Пуриншĕн те — «хамăр ял»

21 Юпа, 2019

Вăрманта тĕрлĕ йывăç ÿсет те — тĕчере вара мĕн тĕрлĕ кăна çын пурăнмасть! Хăшĕ-пĕри пур-çук йывăрлăха нăйкăшмасăр çĕнтереймест тĕк теприсем ураран ÿкермелли инкек-пăтăрмах çине-çине сиксе тухсан та пурнăçра савăнăç, хавхалану тупма пĕлеççĕ. Ку кăна-и, ыттисен кăмăлне çĕклеме те пултараççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть шăп çавнашкал тĕлĕнмелле хĕрарăмпа, тапса тăракан хавас туйăмлăскерпе, паллашма тÿр килчĕ.

Нина Кудрявцева Муркаш районĕнчи Турхан ялĕнче пурăнать. «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатăн уйрăлми тусĕ 20 çул ытла ĕнтĕ хаçатăн пĕр кăларăмне сиктерми вулать. Хăйне интереслентернĕ статьясемпе кÿрши-пĕлĕшне те паллаштарать. Çакна тÿрех палăртас килет: вырăнти диалект пуян чĕлхипе калаçаканскере итлеме çав тери кăмăллă. Шÿт-юмах калама, юрă-такмак шăрантарма маçтăр пулнăранах Нина аппана ахальтен мар республикăри кулăш ăстисем, юрăçсем паллама та пуçланă ĕнтĕ. Хăйсен тăрăхне концертпа пырсан вĕсене ырă сăмахпа та, тутлă кучченеçпе те «хăналаса» ярать-çке уçă кăмăллă çын.
— Тĕрĕссипе, чун хавалĕ пуррипе культура çуртне питĕ çÿрес килет. Унта çитме икĕ çырма урлă каçмалла пулмасан пултарулăх çыннинех çаврăнăттăм-и тен? Ватлăхра та кăмăл çамрăках вĕт. «Ах, турă, тур-тур...» тенипе инçе кайăн-и? — чăнласа пуçлакан сăмаха та шÿт сĕмĕ кĕртет Нина Ивановна.
Хăйне тыткалани тăрăх шăпа ăна телей çумăрĕ айĕнче мар, вут çинче ташлаттарнине ĕненме те йывăр. Турхан хĕрне Шетмĕпуç каччипе Николай Кудрявцевпа пĕрлешме ашшĕн тăванĕсем ÿкĕте кĕртнĕ. Вăл кăра чунлă пулнине тĕшмĕртнĕ-ха, анчах пурнăç тилхепине çирĕп тытакан кил хуçи пуласса шаннă пĕр тăвансăрах çитĕннĕ хĕр. Çемье ăшши ача-пăчара пулнине ăнланса çамрăк арăм алла пепке тытма ĕмĕтленнĕ. Шел, кунашкал телее курма тÿрех пÿрмен. «Ача çуртĕнчен пепке илсе килес», — шухăш тĕвĕленнĕ хĕрарăм пуçĕнче. Ĕмĕт-тĕллевне тухтăра та пĕлтернĕ. Лешĕ ăна: «Йывăр ĕçрен асăрхансан ача çурататăнах эсĕ», — тесе лăплантарнă. Часах Кудрявцевсем «пĕрремĕш кайăка» кĕтсе илнĕ. Ывăл хыççăн çемьере тата икĕ хĕр çутă кун курнă.
— Ял хĕрарăмĕ йывăр тĕрлĕ ĕç айккинче юлаймасть. Мăшăр та /лăпкă вырăнта вырттăр, пирĕн хушăра çук ĕнтĕ вăл/ ачашласах кайман. Сывлăх епле ан хавшатăр? Чылай çул каялла куç суккăр-ланма пуçларĕ. Иккĕшĕ те курми пулчĕ. Операци турĕç. Ун хыççăн вăйран каймалли ĕçсенчен кăшт сыхланкаласа пурăнтăм. Хуçалăх тытса тăракан çемьере пур пĕр унта-кунта çыпăçмасăр пултараймăн. «Çăпансем» татах тупăнса пычĕç. Операци сĕтелĕ çине миçе хутчен выртма тивмерĕ-ши? 70 çула çитĕп тесе шухăшламан та. Те çÿлти хăватсем мана пурнăçа çав тери юратнипе хĕрхеннĕрен, те тухтăрсем питĕ тимлĕ пулнăран /мана çав тери ăнать вĕсемпе!/ паян та чиперех çĕр пичĕ тăрăх утса çÿретĕп ав, — йăл кулать çулланнă хĕрарăм.
Сывах-и, чир аптăратнă-и — Нина Кудрявцева ал ĕç тытмасăр пурăнман. Çулталăкне мĕн чухлĕ алсиш-чăлха, капăр тапăчки çыхмасть-ши? Сумкине те хăйĕн эрешĕпе капăрлатнă. Юбкăпа жилетран тăракан 10 костюм тĕрлесе çыхнă. Вĕсене ватлăхра ытлах тăхăнса çÿременрен пĕр-пĕр музее парнелеме хатĕр уçă кăмăллăскер. Темиçе çул каялла алă ăсти Республика кунĕнче йĕркеленĕ курава та хутшăннă, Чăваш Ен Пуçлăхĕнчен Михаил Игнатьевран парне илме тивĕçнĕ.
— Тапăчки-алсиш парнелĕх чылай янтăлатăп. Чăваш концерчĕсене çÿреме юрататăп. Артистсене чечек çыххипе пĕрле хамăн ал ĕç япалине тыттарсан чунра ырă пулса каять. Ăна вара шÿт тумасăр паратăп-и? Эх, алă çупаççĕ вара залрисем, — пурнăçра вак-тĕвекре те хавхалану тупнине пытармасть Нина Ивановна. Малалла...

www.hypar.ru

Ирина ИВАНОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.