«Пур çавăн пек професси...»

25 Нарăс, 2014

Çак кун - Тăван çĕр-шыва чунран парăннисен, кун-çулне ăна хÿтĕлеме халалланисен, кăмăлпа çирĕпписен, çĕр çинче, тинĕсре, сывлăшра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисен, ĕнер, паян тата ыран алла автомат тытса тăван кĕтесе, патшалăхăмăра куç шăрçине упранă пек сыхлакансен уявĕ. Вĕсем çине пăхатăн та - Раççей патшалăхĕн вăйĕпе хăватне туйса илетĕн, вĕсенче çĕр-шывăн тĕрлĕ ăрăвĕнчи хÿтĕлевçисен çыхăнăвне куратăн: иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче хăйсене шеллемесĕр нимĕç фашизмне тустарнисен вилĕмсĕрлĕхне, паян патшалăх суверенитечĕпе никама пăхăнманлăхне упраса хăварма хатĕррисен хастарлăхĕпе кăмăл çирĕплĕхне тата хатĕррине.

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче чăваш офицерĕсен Мускаври «Тăван çĕр-шыв ывăлĕсем» пĕрлĕхĕн йышлă делегацине йышăнчĕ. Кашни - истори, легендарлă çын, чăн-чăн арçын тĕслĕхĕ. Урăхла калаймăн. Ячĕ-шывĕ тăрăхах вулакан çакна туйса илĕ: Раççей Федерацийĕн Геройĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ, Афганистан вăрçин паттăрĕ, РФ тава тивĕçлĕ çар летчикĕ Николай Гаврилов /Канаш районĕ, Янкăлч ялĕ/, РФ тинĕс-çар флочĕн тĕп штабĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, Хăрушсăрлăх, оборона тата право йĕркисен академийĕн чăн членĕ, стратеги пĕлтерĕшлĕ атом шыв ай киммисен пĕрлешĕвĕн командирĕ Владислав Ильин вице-адмирал /Комсомольски районĕ, Шурут Нурăс ялĕ/, РФ Хăрушсăрлăх службин генерал-лейтенанчĕ, икĕ çул Афганистан вăрçинче паттăрлăхпа палăрнă, 1994-1999 çулсенче Чăваш Республикин Хăрушсăрлăх министрĕнче тăрăшнă Станислав Воронов /Элĕк районĕ, Тури Хурасан ялĕ/, Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнчи Чатăрлă ялĕнчи чăваш çемйинче çуралса офицерăн йывăр та пархатарлă çулне суйласа илнĕ пиччĕшĕпе шăллĕ - Виталипе Николай Сидоровсем генерал-майорсем, 1986 çултанпа Совет Союзĕн оборона министерствин спорткомплексĕн ертÿçи çумĕнче, Совет Çарĕсен Германири контингенчĕн йышĕнче хĕсметре тăнă Михаил Григорьев генерал-майор /Вăрнар районĕ, Катăш ялĕ/, бронетанк çарĕсен /1992 ç./ тата РФ Хĕç-пăшаллă вăйĕсен тĕп штабĕн академийĕсенчен /2004 ç./ чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă, Германире, Байкал леш енчи, Балтика тăрăхĕнчи çар округĕсенче, Çурçĕр Кавказра хĕсметре тăнă Александр Зиновьев генерал-майор /Пăрачкав районĕнчи Пăрачкав ялĕ/, 1971 çултанпа çар тумне хывман мухтавлă тепĕр ентешĕмĕр - çар наукисен докторĕ Иван Николаев полковник-профессор /Çĕрпÿ районĕ, Куснарпуç ялĕ/... Кашнин кăкăрĕ çинче - орден-медаль речĕсем...

