Пурнăç сыппи вăрăм

30 Пуш, 2017

"Ачалăхăм Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче иртрĕ манăн, — пуçларĕ калаçăвне Раиса Васильевна Васильева. — Калама çук йывăр тапхăр пулчĕ вăл халăхшăн. Супар шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ аттене 1942 çулта фронта илчĕç. Анне ĕмĕрне тăван колхозра ирттерчĕ. Йышлă ача амăшĕ пулнăран хăй çиес çăкăрне те пире паратчĕ. Çамрăклах ĕçе явăçтарса çитĕнтерчĕ тĕпренчĕкĕсене"

Çак сăмахсене унăн кăкăрĕ çинчи "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медаль те çирĕплетет.

Вăрçă ачисене ир-ирех пучах пуçтарма, кĕлте йăтма, çĕмел тума явăçтарнă. Ÿсерехпе вĕсен аллинчен çурла кайма пĕлмен.

"Çамрăк пилĕк еплерех ырататчĕ! Ана вĕçне тухасса чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Анне çав-çавах хавхалантаратчĕ, паян путенене пурпĕр тытатпăр тетчĕ", — асаилÿ авăрĕнче çÿрет кинемей.

Телее, ашшĕ, Василий Захарович, вăрçăран ырă-сывă таврăннă. Тинех сывлăш çавăрса янă килтисем. Анчах пурнăç çав-çавах йывăр пулнă. Раиса Васильевна Вăрнара лавпа тырă леçме кайнине, Пăвапа Кире вăрманĕсенче арçынсемпе тан йывăç йăвантарнине сехечĕ-сехечĕпе каласа пама хатĕр.

"Малалла вĕренме май килмерĕ пирĕн. Унсăр пуçне аякри хуласене ĕçлеме каяс тесен паспорт памасăр нушалантаратчĕç", — тет ĕç ветеранĕ.

1952 çулта вăл Тусай каччипе, хаяр вăрçă витĕр тухнă Михаил Васильевпа, пĕр çемьене пĕрлешнĕ. "Вăрçă пирки каласа пама юратмастчĕ мăшăрăм. Çав хаяр самантсене аса илсен унăн куçĕ шывланнине хам та сахал мар курнă, — малалла сÿтĕлет калаçу çăмхи. — Иккĕмĕш Украина фронтĕнче çапăçнă вăл. Упăшка каласа панă пĕр пулăма паян та манаймастăп: вирлĕ пĕр çапăçура чылай çынна çухатнă вĕсем. Хайхи нимĕçсем пирĕн салтаксен ÿчĕсене штыкпа тирсе çÿренĕ. Леш тĕнчене ăсаннă салтак виллине хăй çине хурса аран хăтăлса юлнă мăшăрăм".

Михаилпа Раиса Васильевсем 43 çул пĕр-пĕрне юратса, хисеплесе пурăннă. Кил хуçи кладовщикра тăрăшнă, хуçалăхри строительсен бригадине ертсе пынă. Алли кирек епле ĕç патне те пынă унăн. Вăл 1995 çулта çĕре кĕнĕ.

Раиса Васильевна ĕмĕрне хуçалăх хирĕнче, фермăра ĕçлесе ирттернĕ. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх тытнă.

Кинемей халĕ тăхăр теçеткене çывхарать пулин те куçлăхсăрах хаçат вулать. Сывлăх тĕлĕшпе те аптрамасть вăл. Хăлхи япăх илтни çеç канăçсăрлантарать ăна. Аллинчен вара ĕç каймасть: çăм арлать, алса-чăлха çыхать. Унпа мĕн пур тăванне тивĕçтерет.

"Паянхи пурнăçа тĕлĕкре те тĕлленмен эпир. Кил-çурта "сенкер çулăмпа" хутса ăшăтни мĕне тăрать! Халĕ вăрмана кĕрсен хăрăк туратсенчен такăнса ÿкме пулать. Ĕлĕк вара ăна вăрманçăран хăра-хăра вăрттăн çурăм хыçне çакса тухаттăмăр", — малалла тăсăлчĕ калаçу.

Аслă Васильевсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Шел, Сашăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Ваня Тусайра тĕпленнĕ. Раиса аппа паян Альбина хĕрĕн çемйипе Красноармейскинче пурăнать. Валерий кĕрÿшне питĕ кăмăллать вăл. "Ылтăн кĕрÿ, — тет мухтаса. — Ăна хам ывăлтан та ытларах кăмăллатăп". Чăн та, хĕрĕпе кĕрÿшне мухтамалăх пур. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ вĕсем. Çавăнпа та сĕтел çинчен аш-пăш татăлмасть çемьен.

Мăнукĕсем те, кĕçĕн мăнукĕсем те савăнтараççĕ ватта. Пурте хăйсем пекех тăрăшуллă, маттур, хастар. Улми йывăççинчен аякка ÿкменни куçкĕретех.

Татьяна БОРИСОВА.

Красноармейски районĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.