- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăç хевти – тавлашура, кĕрешÿре
Юрий Николаевич ИСАЕВ 1969 çулхи нарăсăн 13-мĕшĕнче Патăрьел тăрăхĕнчи Нăрваш-Шăхаль ялĕнче çуралнă.1995 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш чĕлхипе литературин факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Тепĕр пилĕк çултан университетрах юрист пĕлĕвне илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах 1993 çулта ăна университетри студентсен профсозĕн комитечĕн ертÿçине суйланă. Кунта вăл 2004 çулта Шупашкар хулин администрацийĕн ертÿçин çумми пулма чĕнсе иличченех ĕçленĕ. 2006 çулта Республика президенчĕн администрацине куçнă, унăн пуçлăхĕн çуммин тивĕçĕсене пурнăçланă. 2009 çулта ăна республика ертÿçин администрацийĕн ĕçĕсен Управленине ертсе пыма шаннă. 2010 çулта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорне суйланă.
Ю.Н.Исаев 60 ытла ăслăлăх ĕçĕн авторĕ, вăл шутра - пилĕк монографи, вĕрентÿ пособийĕ. 2002 çулта чăваш чĕлхи çинчен диссертаци çырса филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕн ятне тивĕçнĕ.
Эпĕ – чăваш ачи
Пурнăçа чăваш ĕçĕпе каярах юлса çыхăнтарма тиврĕ мана. Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн пĕр çулталăк пек эпĕ Шупашкарта лифтерта ĕçлерĕм. Унтан салтака илсе кайрĕç. Çартан икĕ çултан, 1990-мĕшĕнче, хĕлле таврăнтăм та çур çула пушăлла çухатасран Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме хатĕрлекенсен курсĕсене кайса кĕтĕм. Халĕ шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: çав курссенче лекци вуланă университет преподавателĕсем Валентин Александрович Абрамовпа Валерий Васильевич Андреев мана чăваш факультетне илĕртсе астарман пулсан мĕнле пулатчĕ-ши манăн пурнăç? Пĕр-пĕр инженера тухса кичем ĕçре тăрмашаттăм ĕнтĕ. Паянхи пек тулли те киленÿллĕ пурнăç пулмастчĕ, паллах. Халĕ эпĕ ĕçре хамшăн кашни кун мĕн те пулин интересли тупатăп, çĕнни уçатăп.
Тата мĕн туртрĕ мана чăваш уйрăмне? Конкуренци! Конкурс питĕ пысăкчĕ – пĕр вырăншăн 6-7 абитуриент хирĕнет. Нихăш факультетра ун пекки çукчĕ. Конкуренцие эпĕ питĕ килĕштеретĕп. Халĕ те. Мĕн чухлĕ тупăшатăн, тавлашатăн, çавăн чухлĕ вăйлăрах пулатăн. Манăн пурнăç хĕвти – тавлашура, кĕрешÿре.
Вăхăчĕ-самани те чăваш майлăччĕ ун чухне. Наци ыйтăвĕсем тапраннă вăхăт: камсем эпир, мĕнле истори пирĕн, тĕнчен хăш сăпки сиктерсе çитĕнтернĕ тăван халăха? Чăваш çинчен пĕлес, хамăр халăхшăн мĕн те пулин тăвас кăмăл пысăкчĕ. Ун чухне наци туйăмĕ питĕ хăватланса кайнăччĕ. Çакă вĕренÿ тытăмĕнче те палăрчĕ – университетра чăваш факультетне уйрăм туса хучĕç. Эпир, 120 студент, çавăн пĕрремĕшĕсем пулса тăтăмăр.
