- Чăвашла верси
- Русская версия
«Пурнăç малаллах... Диван çинче выртма вăхăт çук»
Унăн ÿкерчĕкĕсенче – вăрманлă Йĕпреç тăрăхĕн, Çĕнĕ Шупашкарти Иваново микрорайонĕ тĕлĕнчи анлă Атăлăн, аякри Çурçĕрти кăвак хуппи уçăлăвĕн, çуллахи çутă каçсен асамĕ... Пуринче те илем... илем... Шăпа тени таçта илсе çитерсессĕн те çут çанталăка юратаканскер пур çĕрте те унăн ĕлккенлĕхне савса "юрлать". Йĕпреç районĕнчи Пучинкере çуралса ÿссе тĕнче касса курнă, çак кунсенче 75 çул тултарнă шур сухал (сухалĕ чăнласах пур, ăна сăрă ăстин имиджĕ тесе 15 çул ÿстерет ĕнтĕ) – ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Георгий Алексеев хăйĕн çинчен: "Эпĕ – çут çанталăк юрăçи" – тесе çирĕплетсех калать. Юратнă пейзаж жанрĕ тавра сăмах пуçарсан вара Георгий Андреевич сехечĕ-сехечĕпе пуплеме хатĕр. Эпир шап-шурă текен юр тĕрлĕ тĕслĕ пулнине, асамат кĕперĕ те кашнинчех раснараххине çăмăллăнах ĕнентерет. Мана техĕмлĕ курăк чейĕпе сăйланă май ачалăхĕпе яшлăхĕн çулĕсенче утă çулнине аса илсе хавхаланса каласа кăтартать. Ирхи сывлăма, шăплăха, утă шăршине манаймасть иккен. Тунсăхлать. Тепĕр тунсăхĕ унăн – Çурçĕрти Семчан ("Хĕвеллĕ айлăм" тени пулать) поселокĕнчи пăланçăсемшĕн, унти чун-чĕрене тыткăнлакан илемшĕн...
Георгий Андреевич халĕ шĕкĕр Шупашкарăмăрта пурăнать. Унăн Эгер бульварĕнчи хваттерне ăсталăх лаççи те, картина галерейи те теме пулать. Ĕçĕсем стена çинче – шăкăрин. Унта вырнаçайманнисем çÿлĕк çинче купаланса тăраççĕ. Пÿлĕм варринчи мольберт çинче сăрă типсе те ĕлкĕреймен юлашки ĕçĕсенчен пĕри – "Çамрăк çемье". Ӳкерессе ăна унчченех ÿкернĕ-ха, анчах та инçетри Семчаншăн тунсăхланă самантсенче ÿнерçĕ Çурçĕр картинисене тепĕр хут пăхса-тĕсесе татах та пуянлатать. Унта Çурçĕрти эвенк халăхĕн "пĕчĕк патшалăхĕ" – кил-йышĕ сăнланнă. Тĕпренчĕкне ытама илнĕ çамрăк мăшăр тир кавирĕ çине вырнаçнă. "Мĕн тери телейлĕскерсем! Çав тери ырă кăмăллă, чун ăшшиллĕ çемье! Телейлĕ пултăр пĕчĕкки", – тет те Георгий Андреевич, эпир унпа ытти картина патне куçатпăр.
Колыма шывĕ хĕрринче ÿкернĕ автопортрет. Çурçĕр ачисене ÿкерме вĕрентнине, канмалли кун туссемпе вăрманта йĕлтĕрпе ярăнса çÿренине сăнлакан ĕçсем. Акă тата... Джек Лондон кÿлли, Охота тинĕсĕн хĕрри "ăна вырăнти халăх "Выртакан хĕрарăм" тет-мĕн", Магадан тăрăхĕнчи юхан шывсем – çут çанталăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче, пăлан пăхакансен ачисем... Ытти пейзаж: хĕвел хĕрелсе анни, чечеке ларнă сирень, шап-шурă çĕмĕрт, илĕртÿллĕ хĕвел çаврăнăшĕ...
– Шел, ĕçĕмсене шута илсе пыман. Пурĕ пин ытла картина та пулĕ,– манăн шухăшăмсене ăнланнăн йăл кулчĕ кил хуçи. Унăн пултарулăхĕ, ăсталăхĕ кирек кама та "илеме асăрхаманнине те!" тыткăнлатех. Сехет çурă хушшинче эпĕ унпа пĕрле Йĕпреçрен пуçласа инçет Çурçĕре "çитсе килтĕм". Унăн чĕрин юррине илтсе хавхалантăм. Вăт пирĕн, калемçăсен телейĕ-ытарĕ: эпир пуринчен те вăрăм ĕмĕрлĕрех, миçе çын шăпине хамăр чун витĕр кăларатпăр! Хамăр çырса кăтартакан сăнарсемпе пĕрле хĕпĕртетпĕр, вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăнатпăр, тунсăх самантра кичемленетпĕр ... Ытарлă каласан – темиçе пурнăçпа пурăнатпăр!
