Пурин пенсийĕ те ÿсет

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1 процент ÿсеççĕ, федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан тÿлевсем тата соцпакет хакĕ – 5 процент, ĕç пенсийĕсен страхлав пайĕ нарăс уйăхĕнчи ÿсĕмрен 1,7 процент пысăкланать. Çапла пĕлтерет Раççей Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.

Чăваш Республикинче социаллă пенсин вăтам виçи 947 тенкĕ ÿссе 6522 тенке çитет, инвалид ачасен тата ачаранпах пĕрремĕш ушкăн инваличĕ шутланакансен – 1515 тенкĕ ÿссе 10376 тенке.

Аса илтеретпĕр: ĕç пенсийĕсене кăçал нарăсăн 1-мĕшĕнчен инфляцие кура 6,5 процент индексациленĕччĕ. Ака уйăхĕнчи коэффициента Пенси фончĕн пĕлтĕрхи тупăшĕ пĕр пенсионер пуçне мĕн чухлĕ тухнине кура палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа ватлăхпа паракан пенси вăтамран 785 тенкĕ ÿснĕ. Ĕç пенсийĕ – кăçалхи нарăс уйăхĕнчипе танлаштарсан – 175 тенкĕ хăпарса 10380 тенке çитнĕ, ку пенсионерсене пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен (4963) 2,1 хут нумайрах.

Çапла майпа ака уйăхĕнчен мĕн пур пенсионерăн укçи ÿсет. Кашнин пенсийĕ тĕрлĕрен пулнипе хушăмĕ те кашнин расна пулĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсен, икĕ пенси илекенскерсен, вăтамран 1,8 пин тенкĕ хушăнса 26,8 пине çитĕ.

Чăваш Республикинче 353 пин пенсионер пурăнать, вăл шутра 325 пинĕшĕ ватлăхпа паракан, инвалида тухнипе тата тăрантаракана çухатнипе паракан ĕç пенсийĕ илет, 28 пинĕшĕ – социаллă пенси.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансен соцпакетăн тулли хакĕ 881,63 тенкĕпе танлашать, вăл шутра эмел пайĕ – 679,5, санаторипе курорт пайĕ – 105,5, транспорт пайĕ – 97,53 тенкĕпе.

Федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансене уйăхсерен паракан укçана (ЕДВ) Чăваш Енре 109 пин çын илет. Ытларахăшĕ – инвалид (86 пин), унсăр пуçне кунта Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем, çар ветеранĕсем, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсем, радиаци инкекне сирме хутшăннă çынсем тата ытти категорири çынсем кĕреççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.