Чăваш пĕлĕвĕпе карьера тăваймастăн, престижĕ çук теççĕ. Эпĕ кунпа килĕшместĕп. Тĕслĕхсем илсе кăтартмастăп та – паллă ятсем темĕн чухлех. Пурнăçри е ĕçри ăнăçу çынран хăйĕнчен килет. Тыт та пул паллă çын – кам чарать! Анчах та паллă, ăнăçуллă çын пулас тесен питĕ нумай ĕçлемелле, тăрăшмалла. Пурнăçра нимĕн те ытахаллĕн йăтăнса анмасть. Эпĕ нихăçан та çавнашкал комплекслă пулман, вăл çук манăн. Хăвна мĕскĕнлетни – питĕ начар япала. Хамри комплекссене эпĕ ирхине тăратăп та чĕрнепе пуса-пуса кăларатăп. Çав илсе пырать ăнăçу патне. Мĕскĕнленме кирлĕ мар. Хăвна аталантармалла, вăйлатмалла. Вара пурнăç ăнăçĕ. Кирек хăш ĕçре те.
Кирек хăш ĕçе те тав ту
Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе курнă эпĕ. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ чухнех мана университетри студентсен профкомăн ертÿçине суйланăччĕ. Ĕçĕ ку çавнашкал – пĕрехмай ĕç тумалла, яланах халăх хушшинче çаврăнмалла. Хастар пулмалла. Палăрнă ĕнтĕ. Çав вăхăтрах тата юриста вĕреннĕччĕ. Диплом ĕçне суйлавсем ирттерес йĕрке çинчен çырнăччĕ те – мана тĕрлĕ суйлав комиссийĕсене чĕнме пуçларĕç. Кайран пĕр вăхăт хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумминче те, президент администрацийĕнче те ĕçлесе пăхрăм.
Тутарсен çапла калаççĕ: кирек мĕнле ĕçе чĕнсен те – килĕш. Мĕн сĕнеççĕ, çавна йышăнмалла. Эпĕ нихçан та сивлеместĕп. "Çав ĕçе тумалла, килĕшетĕн-и?" – теççĕ те, "Юрать", – тетĕп. Пĕр тесен, чĕнекенĕсем çав ĕçе эсĕ тума пултарнине шута хурса чĕнеççĕ вĕт, эппин пултарасса шанаççĕ – санăн мĕншĕн иккĕленсе тăмалла? Пултараймасан – сĕнмĕччĕç. Эпĕ çавăнпа нумай шутласа тăмастăп – килĕшетĕп.
Гуманитари ăслăлăхĕн ертÿçин тивĕçĕн хăйĕн уйрăмлăхĕ пур. Хутăш ĕç темелле-и ун пирки: наукăпа та ĕçлемелле, çав вăхăтрах администратор та. Çавăнпа интереслĕ те. Ку мана килĕшет.
Наука çыннисем – анлă пĕлÿллĕ, пысăк тавракурăмлă. Шухăшлавĕ та урăхларах, характерĕсем те. Вĕсене ытти хăш-пĕр çĕрти пек сĕтел шаккаса, пÿрнепе юнаса ертсе пыраймастăн. Хăвăн вăйлă пулмалла. Манăн çакăн пек принцип пур: эпĕ вăйлă, ăслă çынсемпе ĕçлеме юрататăп. Вĕсем манран мĕн чухлĕ вăйлăрах – эпĕ те çавăн чухлĕ вăйланса пыратăп. Асăрханă, хăш-пĕр ертÿçĕ хăйĕн çумми пулма айванраххине, вăйсăртараххине суйласа илет. Ун пек чухне ху çав шая анса ларатăн. Çавăнпа нихăçан та йывăрлăхсенчен, вăйлă çынсенчен пăрăнман. "Вăйлăраххи кайран хăвăн вырăнна йышăнма, "Пошол вон!" теме пултарать", – тесе калакалакани пулнă. Юлташсемех. Ку ĕнтĕ хамран килет. Вăйлăраххи çĕнтерчĕ тĕк – пăрахса каятăн ĕнтĕ. Хам айăплă. Эппин çĕнĕрен вăйланмалла.
Кирек хăш ĕçе те тав ту: вăл сана вăйлатать.
