Пур ĕçе те вăхăтра пурнăçламалла

23 Юпа, 2019

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче пурăнакан Наталья Иванова фермерпа студентсен тĕлпулăвĕнче паллашрăм. Унта мĕн тĕллевпе пынине ыйтса пĕлме шут тытрăм.

«Эпир çулталăк каялла фермер /хресчен/ хуçалăхне уçрăмăр, — калаçăва пуçларĕ Наталья Васильевна. — 13 çул халăхран сĕт пуçтаратпăр. Çитес çул вара хамăр пĕчĕк ферма туса ĕçе йĕркелесе ярасшăн. Тĕрлĕ культура çитĕнтерме пирĕн 12 гектар çĕр пур. Унта çулсеренех нумай çул ÿсекен курăк, тыр-пул акатпăр. Хальлĕхе пирĕн ĕне выльăх çук. Ферма йĕркелесен ĕнесем те туянăпăр. Çитес çул «Агростартап» проекта хутшăнса хамăр ĕçе йĕркелессе шанатпăр».
Ивановсен çемйи Йĕпреç, Вăрнар районĕсенчи хушма хуçалăхсенчен сĕт пуçтарать. Паянхи кун 1 литр сĕте халăхран 19 тенкĕпе туянаççĕ вĕсем. Хăйсен ĕçне йĕркелесен те хăнăхнă йăлана пăрахасшăн мар. «Ялта ĕç вырăнĕсем çукрах. Çыннăн ăçта та пулин вăй хумаллах», — терĕ вăл сăпайлăн.
«Агростартап» проект пирки тĕплĕнрех пĕлес тесе Наталья Иванова район администрацийĕн ял хуçалăх пайне темиçе хут та килнине каларĕ. Вырăнти специалистсем тĕплĕн ăнлантарнине палăртрĕ. «Документсенче çитменлĕхсем пурри кăштах чăрмав кÿрет. Сăмахран, фермер хуçалăхĕ ман çинче, çĕр лаптăкĕсем вара — упăшка ячĕпе. Çавăнпа та вĕсене е хам çине куçармалла, е фермер хуçалăхне упăшка ячĕпе çĕнĕрен уçмалла. Кун пирки эпĕ маларах пĕлмен. Документсене хатĕрленĕ май çак çитменлĕхе пĕтермелле. Кăçал та «Агростартап» проекта хутшăнасшăнччĕ, анчах ун пирки каярах пĕлтĕмĕр», — малалла сÿтĕлчĕ сăмах çăмхи. Специалистсем хĕрарăма çитес çулхи конкурса хутшăнма документсене февраль, март тĕлне хатĕрлесе çитерме сĕннĕ. Унсăрăн «каю шăтма пултарать».
«Ял çынни ĕне усрасшăнах мар, — терĕ фермер. — Ваттисен вăй-халĕ чакса пырать, çамрăксем ĕне тупăш кÿменнине калаççĕ. Çавăн пекех сысна та тытмаççĕ. Ĕлĕкрех ял-йыш картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă пулсан паян хăшĕ-пĕри нимĕн те тытмасть. Йĕпреç районĕнче, Вăрнар тăрăхĕпе танлаштарсан, сĕт сахалрах пуçтарăнать». Малалла вулас...
www.hypar.ru
Валентина ПЕТРОВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.