Пурнăç тинĕсĕ тикĕс мар
Муркаш районĕнчи Хурăнкассинче пурăнакан Феодосия Сергеева 14 çултах Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медальне тивĕçнĕ. Элĕк тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ хĕрача хăрушă та хаяр вăрçă малашлăха хура чатăрпа хупланă вăхăтра тăхăр çулта çеç пулнă. "Пирĕн ачалăх пулман. Пĕр кассем пуçтарăнса вылянине астумастăп та. Мĕн калаçмалли, чăваш ачисем упаленме тытăнсанах ĕçе пикеннĕ", - тет Феня аппа. Вăрçă пуçлансан хăйĕнчен аслăрах тантăшĕсенчен ниçта та юлман пĕчĕкскер. Иртен пуçласа каçченех уй-хирте, йĕтем çинче ĕçленĕ. Ача кăна пулин те яваплăха туйнă. Улăм пĕрчинчен, çĕтĕкрен туса панă пуканийĕсем çинчен мансах аслисемпе тан вир çумланă, утă çулнă... Каçхине çывăрма выртсан нимĕн çинчен те мар, вăрçă хăвăртрах вĕçлентĕрччĕ тесе кăна шухăшланă пĕчĕк хĕрача.
Феодосия Давыдовнăпа Герман Сергеевич 58 çул пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Тăватă хĕрпе пĕр ывăл çуратса ÿстернĕ вĕсем. "Пурнăç тинĕсĕ тикĕс мар, темĕн те пулать, пĕр кĕтмен çĕртен вăрçăнмалли те сиксе тухать. Каçарнă, çийĕнчех манса кайнă, унсăрăн ĕмĕр ĕмĕрлейместĕн. Пĕтĕмĕшле илсен, япăх пурăнман, ял çинче нихăçан та намăс кăтартман. Эпир паянхи çамрăксем пек уйрăласси пирки шухăшламан. Тăрăшса ĕçлес, хитререх пурăнас, ывăл-хĕре тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес тĕллеве мала хунă. Ачасемпе мухтанма хушмаççĕ те, вĕсем пире алă çинче йăтса çÿременни кăна халь. Мăнуксем те савăнтараççĕ, хăнана килсе пÿрте тултараççĕ", - чунне уçать пилĕк ача амăшĕ Феня аппа.
- Феодосийăна 82 çулта тесе калаймăн. Курăр-ха ăна, ырми-канми колхозра тăрăшрĕ пулсан та халĕ те хĕр пекех çÿрет. Çакă çумри мăшăртан та нумай килет çав. Ĕмĕрех пĕр çăвартан пурăнчĕç. Пĕр-пĕрне сивĕ сăмах та каласа курман пуль, ял çыннисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче, - кÿршисем те калаçăва хутшăнмасăр чăтаймарĕç.
Хурăнкассинче кăçал утă уйăхĕнче пулма тивнĕччĕ. Ял хĕрринчи тăпăл-тăпăл çуртра пурăнаççĕ Феодосия Давыдовнăпа Герман Сергеевич. Пăрчăкан пек чупса çÿрекен Феня аппа пахчинче хĕп-хĕрлех ларакан хăмла çырлипе хăналарĕ. "Ниçта хума çук, ачисем варени-компотне çителĕклех хатĕрлесе хучĕç, ахалех тăкăнса пĕтет ĕнтĕ, сая каять", - çупкăм-çупкăм çырлине пире хистесех татма сĕнет ăшă та ырă кăмăллăскер. "Ырри ырăпах таврăнать. Çынна ялан лайăххине кăна сунмалла, вара пурнăç та ăнать", - тесе сывпуллашрĕ пирĕнпе ăш пиллĕ те тарават, хăнасене яланах хапăл Феодосия Давыдовна.
Комментари хушас