Пурнăç университечĕ
Ача чухне манăн чи юратман ĕç – кĕтÿ кĕтессиччĕ. Çав тери ир вăранма тивет-çке. Халь кĕтĕве 8 сехетсенче кăна хăвалаççĕ. Ун чухне 3 сехет çурăсенче эсĕ ура çинчеччĕ. Тул та çутăлса çитмен. Пĕрремĕш-иккĕмĕш классенче вĕреннĕ пулĕ ун чухне. Кĕтÿре тата пĕччен – кичем, тунсăх. Ытти ача-пăча урамра вылять. Выльăх та курать вĕт: кĕтÿçи ача кăна – итлемеççĕ. Сурăхĕсем, юрать, чуххăмрах, ĕни-вăкăрĕнчен вара хам шикленетĕп. Кĕтÿ черечĕ хамăрăн чух темех марччĕ-ха. Атте хăй тăлăх ÿснĕрен мана яланах çынсемпе хутшăнса пурăнма хăнăхтарнă. "Юркка, çавсене кайса пулăшмалла", – тетчĕ. Мана пĕрехмай кĕтÿ кĕттеретчĕç. Тăвансене, пĕлĕшсене пулăшма пĕр ялтан тепĕр яла çÿреттĕм. Çуллахи виçĕ уйăхран пĕри кĕтÿрех иртсе кайнă манăн. Асапчĕ, паллах. Анчах чăтнă. Ку ĕçшĕн çемьере хам яваплине ăнланнă.
Эпĕ кĕçĕн классене чупнă вăхăтсенчех аттене пĕр-икĕ вĕлле хупса пачĕç. Пирĕн енче çапла калаççĕ. Вĕсене Мишша тетен утарне кайса лартрăмăр. Вăл калать: "Николай, санăн кунта кам та пулин ямалла", – тет. Камах яччĕр ĕнтĕ. Паллах мана. Вăт вара Мишша тетене пулăшма вăрмана кунсерен çÿреме пуçларăм. 8 çухрăм шала кĕмелле. Каярахпа атте хăй вăрман хуçалăхĕн утарне ĕçе кĕрĕшрĕ. Вăрманта кăмăллă та – сывлăшĕ уçă, илемĕ куç тулли, техĕм шăршă, анчах ĕçĕ те – вĕçне тухайми. 120 вĕлле пăхмалла! Хурт çемйисем уйрăлса тухмаççĕ-и тесе сыхласа тăнипе пĕрлех утă çулатăн, вут-шанкă хатĕрлетĕн. Яла тухса халăха сутнă. Самант та пушă ларман. Мана мĕнле хăнăхтарнă? Нимĕнле ĕçрен те пăрăнмалла мар – килĕшет-и, килĕшмест-и. Кирек хăшне те тĕплĕн тумалла. Кирлĕ пек. Хуть мĕнле пулсан та – результат пĕлтерĕшлĕ. Ку халĕ те манăн пурнăç позицийĕ пек. Пĕтĕм пурнăçа шăнăрласа тăрать.
Çук, атте-аннене ачалăхри çав йывăрлăхсемшĕн пĕртте, нихçан та ÿпкелемен. Хам та нăйкăшман. Вĕсем пире ĕçе, яваплăха, эсĕ те çемьешĕн тăрăшма кирлине хăнăхтарнă. Çыннăн каярахри пурнăçĕ мĕнле тĕвĕленесси, характерĕ – пĕтĕмпех ачалăхран. Пĕр-пĕр ĕç тума хама хам хистеме атте-анне хăнăхтарман пулсан мемме çын кăна пулса ÿсеттĕм. Ачалăх вăл темле теттесемпе вылянипе, конфет-премĕк çинипе мар, чун-хавалĕ пиçĕхнипе, çирĕпленнипе, пурнăçа ăнкарса ăна хăвăн тума кирлине ăнланса ÿснипе пĕлтерĕшлĕ. Ачалăх вăл – пурнăç университечĕ. Çавăнпа атте-аннене, хамăн ачалăха, ялти пурнăçа тав тăватăп кăна.
