Пурăнмалли çурта çĕнетесси - пысăк та пархатарлă ĕç
23 Ноября, 2016 | Хыпар | ЖКХ | Тĕплĕ юсав

«Республикăн капиталлă юсав фончĕ» коммерциллĕ мар организацие туса хунăранпа 3 çул çитрĕ. Çав хушăра нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем юсавпа çыхăннă ыйтусемпе шăпах унта каймаллине ăнланса çитрĕç ĕнтĕ. Фонд ĕç-хĕлĕ, çитĕнĕвĕсемпе йывăрлăхĕсем çинчен Олимпиада Епифанова генеральнăй директорпа калаçатпăр.

— Олимпиада Ивановна, организацие мĕнле никĕсленĕ?

— Регионсенче капиталлă юсав фончĕсем тăвасси федерацин 2012 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчи 271-мĕш саккунĕпе килĕшÿллĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексне «Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсасси» пай кĕртнĕ хыççăн пуçланса кайрĕ. Республикăра ку фонда 2013 çулхи юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Вăл хваттер хуçисене тÿлев хучĕсем ярса парать, пуçтарăннă укçана шута илсе пырать, регионти оператор счечĕ çине вăхăтра тата палăртнă чухлĕ нухрат куçарса паманнисене пени тÿлеттерет. Унсăр пуçне эпир управляющи компанипе пĕрле нумай хутлă çурта тĕпрен çĕнетекен подряд организацийĕ ĕçе вăхăтра тунипе туманнине, пахалăхлă е пахалăхсăр пурнăçланине тĕрĕслесе тăратпăр.

— Тĕплĕ юсав вак-тĕвек юсавран мĕнпе уйрăлса тăнине çынсем тăтăшах ăнлантарса пама ыйтаççĕ.

— Пĕрлехи пурлăха кăштах юсани, калăпăр, стенана, маччана сăрлани, шпалер çыпăçтарни, шывпа газ пăрăхĕн пĕр пайне е тата подъзд алăкне улăштарни тата ыт. те вак-тĕвек юсав шутланать. Ăна валли ертсе пыракан компани укçа пуçтарать, ĕçне те хăех пурнăçлать. Пурте пĕрле усă куракан пурлăха тĕпрен юсассипе çыхăннă ĕçе, сăмахран, лифта, çурт тăррине, путвалти пăрăхсене çĕнетни капиталлă юсав шутне кĕрет.

— Нумай хутлă çурта юсама мĕншĕн хваттерте пурăнаканăн укçа хывмалла?

— Мĕншĕн тесен унта икĕ тĕрлĕ харпăрлăх пур: пĕри — харпăр хăйĕн пурлăхĕ /хваттер, офис/, тепри — пĕрлехи пурлăх /лифт, подъезд, çурт тăрри, путвал, инженери конструкцийĕ тата ыт. те /. Çын харпăрлăхĕнче хăйĕн хваттерĕ çеç мар, пĕрлехи пурлăх та. Çавăнпа Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн уншăн та тÿлеме тивет. Хваттер лаптăкĕшĕн — пысăкăшне кура. Вăл мĕн чухлĕ пысăкрах — çавăн чухлĕ ытларах. Тÿлев виçине ертсе пыракан компани бухгалтерийĕ шутласа çирĕплетет.

— Тĕплĕ юсав тумалли укçа-тенкĕ мĕнле тупăнать тата ăна камсем тăкаклаççĕ?

— Çурта тĕпрен юсамалли фондра укçа темиçе çăлкуçран пуçтарăнать: ытларах пайĕ — хваттер хуçисем тÿленинчен, ытти — муниципалитетпа республика бюджетĕнчен тата Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕре реформа тума пулăшакан патшалăх корпорацийĕн фондĕнчен. Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕ юсав фондне икĕ мелпе укçа пуçтарма ирĕк парать. Пĕрремĕшĕ: тĕплĕ юсав тумалли нухрат нумай хутлă уйрăм çуртăн Раççей банкĕнче /устав капиталĕ 20 млрд тенкĕрен кая пулмалла мар/ уçнă ятарлă счетĕнче пуçтарăнса пырать. Иккĕмĕшĕ — капиталлă юсав фондĕнче. Унпа регионти оператор е ертсе пыракан компани хуçаланать. Хăш банкра счет уçассине нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен пухăвĕ татса парать. Унтах капиталлă юсавшăн яваплă çынна суйлаççĕ. Вăл регионти операторпа çыхăну тытать, кирлĕ чухне хваттер хуçисемпе канашлать, тĕпрен юсанă çурта йышăнакан комисси ĕçне хутшăнать. Çынсен хушшинче яланах пире юсав ĕçне пурнăçлама пулăшакан хастарсем тупăнаççĕ. Вун-вун ят асăнма пулать. Тавах вĕсене çавăншăн.

