Пурнăç лайăхланать, анчах ĕç вырăнĕсем çитмеççĕ
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Пичет çуртĕнче республикăри МИХ представителĕсемпе пресс-конференци ирттерчĕ, 2003 çулта йышăннă «Чăваш Республикинчи ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программа епле пурнăçланнипе паллаштарчĕ.
Вун пĕр çул хушшинче ялăн социаллă инфратытăмне аталантарнипе, инженери хăтлăхĕ кÿрессин шайне çĕкленипе пĕрле пурнăç пахалăхне палăрмаллах лайăхлатнă. Çак тĕллевпе 97,2 млрд тенкĕ укçапа усă курнă. Мĕн пур çăл куçран кĕнĕ нухратпа 4,62 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Çак тапхăрта патшалăх пулăшăвне пула ялта пурăнакан 19,8 пин çемье пурăнмалли кĕтес е хваттер ыйтăвне татса панă, çав шутра 6,2 çамрăк çемье тата çамрăк специалист.
Ялсене çут çанталăк газĕ кĕртес программăна 2005 çулхи çу уйăхĕнче пурнăçланă. 2003-2004 çулсенче газ сетьне 5666 çухрăма çити тăснă.
Республикăра ĕçмелли таса шыв ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ халĕ те чакмасть. 2005 çултанпа 75 ялта паха шывпа вырăнта тивĕçтерме 57 объект тунă. 124 ялта пурăнакан 82 пин ытла çын валли Кĕçĕн Çавал тата Хырла юхан шывĕсенче пысăк икĕ шыв управĕ хута янă. 2008 çулта Патăрьелпе Шăмăршă тата Комсомольски районĕсенче пурăнакан 62 пин çын валли пысăк объект тума тытăннă.
Чăваш Ен 2003-2013 çулсенче ялсенче шыв пăрăхĕсене вырнаçтарас енĕпе плана 182,3% тултарнă - Раççейри чи лайăх кăтарту ку. Анчах ыйту паянхи кун та татăлмасть-ха. 2013 çул вĕçленнĕ тĕле республикăра пурăнакансен 58,1 проценчĕ çеç таса шывпа усă курнă /Раççей Федерацийĕнче - 59,6%/.
2006-2011 çулсенче республикăра автотранспорт çÿрекен 863 çухрăм тăршшĕ çула çĕнĕрен тунă тата тĕпрен юсанă. 485 ял патне хытă сийлĕ çул пырать. 2003 çултанпа ку енĕпе 18,37 млрд тенкĕ тăкакланă.
Вун пĕр çул хушшинче 6 пин те 300 ача вырнаçмалăх ку чухнехи 27 шкул тунă, вăл шутра çиччĕшĕн валли федераци бюджетĕнчен субсиди уйăрнă. Хута янă 26 физкультура-спорт комплексĕнчен 21-шĕ яллă районсенче вырнаçнă. Спорт инфратытăмне çирĕплетме Патăрьелте, Йĕпреçре, Комсомольскинче стадионсем тунă.
2003 çултан тытăнса ЧР Ял хуçалăх министерстви программăна пурнăçлас тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 1,4 млрд тенкĕлĕх субсиди илнĕ. Унпа ял çыннисен пурнăç условийĕсене лайăхлатма, инженери тата социаллă инфратытăма çирĕплетме, ял тăрăхĕсенче пĕр вырăнта комплекслă майпа çуртсем тума усă курнă.
Унчченхи программа хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçланă май кăçалтан унăн ячĕ çĕнĕлле илтĕнет: «Чăваш Республикинчи ял территорийĕсен пĕр тикĕс аталанăвĕ», анчах тĕллевĕсем çавсемех юлнă. 2014 çулта ял тăрăхĕсенче çĕнĕ объектсем хута яма е тума тытăнмашкăн 1913,5 млн тенкĕ уйăрма палăртнă, çав шутра: федераци бюджетĕнчен - 414 млн, республика хыснинчен - 1499,5 млн тенкĕ.
Министр юлашкинчен журналистсен апат-çимĕç хакĕ ÿснипе, çанталăк епле пулассипе, мелиораципе, таса шывпа çыхăннă тата ытти ыйтăва та татăклăн хуравларĕ.
Комментари хушас