Ялта ÿснĕ çыннăн опычĕ вăл. Малашнехи пурнăçра унпа мĕнле, вырăссем калашле, "эффективлă" усă куратпăр – ку çынран хăйĕнчен килет. Пĕри, калăпăр, çав опытпах çырлахать, тепри ăна никĕсе хурса урăх, тата та пысăкрах, курăмлăрах, пĕлтерĕшлĕрех ĕçсем тăвасшăн.
Парăм
Пирĕн çемьере çирĕп йăла пур: çуллахи, кĕркуннехи вăхăтра, кашни икĕ эрнере, тăван киле кайса тăратпăр эпир. Кирек мĕнле çанталăкра, хулара кирек мĕнле ĕç-и, уяв-и пултăр. Йĕркене пăсман. Никам та хирĕçлемест, кутăнлашмасть. Куна эпĕ хамăн атте-анне умĕнчи парăма пĕчĕккĕн татса пыни тетĕп. Ачасене те çавнах хăнăхтаратăп. Пирĕншĕн аттепе анне мĕнле тăрăшнă, ачасен те хăйсен парăмне татма вĕренсе ÿсмелле. Хăнăхса пыччăр. Эрне кун тухса каятпăр та вырсарни кун каçхине таврăнатпăр. Ялта ĕç нумай – пулăшмалла. Атте 71 çулта пырать, анне 64-ра. Çамрăк-ха вĕсем. Нумай пурăнччăр. Эпĕ пĕчĕк чухне аттен йăли-йĕрки мĕнле пулнă – пирĕн те çав çул-йĕрех тытса пымалла.
Эпир пурте пĕр еннелле пăхатпăр. Арăм та, ача-пăча та, хам та. Çемье пĕр çын, пĕр чун пек пулмалла. Тĕнче халĕ ăру никĕсне аркатса-ватса индивидуализма çие кăларса пырать. Куратпăр вĕт-ха: çемье принципĕсем çухалаççĕ. Пропаганда ку тĕлĕшпе питĕ вăйлă ĕçлет. Политикăна витĕм кÿре пуçларĕ. Европăра авă арçынпа арçын çемье çавăраççĕ, ытти тĕрлĕ юхăм сарăлсах пырать.
Арăмпа иксĕмĕр ачасене çемье пĕлтерĕшне ăша хывма хăнăхтарса çитĕнтересшĕн. Каласа, ăнлантарса, вĕрентсе мар, хамăра кура çапла ÿсчĕр. Манăн йăмăксен çемьи те çав тĕллевпе, принципсемпе пурăнать. Аттепе анне пире хăйсен пурнăçĕпе çавна кăтартса çитĕнтернĕ. Анне пирĕн çав пахалăхсене тĕвĕлесе пыраканни тесе шутлатăп, атте – шăнăрлаканни.
Наука мĕнле калать? Сообществăра пĕр-пĕр доминант кирлĕ. Ыттисем пурте – унăн идейисене пурнăçлакансем. Эпир çав идейăсене никамăн шалти "эго" тенине кÿрентермесĕр, пусахламасăр пăхăнса пурăнма тăрăшатпăр.
Пирĕн икĕ ача. Асли, Ирина, шăл тухтăрне вĕренет. Халăх медицинипе кăсăкланать. Авалхи чăвашсем, тутарсем мĕнле сипленнĕ, йывăр чир-чĕре еплерех çĕнтернĕ – акă уншăн тĕпчемелли, тем чухлех. Шупашкарти 5-мĕш гимназире 9-мĕш класра вĕренекен ывăлăн, Арăсланăн, хăйĕн иленĕвĕ – Шупашкар топонимики. Эпир вĕсене хистесе, ятарласа наукăна сĕтĕрместпĕр. Ахăртнех, килте калаçу-сăмах ытларах чух чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕ, сăмахлăхĕ çинчен пынăран вĕсен çакнашкал туртăм – куншăн савăнатпăр. Хавхалантарма тăрăшатпăр.
