Пупинсене хуçаймастăн, вĕсем чунпа тĕреклĕ
Петр Степанович ПУПИН 1954 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Турхан ялĕнче çуралнă. Виçĕ çул çар хĕсметĕнче пулнă. 1976-1981 çулсенче И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетĕнче вĕреннĕ. 1993-1995 çулсенче Чăваш ÿнерçисен пĕрлĕхне ертсе пынă. Хальччен унăн ĕçĕсен куравĕсем Мускавпа Мускав çумĕнчи Щелково, Чĕмпĕр, Саратов, Самар, Волгоград, Екатеринбург, Каменск-Уральск, Нижневартовск, Германири Гамбургпа Берлин, Францири Реймс хулисенче, Чăваш Республикинчи кашни район-хулара иртнĕ.
1989 çултанпа - СССР каярах РФ Ӳнерçисен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ.
- Петр Степанович, тĕл пулса калаçма тахçанах тĕв тунăран Культура çулталăкне санран интервью илнинчен пуçлас терĕмĕр. Кĕтнĕçемĕн тепĕр сăлтав та тупăнчĕ - кăрлач уйăхĕн 3-мĕшĕнче 60 çул тултартăн. Кала-ха, Петр Пупин скульптор хăйĕн çулĕсемпе кăмăллă-и?
- Кăмăллă. Ку таранччен пурăнса ирттернĕ çулăмсене хурламастăп. Çанă тавăрса ĕçлесе, уçă та тÿрĕ кăмăлпа тăрларăм çак тапхăра. Утмăл çул, паллах, хĕпĕртемелли пулăмах мар. Çавăнпах эпĕ ăна пуçăма савăлланса кĕме памастăп. Мĕншĕн тесен ăс-тăн пур, вăйăм-халăм та çителĕклĕ.
- Санăн ачалăху пирки тĕрлĕ хавха çÿрет. Ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнă эсĕ?
- Тантăшăмсенчен раснарах пулнă теместĕп. Вĕсем пекех çарран чупнă, хулăн пралукран ункă туса кустарнă, тусан тустарнă - муçка пекех хуп-хура пулаттăмăр... Çапах та, килĕшем, уйрăмлăх кăштах пурччĕ. Эпĕ тĕрĕ тĕрлеме килĕштереттĕм. Аппасемпе пĕрле минтер виттисем, чÿрече каррисем, ал шăллисем... тĕрлесе хĕр тупри хатĕрлеме пулăшаттăм. Аттене кура каскалама питĕ кăмăллаттăм. Кил тĕрĕшре усă курмалли пичке, катка, кункăра... пайтах ăсталанă. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне рисовани кружокне çÿреме тытăнсан ÿкерес туртăм, ÿкерчĕксен асамлăхĕ вара пĕтĕм чун-чĕрене çатăрласа илчĕç...
- Çавăн чухне эсĕ пÿрт стенине сăрласа-лăпăртаса пĕтернĕ-и? Аçу-аннÿрен пĕçерккĕ те лекнĕ пулĕ-ха?
- Çу-ук. Лекмен. Атте ÿнере ăнланакан çынччĕ. Унăн тем тĕрлĕ открытка та пурччĕ, Питĕрти фонтансем, Итали чĕрĕлĕвĕ, Рафаэль, Боттичелли... ÿкерчĕкĕсем. Хăшне-пĕрне стена çине те çакса хунăччĕ. Пĕррехинче аттепе анне тăвансем патне хăнана кайрĕç. Вĕсем çуккипе усă курса малтипе кайри пÿрте уйăрса тăракан хăма-стена çине открыткăри пĕр сăнара, каччăпа хĕр тĕл пулнине, çуллă сăрăпа ÿкертĕм те хутăм. Манăн пирвайхи «пысăк» ĕçĕм аттене килĕшнĕ пулмалла. «Лайăх. Питĕ лайăх», - терĕ ирхине. Стенан тепĕр енне те ÿкерме ирĕк пачĕ.
Асатте те илеме курма, туйма пĕлетчĕ. Вăл маçтăрлакан кашни япалах çыпăçуллă пулса тухатчĕ. Асатте ăсталанă çăпатапа урама вĕтĕртетсе тухсан тантăшăмсем тÿрех сырса илетчĕç. «Санăн мĕнле хитре», - тетчĕç. Тăваттă-пиллĕксенче пулнă эпĕ ун чухне. Вăт çапла, Геннадий Аркадьевич, çăпатапа та çÿресе курнă эпĕ.
- Ĕненес килмест. Сирĕн йăх хăватлă пулнă, çирĕп хуçалăхпа пурăннă теççĕ вĕт-ха?
- Тĕрĕсех калаççĕ. Вăтăрмĕш çулсемччен, кулак тесе аркатиччен тулăх пурăннă. Асаттене тытса кайсан пĕтĕм çурт-хуралтине колхоз валли сÿтсе турттарнă. Хапхан икĕ юписĕр пуçне, ăна кăларайман, - нимĕн те хăварман. Ульха аппа каласа панă тăрăх - тăхăннă тумтирĕсене те хывса илнĕ. Çак тискерлĕхе вĕт ял çыннисемех - чухăнсен комитечĕн активисчĕсемпе куштансем - тунă. Çав йĕксĕксене пула çĕрпе пĕлĕт хушшинче нимсĕр тăрса юлнă тăванăмсем ирĕксĕрех асаттен шăллĕн мунчине куçнă. Йышлă çемье пĕчĕк мунчара мĕнле пурăнкаланине паян кун та тĕшмĕртсе çитерейместĕп. Мĕн çав, лăш курмасăр ĕçлес хевтелĕхпе кăна мар, чунпа, шалти туйăмпа та хăватлă пулнă вĕсем. Сăмахăмсене аттен тĕслĕхĕ те яр уççăн çирĕплетет. Вăл, вун çиччĕри каччă, Улатăра каять. Вăрман каснă çĕртен тарма ашшĕне ÿкĕте кĕртет. Асатте малтан Зеленодольска, унтан Мускава çитет. Тĕрлĕ çĕрте хырăмне тăрантмалăх ĕçлесе пурăнать. Паспорт тĕлĕшпе хытарма тытăнсан, хăйне йĕрлесе тупса хупса хурасран шикленсе, яла таврăнать. Çав кунах, тепĕр хут арестлесрен сехĕрленсе, пĕтĕм «пурлăхĕпе» колхоза кĕме хут çырать. «Сирĕн, Пупинсен, мĕнле пурлăх пур вара.» - ыйтаççĕ унран йĕкĕлтешсе. Вун-вун çул тар тăкса пуçтарнă-тунă пурлăхне колхоз валли туртса илнине аса илтерсе тава кĕмест асатте. «Манăн çемье, колхоз ырлăхĕшĕн ĕçлесшĕн çунакан пирĕн алăсем пурлăх мар-им.» - тесе çавăрттарса хурать. Тÿр пилĕксемпе, кахал хресченсемпе хуçалăха ниепле те самайлантарса ярайман ертÿçĕсене кун пек сăмахлани килĕшет. «Кăна тĕрĕсех каларăн, таркăн Иван. Колхоза вăйлăлатма Пупинсенни пек ĕçчен алăсем пире питех те кирлĕ», - теççĕ. Хăйне, çемйине çапла упраса хăварать асатте - Иван Капитонович Пупин. Чăтмалла мар хĕсĕрлесе авма хăтлансан та хуçайман ăна - 85 çула çитичченех пурăнчĕ. Ман валли ăсталанă, эпĕ тăхăнса çÿренĕ çăпата вара халĕ те пур. Мастерскойĕнчех çакăнса тăрать. Унăн та кăçал юбилей - манăн урара пулнăранпа 55 çул çитрĕ. - Петр Степанович тăчĕ те ĕç пÿлĕмне кĕрсе ал лаппи çине вырнаçакан пĕ-ĕчĕк çăпата илсе килчĕ. - Кур-ха, епле хитре те çирĕп вăл. Унăн тĕпĕнче - манăн ачалăх ăшши, ачалăх тусанĕ, ачалăх курăкĕ.
Асаттене хуçаймарĕç тенĕрен тата акă мĕн асăма килчĕ. «Сурпан» курав керменĕн директорĕнче ĕçленĕ чухне мана та хĕстерме, çăварлăхлама хăтланчĕç. Курав керменĕн пин тенкине кĕсьене чикнĕ тесе культура министрĕ 1997 çулта уголовлă ĕç пуçарттарчĕ. Следователь патне чĕнтере-чĕнтере, допрос хыççăн допрос туса эх муталарĕç. Тĕрĕслерĕç те - эпĕ пин тенкĕ вăрланă тени мар, курав керменĕ хăй ман умра 6 миллион тенкĕ парăмли çиеле тухрĕ. Эпĕ темиçе уйăх шалу илмесĕр хамăн укçана куравсем йĕркелеме - афишăсем, буклетсем, йыхрав хучĕсем тата тем те пĕр тутарма - ярса пынăччĕ. Вара хам суда патăм. Район сучĕ министерствăран 15 миллион тенкĕ шыраса илмелли йышăну кăларчĕ. Мĕн çав, министрăн упăшки шалти ĕçсен министрĕн çумĕнче ĕçлетчĕ те, тÿре-шаран аллисем «вăрăм та çăмлă» вĕт, Аслă суд ку йышăнăва пăрахăçларĕ. Вăт çавăн пек пирĕн влаç. Вĕсем çĕр-шыв саккунĕсене те хăйсене майлă, хăйсене юрăхлă ĕçлеттерме «ăс» та, «вăй» та çитереççĕ. Укçи-тенки тарама. Чи кирли - мана хуçаймарĕç. Тĕрĕслĕх çĕнтерчĕ. Ку пăтăрмахăн сюжечĕ питĕ кăсăклă. Ăна хаçатри пĕр статьяна тĕпĕ-йĕрĕпе вырнаçтарма çук. Çавăнпа та калав çыр. Шăнăрĕ çав тери витерÿллĕ - çанă тавăрса ĕçлекене влаç ĕлĕк те юратман, халĕ те кăмăлламасть, мĕншĕн.
- Петр Степанович, «ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăнă.» ыйтăвăма хуравласа пĕтереймерĕн, тем сиктерсе хăварнăн туйăнать мана.
- Чухлатăп-ха эсĕ мĕн çинчен шухăшланине /кулать/. Юрĕ, калам.
Улттăмĕшĕнче-ши е çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне-ши - пÿрт умĕнче купаланса выртакан йĕпе хăйăр çине, вылямалла тенĕ пек кăна ĕнтĕ, хĕрарăмăн çара кĕлеткине хăвăрт-хăвăрт ăсталаса хутăм. Манран аслăрах тантăшăмсем курчĕç те - ахăлтатса кулаççĕ. Вĕсем кĕпĕрленсе тăнине курса аслисем те пухăнма тытăнчĕç. Юрать-ха çумăр çума тытăнчĕ те - çарамас кÿлепе наччасах ирĕлсе çухалчĕ.
- Санăн «шедеврна» курнă арçынсенчен пĕри çапларах каланă пулать, «Неснай, хĕрарăмăн çарамас кĕлеткине хăйăртан ăсталанипех скульптор пулайĕ-ши Печча.» Унăн сăмахĕсем, Петр Степанович, чутах чăнлăха çаврăнман - И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне эсĕ виççĕмĕш ăстрăмран тин вĕренме кĕрейнĕ.
- Тÿрех кĕрейменнинче хĕрарăм «йĕрне» шырамалла мар. Экзаменсене тĕплĕ хатĕрленменшĕн хам айăплă. Рисованипе, живопиçпе, черченипе питĕ лайăх тытрăм. Математикăпа - такăнтăм. Ку предмета шкулта юратса вĕреннĕ пулсан та. Çавăн пек билет лекрĕ - пуç нимĕн те ăнкармасть, тĕрĕс хурава ăсласа кăлараймасть. Э-э, мĕн нушаланса ларатăп-ха терĕм те - экзаменран тухса кайрăм.
Виçĕ çул хĕсметре пулнă хыççăн телей «шырама» иккĕмĕш хут талпăнтăм. Хальхинче пушшех, пĕрремĕш экзаменрах, ăнмарĕ. Билетра ыйтнă сăнара ÿкернĕ чухне юлташăмпа калаçкаланине Николай Николаевич Лукин преподаватель асăрхарĕ те, «Аха, пĕр-пĕрне пулăшатăр!» - тесе иксĕмĕре те «иккĕ» лартса пачĕ. Мĕншĕн çапла хăтланчĕ. Халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастăп. «Паян «пиллĕк» илетĕп-ха. Тепĕр экзамена та лайăх парасчĕ», - тенĕччĕ ун чухне юлташăма. Çавă, «паян «пиллĕк» илетĕп-ха» тени, килĕшмен-ши ăна. Шел, çут тĕнчерен кайиччен ыйтса юлаймарăм.
Кĕркунне хатĕрленÿ уйрăмне çÿресе тĕплĕ вĕрентĕм. Тепĕр çулхине ĕмĕтĕме пурнăçларăм - вĕренме кĕтĕм.
- Скульптор ĕçне профессионал пек тытăннăранпа Раççейри нумай курав йĕркелерĕн. Чи асра юлнисем хăшĕсем?
- Институт хыççăн Шупашкарти Ÿнер фондĕнче ĕçлерĕм. Пĕтĕм союзăн пултарулăх дачинче пĕлĕве анлăлатрăм. Куравсем вун-вун ирттернĕ, малашне те йĕркелĕпĕр. Хамăн ĕçĕмсене тăван халăхăмпа çыхăнтаратăп, куравсене те чăвашлăх ыйтăвĕпе кăшăллатăп. Кашниех асăмра, пĕрне ырласа теприне хурлас килмест. Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче тăватă-пилĕк, çынсен коллекцийĕсенче çирĕме яхăн ĕç упранать. Вĕсемсĕр пуçне Герман Лебедев композиторăн Асăну хăмине, Иоаким Максимов-Кошкинскин вил тăпри çинчи палăка, Çĕнĕ Шупашкарта çирĕм пилĕк метр çÿллĕшлĕ «Тĕнче моделĕ» композици, Мухтав аллейинче тĕрлĕ вăрçăра çапăçнă салтаксене халалланă палăк, Саратоври прюин - юристсене хатĕрлекен академи - умĕнче правосуди туррин - Фемидăн - палăкне ăсталаса вырнаçтарнă.
- Мускавра пичетленекен хаçатсенчен пĕринче çакăн пек йĕркесем вуланăччĕ, «Илья Глазунов художникăн куравĕсене килекен çынсем, «Эпĕ вырăс пулнипе мăнаçланатăп», - тесе хаклав кĕнекине çырса хăвараççĕ». Санăн куравусене пырса курнисенчен кам та пулин, «Эпĕ чăваш пулнипе мăнаçланатăп», - тесе çырнисем пулнă-и?
- Пулнă. Пĕрре кăна та мар. Аллă çул тултарнă тĕле Шупашкарта пысăк курав йĕркеленĕччĕ. «Чăваш Мадонни» ĕçĕме курса хавхаланнă студентка хаклавпа сĕнÿсен кĕнекине çапла çырса хăварнăччĕ, «Чăваш Мадонни» çав тери паха, тарăн шухăшлă. Пире çут тĕнчене илсе килекен Аннесене çакăн пек сума сумалла та. Манăн кĕлеткемре чăваш юнĕ чупнишĕн хĕпĕртетĕп, мăнаçланатăп». Екатеринбургра «Амазонкăсене» хăпартланса ырларĕç, ăшă сăмах нумай каларĕç.
- Тĕнчипе паллă скульптор Эрнст Неизвестный, «Мăшăрăмпа иксĕмĕр пухнă пĕтĕм укçана манăн сăнарлă искусствăна хыврăмăр», - тенĕччĕ. Петр Степанович, эсĕ ăçта хыватăн. Пурте пĕлетпĕр, çĕнĕ ĕмĕре кĕнĕренпе питĕ тухăçлă ĕçлетĕн. «Ухăран перекен амазонкуна» патшалăх пĕр миллион тенкĕлле туянса Ÿнер музейне парнелени те çакна çирĕплетет.