Георгий Андреевич хăйĕн пурнăçĕ çинчен сăмах питех пуçармасть. Калаçма та çăмăлах мар-тăр. Чунтан юратнă ывăлĕн ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлни ăна çав тери хуçса хăварнă. Мăшăрне юлашки çула ăсатнă хыççăн аманса юлнă чунĕ лăпланса та çитеймен пулнă-ха ун чухне. Çавăнпа чĕре чирĕ аптратсах тăрать ăна.
Хăй вăл 9 ачаллă çемьере ÿснĕ. Ачалăхĕ, паллах, çăмăлах килмен унăн, çапах та ăна ÿпкелешсе аса илмест.
– Пирĕн йăхра Константин кукка лайăх ÿкернĕ-мĕн. Анне те сĕре типтерлĕччĕ. Чÿрече каррисене епле илемлĕ тĕрлесе капăрлататчĕ! Чÿрече янаххисем çинче яланах чечек çитĕнтеретчĕ, – ăшшăн аса илет халĕ.
Мĕн пĕчĕкрен ÿкерме юратнă йĕкĕт шкул хыççăн Йĕпреçрен Шупашкара тухса каять, унти ÿнер училищинче ятарлă пĕлÿ илет. Вара тĕрлĕ çĕрте – заводра та, Çĕнĕ Шупашкарти шкулта, ÿнер училищинче – ĕçлет.
– Укçа-тенки çитсех каймастчĕ ĕнтĕ. Çемье хушăнсах пычĕ – икĕ ача. Çитмен пурнăç сăмах хускаттарать. Шăпах çавăн чухне юлташсем: "Айта Çурçĕре каятпăр, унта çителĕклех нухрат ĕçлесе илетпĕр",– терĕç. Мĕн тăвăн – килĕшрĕм. Çапла 1977 çулта юратнă тăван тăрăха хăварса Семчан поселокне персе çитрĕм. Тĕнче хĕрне темелле. Ылтăн кăларакансемпе пăлан ĕрчетсе пурăнакансен вырăнĕ вăл. Ылтăнлă, чăнах та, пулаймарăм. Ĕçе малтанах завода слесарь–маляра вырнаçрăм. Унтах пĕр кĕтесре выртса тăраттăм. Ӳкереттĕм те – искусствăна ăнланакансем тупăнчĕç. Вырăнти, облаçри куравсене хутшăнма пуçларăм. Унтан Ачасен искусство шкулĕнче çамрăк талантсене вĕрентме шанчĕç. Баракра пÿлĕм пачĕç. Вара çемье те унта куçса пычĕ,– хăйĕн пурнăçĕн çăмхине каялла çавăрттарчĕ Георгий Андреевич.
Паллах, хĕвеллĕ, ăш пиллĕ Чăваш Ен хыççăн хĕллехи вăхăтра 60 градус таран сивĕ тăракан тăрăха хăнăхма çăмăлах пулман ĕнтĕ ăна. Пурнăç йăли-йĕрки те урăхларах тата. Халăхĕ те ют.
– Чăнахах та малтанхи виçĕ çул йывăртарах пулчĕ. Кайран туртса кĕрсе кайрĕ Çурçĕр. Унти çут çанталăка, çынсене юратса пăрахрăм. Ах тур, ытла та çемçе кăмăллă, сăпайлă-çке вĕсем. Хăйсен ĕмĕрĕнче никама та кÿрентермеççĕ пулĕ. Сĕре тимлĕ тата. Ытлашши пуплемеççĕ те. Эпĕ ÿкереттĕм, мана никам та кансĕрлеместчĕ. Ирĕклĕччĕ. Хĕл те унта кашнинче раснарах килет. Хăш-пĕр сăрăçă çуркуннене ытларах кăмăллать. Куравсенче тÿрех палăрать çавă. Маншăн кашни тапхăр хаклă. Çавăнпа Çурçĕрти çут çанталăк пулăмĕсене тĕрлĕ вăхăтра сăнласа ÿкереттĕм. Асăмра юлнисене халĕ те пир çине куçарма хăтланатăп,– чунне уçать хăйĕн пурнăçĕн 15 çулне инçет тăрăха парнеленĕ ăста.
Унта ĕçленĕ тĕрлĕ халăх çынни килĕштерсе пурăннине вăл уйрăмах палăртать. Эпир унпа тĕл пулнă вăхăтра тăванла Украинăри самана шăпах питĕ хĕрÿленсе çитнĕ тапхăра пула та тапранчĕ-тĕр ку калаçу.