Чăваш Ен Пуçлăхĕ йышăниччен тăван республикăмăрăн мухтавлă ывăлĕсем, адмиралпа генералсем тата полковник, Шупашкарти вĕренÿ заведенийĕсенче, кадет класĕсенче вĕренекенсемпе тĕл пулусем йĕркеленĕ, Паттăрлăх урокĕсем ирттернĕ, пĕтĕм халăх пĕр тĕллевпе пĕтĕçсе хăватлă тăшмана çапса аркатнă, Совет Союзĕн тата Раççейĕн Хĕç-пăшаллă вăйĕсен историйĕ çинчен тĕплĕ каласа кăтартнă. Шупашкарта кăна мар, районсенче те патриот воспитани парассине çÿллĕ шайра туса пынипе кăмăллă юлнине пĕлтерчĕç республика ертÿлĕхне, уншăн чунран тав турĕç. Çакă паха çимĕç парать иккен: Мускавра çарăн аслă шкулĕсенче кăна 100 ытла чăваш каччи-хĕрĕ пĕлÿ илет, офицер тумĕ тăхăнма хатĕрленет. Курсантсенчен 7-шĕ - чăваш хĕрĕ.

Тĕл пулăва хутшăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов, республикăри çар комиссарĕ Александр Мокрушин полковник тата Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов Чăваш Енре çар тата патриот воспитани ĕçне мĕнле йĕркеленипе, унти çитĕнÿсемпе тĕплĕ паллаштарчĕç. Хĕсметре тăракан чăваш çамрăкĕсем пирки командованирен тав сăмахĕ нумай килни те çавнах çирĕплетет.

Ылтăн пакунлă çар çыннисен чунне пăшăрхантаракан ытти ыйту та сахал мар иккен. Виталий Сидоров генерал-майора, акă, республика тулашĕнчи йăхташăмăрсене Шупашкартан илемлĕ литературăпа, шкулта вĕренмелли кĕнекесемпе çителĕксĕр пулăшни пăшăрхантарать. Шел те, тăван халăхăмăрăн мешехисем манăçса пыраççĕ. Станислав Воронов генерал-лейтенант тăван халăхăмăрăн историне тарăннăн вĕрентменни, ăна питех хисеплеменни тата тĕпчеменни çинче чарăнса тăчĕ. Ентеш шухăшĕпе, паллă çар çынни пулас тесессĕн унăн тĕпре «культура» ăнлав пулмалла...

Михаил Васильевич ентеш-генералсене тăван тăрăха ялан асра тытнăшăн, кунта килсех çÿренĕшĕн, çыхăнăва татманшăн, çитĕнекен ăрăва хăйсен тĕслĕхĕпе патриот воспитанийĕ пама пулăшнăшăн тав турĕ, Çĕр-шыв хÿтĕлевçин уявĕпе чунтан саламларĕ, çирĕп сывлăх, тăнăç пурнăç сунчĕ.

Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин кунне пирĕн республикăри кашни район-хулара та чыслăн палăртнă. Тĕп уяв, паллах, Шупашкарти Оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Сумлă уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн йыхравĕпе хăнана килнĕ ентеш-генералсем, адмиралсем, полковниксем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин, Афганистанри тата Çурçĕр Кавказри вăрçăсен, СССР тата РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен, право хуралĕн ветеранĕсем, влаç органĕсен, общество, православи чиркĕвĕн представителĕсем хутшăнчĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене паттăрсен уявĕпе ăшшăн саламларĕ: «Çĕр-шыв шăпине тĕрĕслекен йывăр самант килсе тухсан чи малтан эсир, çĕр-шыва хÿтĕлессине хăвăр професси туса хунă мухтавлă çар çыннисем, тăшмана хирĕç Улăп-паттăрсем пек тухатăр, хăвăрăн пурнăçа шеллемесĕр çар çыннин тивĕçне пурнăçлатăр. Чăваш çĕрĕ тăван халăхăмăрăн чыс-сумне çÿле çĕкленĕ нумай паттăра çуратса ÿстернĕ. Ентешсем паян та çар тивĕçне чыслăн пурнăçлаççĕ, çĕр çинчи лăпкă та тăнăç пурнăçа сыхлаççĕ...» Михаил Васильевич хĕсметре палăрнисене тĕрлĕ наградăпа чысларĕ.

«Тăван çĕр-шывăн ывăлĕсем» офицерсен юлташлăхĕн ертÿçи Владислав Ильин вице-адмирал Михаил Игнатьевпа Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Александр Иванова «СССР космонавт летчикĕ А.Г.Николаев» медальпе наградăларĕ.


Юрий СТЕПАНОВ

саp.ru cайчĕн сăн ÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.