Пурнăç тунă, ташă каçне çÿремен

К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артистне Сергей Павлова час-часах тĕп рольсенче курма пулать. Унăн дебючĕ 2011 çулта, театра ĕçлеме вырнаçсанах, Л.Сачковăн «Пĕртен-пĕрскерĕм» пьесинче Женя ролĕнче пулнăччĕ. Карьерăшăн хăйĕн хĕрне туй кунĕнче пăрахакан каччă сăнарĕ чылайлăха асра юлнăччĕ. Унтанпа вун-вун сăнар калăпларĕ вăл. Н.Терентьевăн пьесипе лартнă «Манăн çăлтăр тÿпере» драмăра та ача кĕтекен савнине пăрахса хулана çăмăл пурнăç шыраса кайнă Илья çинчен нумай шухăшласа çÿренĕччĕ. В.Николаевăн «Пихампар чунĕ манра» драмăри Саркаш та куç умĕнчех: премьера хыççăн юлнă туйăмсем халĕ те сĕвĕрĕлмен. И.Максимов-Кошкинскийĕн «Константин Иванов» драмăри Иван Яковлев — тĕп сăнарсенчен пĕри. Ÿсĕм уйрăмлăхĕ 30 çул пулин те артист ăна тĕлĕнмелле ĕнентерÿллĕ калăплать. Паян эпир унпа тата мăшăрĕпе Анастасийăпа ĕç пирки кăна мар, çемье ăшшин вăрттăнлăхĕ çинчен те калаçрăмăр.

Премьера умĕн кăмăл-туйăм улшăнать

— Эпĕ кашни премьерăра пулнă. Кашни роле асра юлмалла вылятăн эсĕ. Пĕр çулхине «Чи лайăх арçын ролĕ» номинацире çĕнтернĕччĕ.

— А. Писемскин «Синкерлĕ шăпа» спектаклĕнчи Ананий Яковлев сăнарĕшĕн тивĕçрĕм ку ята.

— Калаçнă чухне санăн сассу Иван Яковлевăн е Хĕл Мучин евĕр пĕртте хулăм мар-çке! Роле кĕнĕ чухне хăвăнта тата мĕнле улшăну туятăн?

— Спектакле пĕрремĕш хутчен кăларас умĕн кăмăл та улшăнать, ун пек чухне сахалтарах калаçатăп, туйăмлăх ÿсет. Çемьене çакна тÿсмешкĕн йывăр, анчах килтисем мана ăнланаççĕ, эпĕ яланах вĕсене шанма пултаратăп. Ытларах драмăсенче выляма тивнĕрен тарăн шухăшлă сăнарсем лекеççĕ. Н.Островскин «Хăв пурăнас килнĕ пек ан пурăн» спектакльти Петра шалтан уçса пама пĕртте çăмăл мар. Юлашкинчен вăл те эрехе, те тĕшмĕше пула ухмаха тухас патне çитет… Çакна йăлтах чун витĕр сăрхăнтарнăран премьера хыççăн чылай вăхăт чĕтреме чарăнаймарăм.

Чапшăн та, укçашăн та мар

— Юратнă мăшăр, сак тулли ача-пăча, кермен пек хăтлă çурт, ăнăçлă карьера… Санăн йăлтах пур. Ыйтма аван мар та, çапах хăюлăх çитерем: çакнашкал икĕ хутлă çурта, çук, виççĕ те пулас, артист укçипех хăпартрăр-и?

— Çынсемшĕн çавă кăна интереслĕ (кулать). Эпир ăна çур çулта çĕклерĕмĕр. Паллах, артист укçипе кун пек çурт тăваймăн. Театрти шалу çăмăл машинăна бензин тултарма та çитмест. Мăшăрăн та хăйĕн автомобиль, ачасене шкула, садике леçет, илсе килет. Театрта эпĕ укçашăн та, чапшăн та ĕçлеместĕп. Сцена мана чун киленĕçĕ парнелет. Артистсенчен нумайăшĕ икĕ çĕрте ĕçлет, мĕншĕн тесен шалупа кăна пурăнма йывăр. Эпĕ тамадара çÿреместĕп, хамăр ĕçтешсенчен йĕркеленĕ «Кайсас» эстрада ушăкăнĕнче хаваспах юрлатăп пулин те концертсенче укçа тăвас тĕллев çук. Ку та — чун киленĕçĕ. Строительство енĕпе бизнес пекки пур манăн. Малалла вулас...

Алина ИЗМАН.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.