Пур-ха Çĕр çинче чунпа вăйлисем

22 Нарăс, 2017

Раççей кун-çулĕнче лăпкă пурнăç пулман тесен те йăнăш мар. Йăхташăмăрсен Тăван çĕршыв чысне тĕрлĕ вăрçăра час-часах хÿтĕлеме тивнĕ. «Асатте-кукаçисем вăрçăра çеç мар, тăнăç пурнăçра та çĕршыв ура çинче çирĕп тăтăр тесе тăрăшнă. Вĕсен ырă ĕçне пирĕн малалла тăсмалла», — тет Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçинче тата çарти сурансене пула инвалид пулса тăнисен «Вăрçă инваличĕсем» общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн ертÿçи Геннадий Матвеев.

Организаци хальхи вăхăтра республикăри 600 яхăн çынна пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем — Тăван çĕршыв янипе Афганистанра, Чечняра, ытти хĕрÿ вырăнта çар приказне пурнăçланăскерсем. Çак çынсем — вăрçăран е аманса, е тĕрлĕ чирпе чирлесе, е алăсăр, е урасăр, е суккăрланса таврăннăскерсем. Анчах мĕнле йывăр пулсан та малаллах пурăнмалла. Шăпах çак организаци ют çĕршывсенче интернационалла тивĕçе пурнăçланă ветерансене шанăç парса, хăйсем патшалăх хÿттинче пулнине туйтарса тăрать те ĕнтĕ. Вĕсене хăйсене пулăшу кирлĕ. Анчах, тĕлĕнмелле те, пысăк чунлă çак çынсем ырă тĕслĕхĕпе, пархатарлă ĕçĕсемпе ыттисене пулăшаççĕ...

Аваллăха хурлама ирĕк çук

Геннадий Петрович организацие 2004 çултанпа ертсе пырать. Паян республикăра çеç мар, Раççейре те ку пĕрлĕх пирки пĕлмен çын сахал-тăр. Ĕç-хĕле пуçарса яма вара пĕрре те çăмăл пулман. «Хăшĕ суккăр, хăшĕ уксахлать, тепри алăсăр… Эпĕ вĕсен хушшинче чи сывви. Юлташсем мана ертÿçĕ пулма шанчĕç. Хирĕçлеме вара хăнăхман», — тет Геннадий Петрович.

Чи сывви тенĕрен… Вăл хăй те Афган вăрçи витĕр тухнăскер, тĕлĕнмелле майпа чĕрĕ юлнăскер. 1988 çулта черетлĕ задание пурнăçланă чухне ентешĕн Ми-24 вертолетне душмансем персе антарнă. Вут хыпса илнĕ машинăра хăй те чутах çунса кайман. Йывăр аманнăскер Кабулти, Мускаври госпитальсенче чылай вăхăт сипленнĕ. Ăста тухтăрсем тăрăшнипе Геннадий Матвеев çар ретне тепĕр хут тăнă. Анчах… ăна летчик пулма чарнă, вĕçме ирĕк паман. 1991 çулта сывлăхĕ хавшанăран тивĕçлĕ канăва тухнă.

Тăван çĕршыва таврăнсан та ялта пĕчĕкрен ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ çын алă усса ларма пултарайман…

— Совет Союзĕ арканнă хыççăн питĕ нумай офицер тăван тăрăха таврăнчĕ. Мана саппасри çар çыннисене ĕçпе тивĕçтерекен комитетра ĕçлеме сĕнчĕç. Çавăнтан пуçланчĕ те ĕнтĕ общество ĕçне явăçасси, — иртнĕ çулсене аса илнĕ май пĕлтерчĕ Геннадий Петрович. — Унтан вăрçă инваличĕсен пĕрлĕхне ертсе пыма шанчĕç. Эпир политика ĕçне хутшăнмастпăр. Пирĕн тĕп тĕллев — пулăшу. Вăрçă инваличĕсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтересси паян кун та çивĕч тăрать-ха. Сипленме, ĕç тупма, вĕренме, общество ĕçне хутшăнма кашниех пултартăр тесе тăрăшатпăр. Вĕсемпе пухăнса калаçатпăр. Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе яватпăр. Патшалăх органĕсемпе те эпир çирĕп çыхăну йĕркеленĕ, социаллă ĕçтешлĕх аван аталаннă. Сывлăхне вăрçăра пĕтернĕ çынсене, паллах, патшалăх пулăшма тивĕç.

Анчах, шел те, яланах пулăшаймасть çав. Акă 2015 çулта çăмăллăхсене монетизацилени те вăрçă инваличĕсен кăмăлне самай хуçрĕ. Патшалăх интересĕсене хÿтĕлесе сусăр пулса тăнă çын, ман шутпа, Тăван çĕршыв умĕнче тава тивĕçлĕ ĕç тунисен шутĕнче.

— Кунашкал ыйтусем час-часах сиксе тухаççĕ. Вĕсене «çавра сĕтел» тавра пухăнсан сÿтсе явма тăрăшатпăр, — тет Геннадий Петрович. — Çапах та тĕрĕслĕх çиеле тухасса шанатпăр. «Вăхăт çак тапхăр валли пире суйласа илнĕ», — хама хам çапла каласа лăплантаратăп яланах. Пирĕн çĕршывра çуралса ÿснĕ кашни ăрун мĕнле те пулин вăрçа хутшăнма тивнĕ. Асаттесемпе аттесем Иккĕмĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă. Пирĕн тĕле Афганистан лекрĕ. Маларахри çулсенче чуна ыраттаракан çак сăмахсене илтме тÿр килетчĕ: «Сире никам та унта яман». Телее, самана лайăх енне улшăнса пырать.

…Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене аса илме чăннипех те йывăр. Çĕршывра мĕнпур ырă йăла-йĕркене пăрахăçа кăларас, историре тарăн йĕр хăварнă çынсемпе паллă пулăмсене манăçтарас юхăм йăл илнĕччĕ. Патриотизм иккĕмĕш вырăна куçнăччĕ, Раççейре ют çĕршыв культури тымар яма пуçланăччĕ. Пулă пуçĕнчен çĕрет тесе ахальтен каламан. Çак киревсĕрлĕх йăлтах çĕршыв ертÿлĕхĕн ĕç-хĕлĕнчен, шухăш-тĕллевĕнчен пуçланнăскер. Паян патшалăх пуçĕнче — урăх çынсем. Вĕсем хистесе каламасăрах Тăван çĕршыва юратмаллине, хамăрăн историе хисеплемеллине халăх ăнланма пуçларĕ.

— Пирĕн аваллăха сÿтсе явма, хурлама ирĕк çук, — тет Геннадий Матвеев. — Акă манăн атте колхоз председателĕ пулнă. Килте мĕн пуррине йăлтах колхоза панă. Çемйи чухăнлăхра пурăнсан та ыттисемшĕн тăрăшнă. Халĕ манăн атте йăнăш тунă, çав самана тĕрĕс мар тесе каламалла-и-ха? Çав тапхăрта атте пек ĕçлемелле пулнă. Урăхла пулма пултарайман. Пирĕн истори вăл — пирĕн пуянлăх, унпа мухтанмалла, мăнаçланмалла.

Хамăра ĕçпе кăтартмалла!

Çак принцип ветерансен пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. Вĕсене шанса панă яваплă тепĕр ĕç вăл — çамрăк ăрăва патриотизм воспитанийĕ парасси.

— Капла калани тĕрĕсех мар-ха. Воспитани ĕçне педагогсем туса пыраççĕ. Эпир, вăрçă çулăмĕ витĕр тухнисем, çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланисем, тĕслĕх вырăнне пулатпăр, — организаци ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă май пĕлтерет Геннадий Матвеев. — Халĕ акă республикăри шкулсенче патриотика уйăхлăхĕ пырать.

Вĕсем вĕрентÿ учрежденийĕсенче — яланах кĕтнĕ тата хаклă хăнасем. Хăшĕ уксахласа, хăшĕ кÿме çинче, вăхăт пур-и е çук-и, йывăр-и е çăмăл-и — ветерансем нихăçан та никама та хирĕçлемеççĕ, чĕннĕ çĕре яланах пыраççĕ, паттăрлăх урокĕсем, тĕлпулусем ирттереççĕ.

— Асатте-кукаçисем çĕршыв ура çинче тăрса юлтăр тесе пуç хунă. Пирĕн çакна нихăçан та манмалла мар. Вĕсем юнпа-тарпа çĕнсе илнĕ Çĕнтерÿ ялавне алăран вĕçертес марччĕ, ăна çÿлтен-çÿле çĕклесчĕ, — малашлăх пирки чĕререн пăшăрханса калать Геннадий Петрович. — Ачасене хамăрăн авалтан пыракан ырă йăла-йĕркене упрамаллине эпир ăнлантармасан тата кам ăнлантарĕ?

Çĕршыв тĕрекĕпе патшалăх хăвачĕ, паллах, çамрăксенче, вĕсен мал ĕмĕтлĕ тĕллевĕсенче. Çакна шута илсе организаци паха ĕç пуçарнă. 2008 çултанпа шкул ачисене Сызране вертолетчиксене хатĕрлекен çар авиаци училищине илсе çÿреççĕ.

— Ачасене çакнашкал çулçÿревсем питĕ килĕшеççĕ. Кашни çулах училищĕне Чăваш Енри 10-13 ача вĕренме кĕрет. Ашшĕ-амăшĕ те пирĕн ĕç-хĕле ырласа йышăнчĕ. Вĕсем хăйсен ывăлĕсемшĕн пăшăрханмаççĕ: вертолетчик профессийĕ хальхи вăхăтра питĕ сумлă. Вĕренсе пĕтерсен тÿрех ĕçе вырнаçаççĕ, — каласа кăтартрĕ Геннадий Петрович.

Ветерансем халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине сарас тĕлĕшпе те нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Вĕсем пуçарнипе республикăра тĕрлĕ ăмăрту, спорт мероприятийĕ питĕ нумай иртет. Хăйсен ырă тĕслĕхĕпе ытти региона та хавхалантараççĕ.

Çынна пулăшни хăват парать

Геннадий Петровичăн общество организацине ертсе пынисĕр пуçне ытти тивĕç те нумай. Вăл тĕрлĕ министерствăпа ведомство çумĕнчи общество канашĕсен членĕ, Шупашкар хулинчи кĕтмен инкексене шута илекен бюро пуçлăхĕ… Çав вăхăтрах вĕренÿ учрежденийĕсенче, ытти çĕрте иртекен мероприятисене те хастар хутшăнать.

— Вăхăт епле çитеретĕр? Е сирĕншĕн талăкра 24 сехет кăна мар-и?

— Нумаях пулмасть В.Путин пресс-конференцире: «Мĕн чухлĕ нумайрах ĕçлетĕн — пушă вăхăт çавăн чухлĕ ытларах», — терĕ. Нимĕн те тумасан, вырăнтан хускалмасан, чăнах та, кахал пусать, вăхăт та çитми пулать.

— Ĕçре, пурнăçра кам е мĕн пулăшса пы­рать?

