Пур - пĕрле, çук - çурмалла...
РФ Правительствин йышăнăвĕпе экономикăри йывăрлăхсене тÿссе ирттермелли тĕп çул-йĕре палăртнă, регионсене план туса хатĕрлеме хушнă. Вырăнти улшăнăва Мускав куçран вĕçертмест, тĕрĕслесех тăрать. Хальхинче Шупашкара федерацин Ĕçлев тата ĕçпе тивĕçтерекен службин ертÿçин заместителĕ Максим Паршин килсе çитни те çавна çирĕплетет.
- 2008 çулти кризиспа танлаштарсан урăхларах ĕçлеме тивет, - терĕ Максим Викторович. - Ун чухне ытларах çынсене вăхăтлăха ĕç тупса парассишĕн тăрăшнă. Паян унпа çур çуллăха тивĕçтернипе пĕрлех çĕнĕ вырăнсем тăвасси мала тухрĕ. Миçе предприяти йыша чакарассине пирĕн маларах пĕлсе тăрса çынсем валли вырăн хатĕрлемелле. Вара кăткăс самантсене сирсе ярăпăр, çемьесем укçаран татăк тăмĕç.
И.Моторин пĕр тĕслĕх илсе кăтартрĕ. Çак кунсенче «Элара» акционер обществи 45 çул тултарнă. Вăл, Раççейри электротехника тата приборсем тăвакан отрасльти малта пыракан предприятисенчен пĕри, коллектив çирĕплĕхĕпе палăрса тăрать. Кунтан хăй ирĕкĕпе пăрахса каякан çукпа пĕрех. Çынсем ĕç вырăнне питĕ хаклаççĕ. Юлашки çулсенче йыш 10% çĕнелни тивĕçлĕ канăва каякансен вырăнне çамрăк ăру килнипе çыхăннă. Вăйлă коллектив кризиса пăхмасăр производство калăпăшне 3,8 млрд тенкĕрен 7,3 млрд çити ÿстерме пултарнă.
Кунта ÿсĕм çулĕ çине тăни куçкĕрет. Çав вăхăтрах машинăсем тăвакан отрасль ура çине тăрайманнине йышăнмалла. Предприятисем пысăк квалификациллĕ станочниксем çитменнипе аптраççĕ. Çынсене çĕнĕрен вĕрентсе хатĕрлеме вăхăт кирлĕ. Паллах, республикăри ĕçлев службисем пулăшма шантараççĕ. Ăсталăха ÿстермелли курссем уçас, çынсене çĕнĕ профессие вĕрентес енĕпе хăшпĕр опыт пур.
Лару-тăрăва кăткăслатса кăтартма кирлĕ мар терĕç, çапах, специалистсен шучĕпе, çитес вăхăтра 35 пин çын умне ĕç тупас ыйту тухса тăрĕ. 23 предприятире çын шутне чакарас хăрушлăх пур. Ыран мĕн пулса иртессине завод е фабрика ертÿçисем те уçăмлă калаймаççĕ.
М.Паршин палăртнă тăрăх - паян Пĕтĕм Раççейри вакансисен çĕнĕ базине хатĕрлеççĕ. Март вĕçнелле унăн тулли варианчĕ Интернета тухĕ. Вунă регион хăйсен ĕç планĕсене РФ Ĕçлев министерствинче хÿтĕленĕ ĕнтĕ. Тĕпрен илсен Чăваш Енри ĕç ушкăнĕн программи хатĕр. Унта чи малтан пурнăçа кĕртмелли меслете палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ.
- 2014 çула япăх мар кăтартусемпе вĕçлерĕмĕр, кăçал та çăмăл пулмĕ, - терĕ ЧР экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ Инна Антонова. - Çавăнпа йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ кашни предприятипе уйрăммăн ĕçлеме пуçларăмăр. Мĕн куратпăр-ха? Пĕрисем хăйсене ытла та лăпкă тыткалани тĕлĕнтерет. Хăйсен продукцине туянма пăрахсан çеç хыпăнса ÿкеççĕ, пулăшу ыйтма пыраççĕ. Ыранхи çинчен паян шухăшламалла. Акă, монохуласен программипе Канаш 600 миллион тенкĕ илме ĕмĕтленет, 2 пин ĕç вырăнĕ тăватпăр. Тĕллевлĕн ĕçлесен пăшăрханмалли сахалланĕ тесе шутлатăп.
ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин пуçлăхĕ Сергей Димитриев иртнĕ тапхăрти ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ. Самана çĕнĕрен çĕнĕ ыйту кăларса тăратсан кашниех яваплăха туйни, хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кризис çулĕсенче çуллен 80 пин çынна пособи е субсиди парса пулăшнă, çакна валли 400-450 млн тенкĕ уйăрнă. Ачапа ларакан 427 хĕрарăма ĕç тупса панă. Юлашки вăхăтра нушана лекекенсене те пăрахмĕç. Пособи çеç кĕтсе ларакансене мар, чăннипех ĕçлес туйăмлисене пулăшма тĕллев лартнине С.Димитриев тепĕр хут аса илтерчĕ. Вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем пĕтĕм ыйтăва татса парайманнине шута илсе лайăх тÿлевлĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле. Унпа пĕрлех ваканси ярмăрккисем ирттерессине çĕнĕ шая çĕклесшĕн.
Ĕçлевпе çыхăннă мероприятисене пурнăçа кĕртме 570 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. 20 пин ытла çынна вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтереççĕ, 3 пинĕшне çĕнĕ профессие вĕрентĕç.
Вячеслав ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас