- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пурнăç начар текенсене пирĕн уйрăма илсе килсе кăтартмалла»
Паллиатив «вителĕк» тесе куçать. Пациента хÿтĕлекен витĕ тесе ăнланмалла ăна. Çавăн пек вителĕк çынна пурнăç вĕçне çитсен питĕ кирлĕ. Тин çуралнă пепкене амăшĕ юратса пăхнипе танлаштарма пулать ăна.
Юлашки çулсенче сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче паллиатив пулăшăвне вăйлă тимлеççĕ. Çĕрпÿ районĕн тĕп больницинчи паллиатив уйрăмĕн ертÿçи Наталия ГОРДЕЕВА хăйĕн ĕçĕпе паллаштарать.
— Наталия Михайловна, эсĕ Çĕрпĕве епле пырса лекрĕн? Паллиатив уйрăмне ертсе пымашкăн опыт пухман çамрăк тухтăра çăмăлах та мар-тăр. Сывалайми чирлисемпе ĕçлемелле, ытти специалистпа танлаштарсан, виле ытларах куратăн.
— «Земство тухтăрĕ» программăпа усă курас тĕллевпе хам çуралнă тăрăхалла çывăхрах ĕç шырарăм. Эпĕ Красноармейски районĕнчи Чатукассинче çуралса ÿснĕ. Çĕрпÿ районĕн больницинче паллиатив уйрăмĕн тухтăрĕн вырăнĕсĕр пуçне урăх ваканси çукчĕ. Турткалашса тăмарăм, килĕшрĕм. Ĕçе киличчен паллиатив пирки нумай вуларăм. Хама тĕрĕслес килчĕ: чăтаятăп-и е çук-и. Акă унтанпа 4 çул хыçа юлчĕ ĕнтĕ.
— Паллиатив пулăшăвĕ мĕн вăл? Ăнлантар-ха.
— Нихăçан та сывалайми чирлĕ çынна медицина енĕпе кăна мар, кăмăл-сипет, социаллă, психологи, юридици пулăшăвĕ пани. Ыратнине эмелпе е урăх мелпе ирттернипе пĕрлех ăшă сăмахпа хавхалантаратпăр эпир. Çыннăн пурнăçне лайăхлатма тăрăшатпăр. Юлашки кунĕсем ыратусăр иртчĕр тетпĕр. Паллиативлă пулăшу — чирлĕ çынсен тăванĕсемпе ĕçлени те. Вĕсене те çăмăл мар, лăплантармашкăн кирлĕ сăмах тупма пĕлмелле. Çынсем шухăшлаççĕ пулĕ: паллиатив уйрăмĕ — вилме выртнисен уйрăмĕ. Пĕр алăкран васкавлă медпулăшу машини халь-халь вилес пек çынна илсе килет, тепĕр енче виле пытарас енĕпе пулăшу паракансем кĕтсе тăраççĕ имĕш. Ку тĕрĕс мар. Сывалса тухакансем те пур. Нумайăшĕ ыратнине ирттермелли терапи илет. Тĕслĕхрен, усал шыçăпа чирлĕ çынсем çавăншăн выртаççĕ.
— Пĕрремĕш ĕç кунĕ мĕнле иртнине астăватăн-и?
— Ун чухне йывăр чирлĕ пациента хулари больницăран илсе килчĕç. Инсульт хыççăнччĕ вăл, хăй çиеймен, зонд урлă апатланнă. Ним çине те реакци çукчĕ. Чирĕ вăй илсех пычĕ. Каç пуласпа комăна кĕрсе ÿкрĕ. Ăна çăлас тесе реанимаци мероприятийĕсем ирттертĕмĕр. Çапах çур сехетрен вăл вилчĕ.
— Эсĕ çухалса каймарăн-и?
— Чăннине калатăп: çук.
— Вилĕм пирки эсĕ мĕн шухăшланине пĕлес килет. Хăратăн-и?
— Хăратăп. Тĕрлĕрен вилме пулать: хăвăрт тата нушаланса. Мана иккĕмĕшĕ хăратать. Пĕлетпĕр вĕт: çĕр çинче эпир пурте вăхăтлăх кăна. Çут çанталăк саккунĕ çапла. Пациентсем вилсен питĕ кулянаттăм, куççуль те тухатчĕ, чунра йывăрччĕ. Кайран хăнăхма тытăнтăм, чĕрене ыраттармастăп. Эпĕ хамăн уйрăмрисĕр пуçне йышăну уйрăмĕнче те дежурствăра тăраттăм. Унта та йывăр чирлисене реанимацире пайтах куртăм. Студент чухне морга час-часах çÿренĕ-ха. Эпĕ хăранипе чĕтреме ернине астумастăп. Тантăшсен хушшинче тăн çухатакансем пулман мар, теприсем – чиперех. Медицинăна каякан çыннăн ку енĕпе психика çирĕп пулмалла манăн шухăшпа.
— Апла эсĕ ачаранах тухтăр пулас тенĕ ĕнтĕ.
— Çук çав. Эпĕ химипе фармацевтика факультетне кĕресшĕнччĕ. Ун чухне И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра кафедра уçăлманччĕ-ха. Вара химипе технологи тата медицина факультечĕсене харăсах заявлени патăм, иккĕшне те кĕтĕм. Медицинăна суйларăм. Эпĕ терапевт профессине алла илтĕм. Çĕрпĕве ĕçлеме кайсан паллиатив пулăшăвĕ енĕпе квалификацие ÿстерме Мускава ячĕç. 1 уйăхлăх курсра çĕннине нумай пĕлтĕм. Вера Миллионщикова ячĕллĕ хосписа илсе кайса кăтартрĕç. Миллионщикова хосписа пуçарса яраканĕ шутланать. Халĕ унăн ĕçне хĕрĕ Нюта тытса пырать, амăшĕ ячĕпе «Вера» фонд та уçнă.
— Эпĕ санпа тĕл пуличчен шăпах Нютăран илнĕ интервьюпа паллашрăм. «Никамран ытла усă кÿрекенни тата чи пĕлтерĕшлĕ çын уйрăмра — медсестра», — тет вăл. Килĕшетĕн-и?
— Паллах, пациентсене пăхасси ытларах вĕсем çинче. Пирĕн уйрăмра икĕ медсестра, икĕ кĕçĕн медперсонал. Эпĕ чирлисене ятран, ашшĕ ячĕпе чĕнме ыйтатăп. «Мĕнле çывăртăр? Мĕнле кăмăлсем?» — тесе кăсăкланма калатăп. Лăпкă сасăпа калаçмалла.
— Сирĕн пата ытларах мĕнле амакпа аптăракансем лекеççĕ?
— Инсульт хыççăн зондпа апатланакансем, усал шыçăпа чирлисем. Çавăн пекех йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсем те пур. Чĕрен, ÿпкен йывăр чирĕсемпе, Альцгеймер чирĕллисем те пур.
— Никама та кирлĕ мар пулса юлнă чирлĕ ватăсем пур-и?
