĕçре хытса ларнă меслетсемпе кăна усă курни вырăнлах мар тесе шухăшлать Галина Владимировна.
- Пытарма кирлĕ мар: унчченхи вăхăтрипе танлаштарсан вĕренекенсен вулав культури хавшарĕ. Хайлава ачасем кăсăкланса вулаччăр тесен вара литература геройне пурнăçри сăнарсемпе танлаштаратăн е урăх "вăрттăнлăх" тупатăн. Акă, кăçал тăваттăмĕшсене православи культурин тата общество çÿллĕ шайри этикин никĕсĕсене вĕрентме тиврĕ. Пĕр урока ятарласа Пăртас чиркĕвĕн пачăшкине Иван аттене чĕнтĕмĕр. Сăмах май, вăл хăй те педагог пĕлĕвне илнĕ. Ачасене чунпа пуян пулмалли, юлташа, çывăхри çынна пулăшмалли çинчен питĕ аван ăнлантарчĕ. - Галина Владимировна татах темĕн аса илчĕ те - куçĕсем каллех ялтăртатрĕç. Сăмахне малалла тăсрĕ: - Ывăлăм салтакран отпуска килчĕ. Кучченеçлĕх çарти типĕ апата /"сухой паек" тенине кам илтмен пуль!/ илсе килнĕ. Шухăш самантрах çуралчĕ - ара, кунпа класс сехетĕнче усă курма пулать вĕт! /Хальхи вăхăтра патриотла воспитани çинчен вĕрентÿ тытăмĕнче нумай калаçаççĕ-çке./ "Акă, вăл чăн-чăн салтак апачĕ", - тесе кашни ачана печени хурса парсан, курасчĕ сирĕн, еплерех хавхалану курăнчĕ çĕршывăн пулас хÿтĕлевçисен сăнĕсенче!
Чăн пурнăçри тĕслĕхсемпе пĕлÿ, воспитани панине нимĕн те çитмест - çапларах педагогăн шухăшĕ. Çавна май хăй илтни-курнине ачасене те пĕлтерме тăрăшать вăл.
- Пĕринче Интернетра вăрçă çулĕсем, Ленинград блокади çинчен вуласа пĕлнĕччĕ. Арçын пекарньăра ĕçленĕ. Хăй çăкăр пĕçернĕ пулсан та пĕр чĕллине те астивмен. Выçăпа аптăраса... вилнĕ мăнтарăн. Вăрçă темипе калаçу ирттернĕ чухне яланах хамăн куккана, аннен пиччĕшне Владимир Ильич Ильина, аса илетĕп. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилĕмпе темиçе хутчен те куçа-куçăн тăнă. Апрелĕн 30-мĕшĕнче Берлинта хытах аманать. Суранне çыхса ямашкăн нимĕç медсестрине ыйтнă. Лешĕ хирĕçлемен. Вăрçа тухса кайнă чухне кукка çапла каланă-мĕн: "Киле чĕрĕ-сывă таврăнтăм-тăк - манăн пÿрт тулли ача пулать". Хăйĕн сăмахне пурнăçланă вĕт - çемье çавăрса 11 /!/ ача çуратса çитĕнтернĕ Ильинсем, - Галина Владимировна каласа пани ачасен пуçĕнче, чунĕнче юласси иккĕлентермест.
- Эсир темиçе дипломлă пулни çинчен пĕлтĕм ĕçтешĕрсенчен - хыпар мана питĕ кăсăклантарса янăччĕ илтсенех.
- Малтанах Канашри педучилищĕрен, каярах - Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Педагогăн, пуçламăш классене вĕрентекенĕ пушшех те, тĕрлĕ енпе специалист пулмалла. Çакна шута илсе психолог пĕлĕвне алла илтĕм, управлени менеджерне вĕренсе тухни те пурнăçра ытлашши пулмĕ терĕм. Ахăртнех, эпĕ пурнăçра пĕрре хăнăхнă йĕркепе кăна çырлахса ларма юратманнипе çыхăннă ку - тĕрлĕ ăсталăха алла илес тени, - ăшшăн йăл кулать Пинерти пултаруллă вĕрентекен.
Комментари хушас