Халăх сăмахлăхĕ
Хальхи çамрăксен урăхларах пурнăç, паллах. Шухăшлавĕ те, менталитечĕ те урăх. Эпир атте-аннене итлесе ÿснĕ. Вĕсен сăмахĕ маншăн халĕ те çирĕп. Ачасем те кураççĕ вĕт пирĕн хутшăнусене. Эпир арăмпа иксĕмĕр аслисене итлемесен – вĕсем хамăра итлеме пăрахĕç.
Ку шухăша халăх сăмахлăхĕнче лайăх кăтартнă. Мĕнле тусан лайăх, мĕнле – начар. Чăвашăн çирĕп, вăйлă этнопедагогика. Ĕмĕрлĕх пуянлăх. Пирĕн институт хамăр халăх сăмахлăхне пуçтарса кĕнекесем кăларать. Юрăсем, кĕлĕсем, вĕрÿ-суру чĕлхи, халапсем, юптарусем, ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем тата ытти те пичетленнĕ вĕсенче. 12 том вулакан патне çитнĕ ĕнтĕ. Анчах ку хисеп хальлĕхе кăна-ха. Пурĕ 50 кĕнеке хатĕрлесшĕн. Этеме çын пулма, пурнăç тума, ачасене çитĕнтерме, çынпа çын хушшинчи хутшăнусене йĕркелеме, çут çанталăкпа этем çыхăнăвне – пирĕн пĕтĕм пурнăçа,тĕнчене йĕркелеме вĕрентекен ăс упранать халăх сăмахлăхĕнче. Вăл пирĕн пурнăç никĕсĕ пулмалла. Шел, курсах каймастпăр çакна, ăнлансах çитерейместпĕр. Хам та халь кăна, 45 çула çитсен, ăнланса пыратăп.
Çав никĕссĕр маргинала тухса каятпăр. Маргиналпа манкурт хушшинче пĕр утăм çеç çыхăнмасть. Çав культура кирлĕ пире, çав никĕс кирлĕ. Пуласлăх çинчен шутлатпăр пулсан – уйрăмах.
Йывăçем çынсем пекех
Пирĕн Нăрваш Шăхаль ялĕ вăрман варринче лармасан та эпĕ хама вăрман ачи пекех туятăп. Ачалăхăм вăрмантах иртнĕ темелле – çуллахи вăхăтра тăршшĕпех утарта тăрмашнă. Малтан вĕллесем тытакан Мишша тетепе, кайран – аттепе.Вăрман хуçалăхĕн утарĕнче. Пĕчĕк ачашăн кунта кашни кун хăйне валли мĕн те пулин çĕнни тупăнса пырать: ку мĕнле йывăç, мĕншĕн унăн çулçи урăхла тата ытти те. Ун чухне пĕлес тени манра паян кунчченех пурăнать. Наукăра ĕçленĕ май çынпа çут çанталăк тĕнчи хушшинчи хутшăну-çыхăнăва тарăнрах куратăн. Вĕсем çав тери тачă çыхăннă, пĕр кĕвĕре. Авалхи чăвашшăн ÿсен-тăран, кашни йывăç-курăк – чĕрĕ тăван чун. Ахальтен-им эпир юмана аттепе танлаштаратпăр, çăкана – аннепе. Ахальтен мар-çке хăш-пĕр йывăçа питĕ хаклатпăр, теприне кил-çурт çывăхне лартма юрамасть тетпĕр. Сăмахран: ваттисем хурăнран нихçан та туя тумаççĕ. Хурăн вуллипе выльăха çапмаççĕ – выльăх хĕсĕр пуласран, ĕрчемесрен асăрханаççĕ. Çав вăхăтрах пирĕн халăх юманпа пилеше питĕ хакласа хисеплет. Ĕлĕк пилеш туратне пĕчĕк ачана сиктерекен сăпка çине çакнă. Халĕ те Çимĕк кун ăна чÿрече, алăк çумне тирĕнтереççĕ, пÿрте, кĕлете, витене алă çитеймен, анчах курăнакан вырăна хураççĕ – усал-тĕсел ересрен сыхланма. "Пилешрен арçури хăрать", – тенĕ. Пилешпе сипленнĕ – сĕрĕм тивсен çинĕ. Пилеш чăваша çут çанталăкри пулас пăтăрмахсенчен асăрхаттарса вĕсене кĕтсе илме хатĕр тăмаллине систернĕ. "Пилеш нумай пулсан килес çул йывăр килет" тени шăпах çакă мар-и?