- Миллионах мар. Кĕвĕçекенсем ăна çапла сăмах сараççĕ. «Ухăран перекен амазонкăна» Мускав экперчĕсем 600 пин тенкĕлĕх хакланă. Эпĕ вара 100 пинне ытти авторăн ĕçĕсене туянма музее патăм. Скульптура тăвасси йÿнĕ ĕç мар. Мĕн пуçтарни, перекетлени йăлтах унта кайса, хывăнса пĕтет. Çитмест те.
- Сан пек скульптор Чăваш Енре сахалах мар темелле. Апла пулин те туристсене илĕртме эсир хавхаланса хутшăнни курăнсах каймасть. Калăпăр, чăваш халăхĕн мухтавлă çыннисен сувенир бюсчĕсене, статуэткисене кăнтăрла хунарпа шырасан та тупаймастăн. Тĕрĕссипе, вĕсем аякран килекен туристсенчен ытларах хамăра, чăвашсене, кирлĕрех. А.Николаев, И.Яковлев, К.Иванов, Çеçпĕл Мишши, Н.Никольский, П.Хусанкай... бюсчĕсем кашни ял-хулари шкулсен, педколледжсемпе техникумсен, институтсемпе университетсен библиотекисенче, музейсенче, культура керменĕсенче пулмалла. Мĕн каланă пулăттăн кун пирки?
- Тĕрĕс ыйту. Анчах та ăна скульпторсем хăйсем тĕллĕн пурнăçлаймĕç. Патшалăх саккасĕ кирлĕ. Тата та анлăрах илсен - ăнăçлă палăксем те пирĕн çукпа пĕрех. Наци библиотеки умĕнчи Яковлев палăкнех илер. Ватăлса вăйран кайнă асатте пек ларать Иван Яковлевич. Халăхăмăрăн шалти туйăмне нимĕн чухлĕ те çĕклентермест, хавхалантармасть. Республика тÿремĕнчи Ленин пек вашлаттарса пымалла унăн. Халăхăмăра çутта кăларнă чухне, тĕрлĕ аса илÿсене ĕненес тĕк, вăл çапла çÿренĕ те.
- Кÿлмек хĕрринчи Анне палăкĕ таврашĕнчи çара тайлăм мана пĕрре те килĕшмест. Унта лутра ÿсекен пан улми йывăççисем лартсан, хитре саксемпе юмахри сăнарсен кĕлеткисене вырнаçтарсан еплерех хитре кĕтес пулмалла. Уйрăмах çуркунне, пĕтĕм улмуççи шап-шурă чечеке ларсан, çăтмахри евĕр туйăнмалла. Çакна хăтлама пире мĕн çитмест, мĕн чăрмантарать?
- Тем çÿллĕш Анне палăкĕ тăр пĕччен çĕкленсе тăни, чăнах та, килĕшÿллех мар. Скульпторсенчен ытла ку тĕлĕшпе архитекторсен çине тăрарах пуç ватмалла. Саккас парсан эпир кирек мĕнле çĕнĕ шухăша та пурнăçлама хатĕр. Питĕ шел, хула архитекторĕсем Шупашкарăн сăртлă-тăвайккиллĕ хитре вырăнĕсемпе усă курма вĕренеймерĕç. Эсĕ асăннă Анне палăкĕн тайлăмĕнчех шыв сиккисем, фонтансен ярăмĕсем тума пулать. Тĕрĕссипе - хула архитектури пирĕн çук. Эпĕ кăна мар, ĕçтешĕмсем те, аякран килекен хăнасем те çаплах калаççĕ. Мускав полковникĕ, «Сирĕн Оперăпа балет театрĕ крематори çурчĕ пек курăнать», - тенĕччĕ.
- Район центрĕсенчи тÿремсенче çак тăрăхран тухнă сумлă çынсен бюсчĕсене лартса Мухтав аллейисем йĕркелес вырăнне вертолетсем, бронетранспортерсем, тупăсем, зениткăсем вырнаçтарнине тата мĕнле хаклатăн?
- Манăн хак çапла - тăнкăрлăх, путишлĕх ку. Вĕсем тÿремсемпе урамсенче мар, Шупашкарти Мухтав монуменчĕ çумĕнчи Çар техники музейĕнче çеç пулмалла. Чун-чĕрене сехĕрлентерекен хĕç-пăшала урамсене тултарса мар, тăван-пĕтене хисеплеме, çуралнă яла, района, республикăна, çĕр-шыва юратма, пурнăçăн чăн çулне тупма вĕрентсе ачамăрсенче патриотлăха туптамалла.
