Пуриншĕн те усăллă

Сĕт ачасене кăна усăллă, çитĕннĕ çыннăн организмĕ ăна ирĕлтереймест теççĕ. Тĕрĕсех-ши?

Ачашăн та, çитĕннĕ çыншăн та сĕт пит аван. Сĕтри сахăра лактаза уйăрать. Ку фермент ачасен те, çитĕннисен те çителĕклех тухать. Хăшĕ-пĕрин çеç çак ĕç пăсăлма пултарнă. Çапах та çакă вĕсене кĕвелĕк, йогурт, сыр тата ытти сĕт çимĕçне çиме чăрмантармасть.

Ват çынсен лактаза фермент çителĕксĕр чухне сĕт çинĕ хыççăн хырăм ыратма пултарать. Çакна асра тытмалла: сĕт - уйрăм апат. Ăна литрĕпе ĕçме кирлĕ мар. Çавăн пекех ытти апатпа та усă курмалла мар.

Сĕтре кали нумай, кирлĕ мар япаласемпе ытлашши шĕвеке кăларма пулăшать вăл. Çавăнпа ăна остеопорозпа тата ÿт тăртаннипе аптракансене ĕçме сĕнеççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.