Регионти оператора суйласа илсен укçа унăн счетĕнче пуçтарăнса пырать. Харпăрлăхçăн юсав ыйтăвĕсемпе аппаланмалла мар. Вĕсене оператор татса парать. Пуçтарнă нухрат тĕплĕ юсав валли çитмесен, çитмен пайне фондăн хăйĕн тупма тивет. Регионти операторăн пĕр çуртра пурăнакансем пухнă укçана çав муниципалитет тăрăхĕнчех вырнаçнă, черетре маларах тăраканнине çĕнетмешкĕн яма ирĕк пур, анчах та — кивçенле. Урăхла каласан — фонд çурт счетĕнчен илнĕ кĕмĕле каярахпа каялла тавăрса парать. Халăхра ăна: «Пулăшу касси», — теççĕ.

— Мĕншĕн çуртшăн ăна юсама пуçличченех тÿлеттереççĕ?

— Сăмахран, пĕр çурта капиталлă юсама темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. Ăна йĕркене кĕртме вăхăт çитсен хваттер хуçи ун чухлĕ укçа курттăммăн ăçтан тупса парайтăр? Йывăрлăхран тухмалли пĕр мел çеç: ăна пĕчĕккĕн, уйăхсерен пуçтарса пымалла. Вăл ăçта кайнине патшалăх, хваттер хуçисем тĕрĕслесе тăраççĕ. Паянхи кун: «Тÿлемелле е тÿлемелле мар?» — текен ыйту тăмасть. Халăх суйланă юсавшăн яваплă çынсем пур çĕрте те ыйтусене пĕр-пĕрне ăнланса, лăпкăн татса параççĕ. Çавăнпах-тăр унашкал çуртсенче парăмлисем çук е çукпа пĕрех.

— Капиталлă юсавшăн тÿле­кенсенчен кама компенсаци параççĕ?

— Федерацин 2015 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр Кодексĕн 169-мĕш статйине улшăнусем кĕртесси çинчен» саккунĕпе тата «Инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунăн 17-мĕш статйипе, Чăваш Республикин «Нумай хваттерлĕ çуртра пурăнакансен уйрăм категорийĕсене капиталлă юсавшăн социаллă пулăшу парасси çинчен» саккунĕпе килĕшÿллĕн çаксене укçа тавăрса параççĕ: çитмĕл çула çитнĕ /ĕçлемен/, пĕччен пурăнакан хваттер хуçисене — 50%, сакăрвунă çула çитнĕ /ĕçлемен/, пĕччен пурăнакан харпăрлăх хуçисене — 100%, çитмĕл тултарнă, çемьеллĕ харпăрлăх хуçисене — /50%/, сакăрвуннă тултарнă, çемьеллĕ пурлăх хуçисене — 100%. Хваттершĕн, коммуналлă пулăшушăн, капиталлă юсавшăн тÿлессипе парăм çук пулсан çеç асăннă граждансене компенсаци параççĕ.

Федерацин «Инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен» саккунĕн 17-мĕш статйипе килĕшÿллĕн ăна çавăн пекех 1-2-мĕш ушкăнри инвалидсем, инвалид ачасем, инвалид ачаллă çемьесем илеççĕ. Анчах та пурăнмалли пĕр тăваткал метр лаптăка юсама уйăх­серен тÿлекен чи пĕчĕк укçа виçин 50% ытла мар. Юсавшăн темиçе енпе компенсаци илме ирĕк пур пулсан вĕсенчен пĕринпе çеç социаллă пулăшу параççĕ. Укçине республикăн Сывлăх министерствин «Социаллă хÿтлĕх паракан центр» хысна учрежденийĕ тавăрса парать.

— Вулакана тăхăр уйăхри кăтартусемпе пал­лаш­тараймăр-и?

— 2014-2015 çулсенче республикăра нумай хваттерлĕ 294 çурта тĕпрен юсанă /Шупашкарта — 86/. Çак ĕçе тума 236,2 млн тенкĕ укçа тăкакланă. 2015-2016 çулсенче 429 çурта тĕпрен юсамалла. Çав шутра Шупашкарта —145. Пурĕ 607,8 миллион тенкĕ уйăрнă. Пĕтĕмĕшле илсен палăртнă ĕçе пурнăçланă.

— Олимпиада Ивановна, калаçăва пĕтĕмлетнĕ май юсав фондне укçа-тенкĕ пуçтарасси мĕнле пулса пынине те пĕлес килет.

— Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен. Хуласен хушшинче Канаш малта — 76%, Шупашкар — 75%, Улатăр — 70%, Çĕнĕ Шупашкар — 69%. Муниципалитетсенчен Пăрачкав районне палăртмалла: кирлинчен 81% пухнă. Ун хыççăн Шупашкар /74%/, Вăрмар /73%/, Муркаш /72%/, Элĕк /71%/ районĕсем пыраççĕ. Юлса пыракансен хушшинче — Çĕмĕрле /18%/, Улатăр /43%/, Етĕрне /45/,Çĕрпÿ /47%/ районĕсем. Яваплă çынсен халăх хушшинче ытларах пулмалла, харпăрлăх тытакана юсав ĕçĕшĕн тÿлемесĕр пурăнма, урăхла каласан, саккуна пăсма юраманнине ăнлантарса памалла.

Василий СОРОКИН

калаçнă

Василий СОРОКИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.