Халăх сăмахлăхĕнчи тепĕр тĕслĕх:
"Пусма вĕçне хурама лартрăм,
Тухмассерен хурлантарчĕ,
Куна пĕлнĕ пулсассăн
Тавну касса пăрахмаллаччĕ".
Кунта "хурама", "хурлантарчĕ" сăмахсене янăравлăхшăн çеç юнашар лартман, хурама чăваш ăнлавĕнче епле йывăç пулни курăнать. Н.И.Ашмарин словарĕнче ку йывăç çинчен акă мĕнле çырнă: "Хурамана шуйттан шăлĕ кĕнĕ теççĕ, хурама пушăт çăпатипе кĕлле кайма юрамасть". Вăйлă аслати вăхăтĕнче хурама кутне тăма хушман – ăна аçа тăтăшрах çапать тесе шутланă. Хурамана чăвашсем чÿк йывăçĕ тенĕ.
Кашни йывăçăнах пĕлтерĕшĕ пур. Авалхи чăваш ĕненĕвĕпе йывăçсем çынсем пекех: çуралаççĕ, çитĕнеççĕ, вăхăчĕ çитсен ватăлаççĕ, вилеççĕ; юратăва та, ыратăва та туяççĕ; вĕсен те ашшĕ-амăшĕ, аслашшĕ-асламăшĕ пур, вĕсен хушшинче те пĕччен е ушкăнпа ÿсме юратакансем, вăйлисемпе хавшаккисем, хăйсен патши те пур. Хамăрăн Чăваш Енре ÿсекен йывăç-тĕм халăх пурнăçĕпе, чăваш, вырăс, тĕрĕк халăхĕсен культурипе мĕнле çыхăнса тăнине тĕпчесе тинтерех "Фитонимический концептуарий как словарь нового типа" кĕнеке пичетлесе кăлартăм. "Концепт" сăмах латин чĕлхинчен "шухăш, ăнлав" тесе куçать. Авалхи çынсен ĕненĕвĕпе – тĕнче моделĕ йывăçпа çыхăннă. Вăл пирĕн халăх сăмахлăхĕнче те палăрать. Алексей Трофимов тĕпчевçĕ чăвашăн тĕрринче, хĕрарăмсен эрешĕсенче (масмакра, сурпанра, амара, сулăра) йывăç паллисем пытанса упраннине уçса панă. Вĕрене, йĕлме, каврăç, катăркас, пилеш, çăка, тирек, юман, хурăн, хурама, хыр-чăрăш, çирĕк, уртăш, шăлан, палан, шĕшкĕ, ытти нумай-нумай йывăç-тĕм пирĕн асаттесемпе мăн асаттесен шухăшлавĕнче, ăс-хакĕлĕнче, пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине, пĕлтерĕшлĕ пулнине, йăх-кăкăмăр çут çанталăк тĕнчипе пĕр-пĕрне тăванла çывăх курса пурăннине кăтартса парасшăн, пирĕн те çав çыхăну-хутшăнусене упраса пĕр килĕшÿллĕхре пурăнма кирли çинчен каласшăн пултăм ку кĕнекере.
Пичете Анастасия СЕНЬКОВА хатĕрленĕ