— Çирĕп тыл. Мăшăр. 2004 çулта председателе суйласан арăм питĕ тарăхнăччĕ. Ачасем пĕчĕк, йĕрет, кăшкăрать… Унăн пăсăк кăмăлĕ пĕр уйăха тăсăлчĕ. Юлашкинчен, мана ÿкĕте кĕртме май çуккине ăнланса илсен, парăнчĕ. Пĕррехинче Мускаври тĕлпулура, вăл вăхăт тĕлне Чăваш Енри организаци пирки ырăпа калаçма пуçланăччĕ ĕнтĕ, мăшăра сăмах пачĕç. «Малтанхи вăхăтра сахал мар тарăхнă, макăрнă, ку ĕçе пăрахма хистенĕ. Ир тухса каять те каçхине çаврăнса килет. Пирĕн икĕ пĕчĕк ача. Юлашкинчен вăл çак ĕçсĕр пурăнма пултарайманнине ăнлантăм. «Мĕншĕн çынна вăхăтсăр вĕлермелле-ха?» — тесе шухăшласа илтĕм. Çÿретĕр, ĕçлетĕр!» — çапла «айăпне» йышăннăччĕ вăл. Вăт çавăнтанпа мăшăрăм мана ăнланса пулăшса пырать.

— Сирĕн икĕ ывăл, йĕкĕрешсем. Арçын ачасене вара ашшĕн тимлĕхĕ ытларах кирлĕ пек туйăнать…

— Паллах, килте сахал пулатăп. Канмалли кунсене çемьепе ирттермелле пек. Анчах ытларах чухне мероприятисене шăматкунсерен йĕркелетпĕр. Май пур чухне ывăлăмсене хампа пĕрле илсе каятăп. Вĕсем савăнаççĕ. Тепĕр чухне наградăсене, кителе тытса пăхаççĕ. Çав вăхăтра вĕсен куçĕсем çуталса каяççĕ! «Ку ачасем çартан пăрăнса юлмаççĕ», — тесе шухăшлатăп вара. Салтака каймаллах. Çар — пурнăç шкулĕ. Службăра пулнă çын кирек ăçта та хăйне шанчăклă тытма, хăть мĕнле лару-тăрура та татăклă йышăнусем тума пултарать.

— Общество ĕçне пурнăçлама сире мĕн хавхалантарать?

— Пĕр инвалида та пулин усă кÿме мехел çитерни. Апла тăк эпĕ ахальтен пукан йышăнса лармастăп. Манăн ĕçĕн усси, кăтартăвĕ пулмасан — хама хам улталани кăна. Эпĕ пуçарнă йăла-йĕркене ыттисем те тытса пыраççĕ тĕк — çынсене вăл кирлĕ. Çакна туйни хăват парса тăрать.

 

Валентина БАГАДЕРОВА.

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Кĕскен

  •  Геннадий Петрович МАТВЕЕВ 1956 çулхи пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнчи Хутар ялĕнче çуралнă.
  •  1978 çулта Сызраньти летчиксен аслă çар авиаци училищине пĕтернĕ, «летчик-инженер» специальноçа алла илнĕ.
  •  1974-1991 çулсенче СССР Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретĕнче службăра тăнă. Курсантран эскадрилья командирĕн заместительне — штаб пуçлăхне çитнĕ. Тÿпере 3500 сехет вĕçнĕ. Афганистан халăхне интернационалла пулăшу пама хутшăннă.
  •  1991 çулта Геннадий Матвеев майор çар службинчен пенсие кайнă.
  •  1996 çулта Мускаври потребительсен кооперацийĕн университетĕнчен вĕренсе тухнă.
  •  2004 çулта Пĕтĕм Раççейри Афганистан вăрçин инваличĕсен общество организацийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн правленийĕн председательне суйланă.
  •  2012 çулхи суйлав вăхăтĕнче РФ Президенчĕн В.Путинăн шаннă çынни пулнă.
  •  ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Этем прависен комиссийĕн членĕ.
  •  ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи инвалидсен ĕçĕсен канашĕн членĕ.
  •  Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн президиумĕн членĕ.
  •  «Çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе /1985/, Хĕрлĕ Ялав орденĕпе /1989/, «Раççей патриочĕ» медальпе /2008/, II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе /2009/, патшалăхăн ытти наградипе чысланă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.