- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пурнăç темĕнле йывăр пулсан та юрăпа çăмăлрах пек туйăнать...»
Çуралсанах юрлама пуçланă пулĕ вăл. Халĕ те çынсем ăна курсан: «Пурнăçна юрласах ирттеретĕн-çке», – теççĕ. Чăнах та çапла.
Полина Мартимиановна Константинова юрăç-педагог сассине Чăваш радионе итлекенсем тата унăн концерчĕсене çÿ- рекенсем пин-пин сасăран та уйăрса илĕç. Чунтан шăрантаракан йĕркесене кашнин чĕри патне çитерет вăл. Канаш районĕнчи Кăшнаруйĕнче çуралса ÿснĕскер тăван тавралăх илемне туйса ăна çепĕç юррисемпе татах хитрелетме шут тытнă пулинех.
Шкула çÿреме пуçласан вĕрентекенсем хĕр ачан пултарулăхне тÿрех асăрханă. Çапла вăл хорта юрлама тытăннă, концертсене хутшăннă. Каярах Канаш педучилищинче вĕреннĕ вăхăтра та ăна талантне кура пĕр мероприятирен те хăварман.
– Пурнăç темĕнле йывăр пулсан та юрăпа çăмăлрах пек туйăнать. Вĕсем пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерме пулăшаççĕ, – тет Полина Мартимиановна. – Эпĕ Яковлев ячĕллĕ педуниверситетран музыка факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. 1-мĕш курс хыççăн драмтеатр-та конкурс пулчĕ, питĕ нумай çынран 16-шне суйласа илчĕç пире. Романенко преподаватель сĕннипе Саратова кайрăм. Анчах унта каярах çитрĕм çав, экзамена ĕлкĕреймерĕм. Сасă лайăххине кура тепĕр çул килме каларĕç. Тĕрлĕ сăлтава пула унта вĕренме каймарăм, хамăр педуниверситетрах музыка факультетĕн-че пĕлÿ илтĕм.
Полина Мартимиановна яланах ачасене çывăх пулма тăрăшать. Кĕçĕннисем те ăна юратаççĕ. Садикре воспитатель тивĕçне пурнăçланăскер «Шкул ачин пÿлĕмĕнче» те ĕçленĕ. Филармоние куçсан ăна шкул ачисемпе ĕçлемелли лекторине юрлама илнĕ. Полина Мартимиановна Константинова шкулсене ятарлă программăпа çÿреме пуçланă. Пултаруллă çынна яланах асăрхаççĕ вĕт-ха. Часах юрăçа «Çавал» ушкăна чĕнсе илнĕ.
– Икĕ çул ĕçленĕ хыççăн пăрахма тиврĕ – манăн ачасене ÿстермелле вĕт-ха. Унта пĕрмаях гастрольсене çÿремелле. Маншăн вара çемье пĕлтерĕшлĕрех. Ачасем яланах пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Çапла шухăшласа эпĕ Çĕнĕ Шупашкарта Ача-пăча керменĕнче ĕçлеме пуçларăм.
Пĕррехинче «Химик» Культура керменĕнче Н.Эриванов композитор «Сăрнай» ансамбль пуçласа ярассине пĕлтернĕ. Çавăнта вăл П.М. Константиновăна та чĕннĕ. Полина Мартимиановна ун па- тĕнче вокал ансамбльне ертсе пыма пуçланă.
Анчах тепĕр вăхăтран тăван енпе сыв пуллашса Красноярска тухса кайма тивнĕ. Ку хула Шупашкар пекех пĕчĕк. Унта ĕç тупма та йывăр. Çапах та чăваш юрăçине кунта та ăнăçу куç хĕснĕ. Хăна çурт-не вырнаçсан вăл юнашар питĕ чаплă кермен ялтăртатса ларнине асăрханă, унта кайса пăхма шут тытнă. Комисси П.М. Константиновăн сассине итлесе пăхма кăмăл тунă. Вăл «Казах вальсĕ», «Юрату ахрăмĕ», Людмила Сенчина репертуарĕнчи «Вак чулсем» юрăсене шăрантарсан кермен директорĕ ăна çав кунах концерта хутшăнма чĕннĕ.
– Эпир чăвашсем яланах килĕшме хăнăхнă вĕт. Каçхине концерта кайрăм. Юрларăм. Тепĕр кун кермен солистки пулса тăтăм. «Эсир ăçтан?» – тесе ыйтаççĕ манран. Шупашкар çинчен унччен пачах илтмен иккен вĕсем. Директорĕ те ман çинчен пĕлтернĕ чухне: «Ялтăран килнĕ», – тесе каланă, – çав вăхăта ăшă кулăпа аса илет юрăç.
Нумай та вăхăт иртмен, Полина Мартимиановнăна демонстрацие хутшăнма, диктор пулма ыйтнă. Чăвашсем мĕн тери маттур иккенне курса тĕлĕннĕ çавăн чухне Красноярск çыннисем. Чăваш юрăçне пула çав хулара Георгий Ефимовпа Григорий Хирбю юррисем янăрама тытăннă. Вырăссене ăнланмалла пултăр тесе Полина Мартимиановна юрăсен вĕçĕнчи икшер куплетне вырăсла куçарса шăрантарнă. Куракансене питĕ килĕшнĕ.
– Виçĕ çул пурăнтăмăр çавăнта, кайран Шупашкара таврăнтăмăр. Мана турри каялла чăваш çĕрĕ çине илсе килчĕ. Апла пулсан эпĕ кунта кирлĕ. Килтĕм те писательсем патĕнче пропаганда бюровĕн-че ĕçлеме пуçларăм. Унта солист-йĕркелÿçĕ пулса тăтăм. Çыравçă-кулăш ăсти, баянист тата эпĕ – виççĕн çÿреттĕмĕр çапла концерт лартса.
П.М.Константинова çырав-çăсемпе тачă çыхăну тытать. Çакăншăн вăл чăннипех те савăнать. Ку вара мĕнле пуçланнă-ха? Петĕр Ялгир сăвăç Литература музейĕнче çыравçăсен юбилей каçĕсене ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Кашни юбилее ирттерме юрăç-тусне чĕннĕ. Кайран Полина Мартимиановна «Тантăш», «Хыпар», «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсемпе те туслашнă, вĕсемпе пĕрле районсене тухса çÿреме пуçланă. Çапла вара ачасене валли хăйĕн ятарлă программине хатĕр-ленĕ. Кĕçĕннисем ăна яланах ăшшăн йышăнаççĕ, юррисене юратса итлеççĕ. Çакăн пек программа шкулсенче питĕ кирлине вĕрентекенсем те ăнланаççĕ.
Хисеплĕ юрăç-педагог, музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, А.Талвир ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ, Г.Хирбю ячĕллĕ конкурс-фестивалĕн дипломанчĕ Полина Мартимиановна Константинова çуралнăранпа çак кунсенче 65 çул çитрĕ. Эпир ăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!
Лариса ПЕТРОВА.
Комментари хушас