- Паллă, ĕмĕт-тĕллевсĕр малалла каяймастăн, малашлăх та тĕтреллĕ. Голландире пурăнакан тĕнчипе паллă чăваш скульпторĕнчен Александр Таратыновран тĕслĕх илсе халăх пĕлекен хайлавсем тăрăх скульптура композицийĕсен ярăмне тума пуçăнас шухăш çук-и?
- Ку енĕпе эпĕ тахçанах ĕçлетĕп, хатĕр эскиз-проект вун-вун. Вĕсем пурте чăваш халăхĕн пурнăçне сăнланисем, скверсемпе парксене вырнаçтарса хулана çĕнĕ илем кÿмеллискерсем. Мана «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ» хисеплĕ ят парса чысланă чухне çирĕм проекта Николай Васильевич Федоров Президента патăм. «Вăхăт тупса паллашсан, мана тата та лайăхрах сĕнÿсем парсан малалла хавхаланса ĕçлĕп», - терĕм. Николай Васильевич проектсем пирки сĕнÿсем тăратма ĕçсене хула администрацине панă. Шел те, вĕсем архитекторсен, художниксен ĕçĕсен хушшинче «çухалса» кайнă. Уççи-хуппине тупаймарĕç. Куншăнах пуçа усмарăм. Ĕçĕмсем, «оригиналсем», пуçра вĕт. Унта нимĕн те çухалмасть.
- Кашни çын кăштах та пулин философ пулмалла. Петр Пупинăн пурнăç философийĕ мĕн е мĕнре?
- Чăваш тĕнчине, пурнăçне, йăли-йĕркине, мухтавлă çыннисене ĕçĕмсенче кăтартса килес ăрусем валли хăварасси - акă манăн тĕп философи.
БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ
- Кашни скульптурăн, ÿкерчĕкĕн хăйĕн энергетики /хăвачĕ/ пуррине ĕненетĕн-и?
Кирек мĕнле япалана та çын хăйĕн пуян тĕнчипе ăсталасассăн - унăн энергетики пур.
- Хăшĕ çын чунне ытларах тыткăнлать, кĕвĕ-и е живопиç-и?
Ман шухăшăмпа - вĕсене пайламалла мар. Живопиç те, кĕвĕ те расна илĕртÿлĕхпе уйрăлса тăраççĕ.
- Ача чухнехине аса илсе хĕрарăмăн çара кĕлеткине хăйăртан мар, гранитран е мрамортан маçтăрлани пулнă-и?
Пулнă. Мрамортан.
- Хăйĕн кĕлеткине «мраморлама» кам - чăваш хĕрĕ килĕшрĕ-и е вырăс-и?
Вырăс хĕрарăмĕ. Натурщица.
- Ача чухне тăхăнса çÿренĕ çăпатуна талисман пек усă курас тесе-и мастерскойĕнче тытатăн?
Çапла теме юрать те-тĕр. Мĕншĕн тесен вăл çутă та илĕртÿллĕ ачалăхăма аса илтерсе хавхалантарса тăрать.
- Ачусем санра мĕне ытларах килĕштереççĕ?
Тирпейлĕ те тÿрĕ пурăннине.
- Паянхи саманара сана мĕн килĕшет?
Çут тĕнче пархатарĕ.
- ... мĕн килĕшмест?
Çынсен кăмăл-сипечĕ улшăнни. Коммунистсене хивреленсе тÿнккенĕ этемккесем халĕ хăйсем вăрласа, çаратса юлас тесе выçлăхланни.
- Хăвăн талантупа пурăнма çăмăл-и е йывăр-и?
Çăмăл та, йывăр та. Йывăр - пысăк яваплăх, ĕçĕмсем пĕр кунлăха мар - килес ăрусем валли. Çăмăл - пултарулăх ани вĕçĕ-хĕррисĕр, вăл çунатлă телей.
Геннадий МАКСИМОВ калаçнă
Комментари хушас