Пурăнмалли çурт хупах ан пултăр

Паян иртнĕ республика Правительствин ларăвĕнче пăхса тухнă хăш-пĕр саккуна, Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕсене кĕртме сĕнекен улшăнусем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ тееймĕн, çапах кун йĕркинчи ыйтусене тишкернĕ май калаçмалли самантсем пурпĕр тупăнчĕç.

Вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин алкоголь продукцийĕн производствипе çаврăнăшне йĕркелемелли саккуна кĕртме сĕннĕ улшăнусемпе паллаштарчĕ. Чи малтанах сăмах интернет çук ялсен списокне çирĕплетесси пирки пырать. Вулакан алкогольпе мĕнле çыхăну? тесе ыйтĕ. Тÿрĕ çыхăну пур. Çав ялсенчи суту-илÿ организацийĕсене эрех сутнине ЕГАИС системи урлă çирĕплетессинчен хăтарĕç. Анчах çав организацисен пурпĕр кварталта пĕрре тулли отчет памалла.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вара пурăнмалли нумай хваттерлĕ çуртсенче вырнаçнă хупахсем тĕлĕшпе çирĕп пулмалли пирки асăрхаттарчĕ — чылай чухне шăпах çавнашкал çуртсенче пурăнакансен кăмăлсăрлăх пысăк.

Çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссисен полномочийĕсене анлăлатасси ыйтусем çуратмарĕ. Малашне вĕсен ачасене хăйсем çине алă хума хистенĕ тĕслĕхсене тупса палăртмалли тивĕç те пулать. Йывăç-тĕм лартмалли, урамсене, учрежденисемпе çуртсене симĕслетмелли-илемлетмелли смотр-конкурс пĕтĕмлетĕвĕсемпе строительство министрĕ Владимир Михайлов паллаштарчĕ. Пилĕк номинацире палăртнă çĕнтерÿçĕсен списокне уйрăммăн пичетлĕç-ха, анчах информполитика министрне Александр Иванова мала тухнисен йышĕнче ытларах Етĕрнесемпе Патăрьелсем пулни сисчĕвлентерчĕ. Çук, конкурс комиссийĕн обьективлăхĕ иккĕлентермест-ха, анчах мĕншĕн ытти район-хула тупăшура хастарлăх кăтартмасть? Михаил Игнатьев та вырăнсенчи влаçсен хăйсен территорийĕсен илемне кăтартас енĕпе пуçаруллăрах пулмалли пирки каларĕ.

 

Николай КОНОВАЛОВ.

Комментари хушас