– Белоруссем, украинсем, тутарсем тата ыттисем те – эпир пурте баракра пурăннă. Нихăçан та хирĕçмен. Пирĕн, тĕрĕссипе, çăра уççи пулман. Пĕрле канаттăмăр, савăнаттăмăр, уявсене те яланах пĕрле ирттернĕ. Халĕ Украинăри, тĕнчери лару-тăрăва пăхатăп та – чунăм ыратать,– пăшăрханăвне пытармарĕ вăл.
Çурçĕрте чăваш сăрăçи чылай ачан чунне илеме курма, хăй аллипе ăсталама вĕрентсе хăварнă. Пултаруллă ачасене пысăк искусствăна çул уçса панă. Унăн вĕренекенĕсем тĕрлĕ курав-конкурса хутшăнса час-часах çĕнтерсе парнесене тивĕçнĕ.
– Парнисем ячĕшĕн çеç марччĕ унта. Хам та резина кимме те, пулăçă хатĕрĕсене те тивĕçсе курнă, – ăшшăн йăл кулса илет Георгий Андреевич. – Ачасемпе ĕçлеме лайăхчĕ. Тепĕр чух вара супăнь туянаттăм та пĕрле упа, морж касса кăлараттăмăр.
Çу тапхăрĕ унта кĕске иккен, çав вăхăтрах питĕ шăрăх – 40 градуса яхăнах – пулкалать. Каçсем ăшă та çутă пулнăран унта кăштах çĕр улми те лартса çитĕнтереççĕ. Пулса ĕлкĕрет. Ытларах купăста çитĕнтереççĕ-мĕн. Вырăнти халăх пăлан, кайăк-кĕшĕк какайне, çулла пухса хатĕрленĕ тĕрлĕ çырлана кăмăллать.
– Пăлан какайĕ питĕ тутлă, пăрунни пекрех, кăшт техĕмлĕрех те вăл, – каласа кăтартать Георгий Андреевич. Эвенк халăхĕ çинчен калаçнă чух вĕсем чăвашсене кăштах аса илтернине палăртать.
– Кăмăлĕпе, сăпайлăхĕпе – чăвашах ĕнтĕ. Çÿллĕ тесе калама çук вĕсене, сарлака питлĕрех, хĕсĕк куçлă, тĕксĕм ÿтлĕ, хура çÿçлĕ. Ялан пăлан утланса çÿренĕрен урисем кукăртарах. Эх, мĕнлешшĕ капăрланма юратаççĕ! Вĕтĕ шăрçаран тĕрлесе темĕн тĕрлĕ капăрчăк ăсталаççĕ. Лайăх халăх. Кăмăллăскер, – тет вăл.
– Çурçĕре çав териех юратса пăрахнă тăк мĕншĕн Шупашкара таврăнтăр? – Ку ыйтăва памаллахчĕ ĕнтĕ манăн ăна. Георгий Андреевичăн сăнĕ тĕксĕмленнĕн туйăнчĕ. Вăл пĕр вăхăт чĕнмерĕ.
– Çĕн йĕркелÿ тени вăл тăрăха та çитрĕ. Заводсем хупăнма пуçларĕç. Пур çĕрти пекех шалу пами пулчĕç. Ĕç вырăнĕ çуккипе çынсем куçса кайма тапратрĕç. Эпир те çула пуçтарăнтăмăр вара. Çурçĕрте пурăнма, паллах, лăпкăрахчĕ. Ирĕклĕрехчĕ. Унта çут çанталăкпа çывăхрахчĕ. – Вăл пĕр хушă шăпланса ларать, унтан хăвăртах чĕрĕлет. – Кунта та çут çанталăкрах пулма тăрăшатăп эпĕ, диван çинче йăваланса выртма вăхăт çук манăн.
Эпĕ унăн ĕçĕсене пăхса киленнĕ май акă мĕн асăрхарăм: картинăсене ытларах ирхине çырни палăрать. Шурăмпуç килни, хĕвел тухни, кайăксем каçса кайса юрлани, çĕнĕ кун пуçланни ...
– Ир тăмастпăр та – мĕн чухлĕ илеме курмасăр хăваратпăр. – Эпĕ шухăшланине туйса илнĕнех сăмах хушрĕ Георгий Андреевич. – Ирхи шăплăх кăна хăех мĕне тăрать! Çĕнĕ кун кăна мар, çĕнĕ пурнăç пуçланать ирпе. Çапла, хĕрĕм, пурнăç малаллах,– ăшшăн ырă сунса ăсатрĕ вăл мана.
Пăнчă лартиччен çакна каласа хăварам: Шупашкарта, Вырăс ÿнерлĕхĕн музейĕнче, Георгий Алексеевăн "Ырăлăх, чун тата чĕре живопиçĕ" куравĕ уçăлнă. Çак сăмахсем шăпах унăн пурнăçĕн тĕп тĕшши пулса тăраççĕ.
Роза Власова