— Шел те, пур. Тĕрĕссипе, кирек кам та пирĕн пата лекме пултарать. Пурнăçа пĕлме çук. Çын никама та кирлĕ мар пулса юлсан эпир ăна, паллах, урама кăларса ямастпăр, ваттисен çуртне вырнаçтаратпăр. Чи нумаййи пирĕн патра 30 кун выртма пулать. Çакăн пек тĕслĕх пулса иртнĕччĕ: уйрăмра Приморье крайĕнчи çамрăк арçын выртрĕ. Вăл автостоп мелĕпе çÿресе Чăваша çитнĕ. Арçын шывсăр, апатсăр пурăнса халсăрланнă. Вăл чарăнура выртнине иртен-çÿрен асăрханă та васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Ăна пирĕн больницăна илсе килчĕç. Полици вăл кам пулнине палăртрĕ. Тухтăрсем çынна тăна кĕртрĕç. Кайран пирĕн уйрăма куçарчĕç. Районти социаллă служба тÿрех ĕçе пикенчĕ. Арçынна паспорт, инвалидноç туса пачĕç. Кăштах пухăннă укçапа пуйăса ларма билет туянчĕç, килне лартса ячĕç. Арçын тав тусах тухса кайрĕ. Тепĕр тĕслĕх те куç умĕнчех. Шăнтнипе икĕ урине те татнă çамрăк арçынна хирурги уйрăмĕнчен пирĕн пата куçарчĕç. Вăл тăлăх пулнă, тăванĕсем пур-и, çук-и — калаймастăп. Унăн ниçта каймалли вырăн çукчĕ. Соцслужба ĕçченĕсем ăна инвалидноç палăртма пулăшрĕç, Кÿкеçри ваттисен çуртне ятăмăр.
— Ĕçÿнте темĕн те куратăн. Чун тăвăнса çитсен мĕн кăмăла çĕклет? Хĕрхенекен пур-и сана?
— Ĕçре лайăх самантсем те пулаççĕ. Пациентсем хăйсене лайăх туйсан киле кайнăшăн савăнатăп. Апла тăк эпир тăрăшни усăллă пулнă. Тăтăш вилсен, паллах, кăмăл пусăрăнать. Ĕçри ĕçрех юлать, киле илсе килместĕп. Атте-анне, тăван кил хавхалантарать. Эпĕ патшалăх панă пулăшупа усă курса Шупашкарти «Çĕнĕ хулара» хваттер туянтăм. Ĕçе каймалла чухне ирхи 4 сехетре тăратăп, маршруткăпа çÿретĕп. Яла вĕçĕмех каятăп. Хальлĕхе çемье çавăрма ĕлкĕреймерĕм-ха.
— Питĕ çирĕп кăмăллă хĕр пек курăнатăн.
— 25 çулта эпĕ заведующи пулса тăтăм. Коллективра — аслă ăрури çынсем, аслă категориллĕ медсестрасем. Вĕсем çине сасă хăпартаймăн. Анчах тивĕçĕм çавнашкал: çитменлĕхсем пирки каламаллах. Çирĕп кăмăллă пулмасăр май çук.
— Пациентсем патне тăванĕсене режимпа килĕшÿллĕн кĕртеççĕ-и?
— Вĕсен талăк тăршшĕпех килме юрать. Тен, çывăх çынни юлашки сехечĕсене пурăнать. Ун пек чухне пĕрле пулма епле чарăн-ха? Тăванне пăхма, палатăра çĕр каçма юлма та ирĕк паратпăр.
— Ыратнине ирттерекен эмел, ытти хатĕр-хĕтĕр çителĕклĕ-и?
— Çапла, йăлтах тивĕçтереççĕ. Инъекциллĕ тата инъекциллĕ мар препаратсем пур. Таблетка, пластырь çителĕклĕ. Çав тери ыратнă чухне морфинпа укол тăватпăр.
— Больницăра эсир пулăшатăр. Килте ыратма тытăнсан мĕн тумалла?
— Эпир терапи мелĕпе ыратнине чаратпăр. Анчах вăл кирек хăш самантра та çĕнĕрен вăй илме пултарать. Мелсĕртерех хускалсан та, сăмахран. Кун пек чухне мĕн тумаллине пациента ăнлантаратпăр. Чĕлхе айне е наркотик препарачĕ хумалла, е спрейпа, пластырьпе усă курмалла, е морфинпа укол тумалла. Вĕсене алă айĕнчех тытмалла. Е васкавлă медпулăшу чĕнмелле. Малалла вулас...
Алина ИЗМАН.
Комментари хушас