Пултаруллисем ĕçре çитĕнÿсем тăваççĕ, кил ăшшине упраççĕ
Чăваш Енре пултаруллă журналист сахал мар. Пичет кăларăмĕсенче, радиопа телекуравра ĕçлеççĕ вĕсем. Уяв умĕн шăпах вĕсенчен пĕринпе - Чăваш наци телекуравĕн редакторĕпе - Олеся Руссаковăпа тĕл пултăмăр.
«Туслăх йывăçĕ», «Кил ăшши», «Тĕплĕ калаçу» кăларăмсен авторне чылай куракан кăмăллать. Паян вăл сенкер экран çине мĕншĕн тухманнине хăшĕ-пĕри, тен, чухласах та пĕтереймест-тĕр. Пултаруллă журналист - виçĕ ача амăшĕ. Кĕçĕннисемпе - йĕкĕрешсемпе - хальлĕхе декрет отпускĕнче.
Журналистика анине шкулта вĕреннĕ чухнех сухалама пуçланă Олеся. Çырма юратаканскер «Тантăш» хаçатпа çыхăну тытнă. Эрнесерен конверта сăвă-статья тултарса янă вăл. Хăйĕн ятне хаçатра курни пушшех савăнтарнă, хăпартлантарнă хĕрачана. 1998 çулта «Тантăш» хаçат лауреачĕ пулса тăнă вăл.
- Ун чухне ку сăмах мĕне пĕлтернине те ăнланман. Чухлакан пулсан пушшех хавхалантарчĕ. Тата ытларах çырма тытăнтăм. Редакцие хăнана чĕннĕччĕ, диплом, парне панăччĕ. Тутлă апатпа сăйланăччĕ. Ун чухне ман çинчен çырнă статьяна халĕ те типтерлĕ упратăп, - тет Олеся.
9 класс пĕтерсен Элĕк хĕрĕ Канашри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Тем тесен те журналист пулас ĕмĕчĕ вăйлăрах пулнă çав. Ахальтен-и икĕ çултан аттестат илсе ЧПУн журналистика факультетне каять вăл. Пĕрремĕш курс хыççăн пултарулăхне радиора тĕрĕслесе пăхать, «Тантăш» çинчен те манмасть. Виççĕмĕш курс пĕтерсен вара пĕр хăрамасăр тантăшĕпе Мускава тухса каять, Пĕрремĕш канала ĕçлеме вырнаçать. Тĕрлĕ кăларăм хатĕрлеме хутшăнать унта. Тăваттăмĕш курс хыççăн та практикăна унтах тухать. Пиллĕкмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарти кабель телекуравĕнче тăрăшать. Ун чухне вăл уçăлнă кăна-ха, çавăнпах Олеся хăйне ăна йĕркелесе яракансенчен пĕри тесе те хăюллăнах калама пултарать. Диплом илсен каллех çĕршывăмăрăн тĕп хулине çул тытать пике. «Жди меня» кăларăмра çулталăк вăй хурать, çырусен пайĕнче тăрăшса çынсене ырă тăвать.
Хĕрарăма юрас тесен...
Шăпа пÿрнипе те шăпах Мускавра паллашать вăл.
- Хăйĕн çуралнă кунĕнче лайăх парне тупнă вăл, - шÿтлет Олеся кун пирки.
Нумай та çÿремен çамрăксем, виçĕ уйăхран хĕр савнине ашшĕ-амăшĕпе паллаштарнă, тата виçĕ уйăхран туй та кĕрлеттернĕ.
- Мускавра хваттер тара илсе пурăнаттăмăр: аппа, эпĕ тата тантăшăм. Хăнана аппапа тусăн йĕкĕчĕсем те пыман мар. Алăкран пырса кĕрекен пÿлĕмре çутă çукчĕ. Кам кăна тытса пăхманччĕ пуль вăл люстрăна - никам та юсаймарĕ. Ун чухне эпир Сашăпа паллашнă çеçчĕ-ха. Кĕрсе тухнă чухне çутă çуккине каларăм ăна. Пĕр-икĕ минутрах тÿрлетсе хучĕ. Арçынна юрас тесен тутлă апат çитермелле теççĕ. Упăшка вара мана алли çыпăçуллă пулнипе, ĕçченлĕхĕпе илĕртрĕ. Юрату-юрату теççĕ те, диван çинче телевизор пăхса кăна выртсан вĕри туйăм та сÿнет пулĕ. Арçыннăн темле пулсан та чи малтан çемьене тăрантармалла. Яла кайсан та тÿрех ĕçе пикенет вăл.
Паллах, арçыннăн ăслă та пулмалла. Унпа тем пирки те калаçма май пултăр. Паллашсанах ăс-хакăлне тĕрĕслес шухăшпа истори пулăмĕсем пирки сăмах пуçараттăм - пĕлетчĕ. Математикăра та аташмастчĕ. Çакă та илĕртрĕ, - пытармасть юратнă мăшăрĕпе епле паллашнине чиперук.
Саша ун чухне Мускаври строительство организацийĕнче ĕçленĕ. Халĕ те унтах вăй хурать вăл. Мăшăрĕ вара пĕрремĕш пепкине çуратма тăван тăрăха таврăннă. Çапла пурăнаççĕ те: арçын - Мускавра, хĕрарăм - Шупашкарта.
- Вăл аякра пулнине туймастăп та. Час-часах, тепĕр чухне эрнере икĕ хутчен те, килсе каять. Ялтан хулана çÿренĕ пекех ярăнать. Хушăран икĕ эрнере пĕрре куратпăр, - пĕлтерет мăшăрĕ.
«Эпĕ хам та ял ачи»
Йĕкĕрешсене пăхма вара пепкесем мĕн çуралнăранпах кукамăшĕпе кукашшĕ пулăшаççĕ. Элĕк районĕнчи Вылпасарта пурăннă Илларионовсем тахçанах Çĕнĕ Шупашкарта тĕпленнĕ.
- Аслă ывăлпа ытларах аппаланаттăм, унпа йывăртарахчĕ. Пĕрремĕш пулнипе те çыхăннă ĕнтĕ çакă. Тен, ытларах йĕнĕ те пуль. Кипкине чĕркеме те йĕркеллĕ пĕлмен-тĕр. Халĕ вара опыт пур. Йывăррине пачах туймастăп. Асли те саккăрта ĕнтĕ, вăл та шăллĕсене пăхма пулăшать. Урама уçăлма тухсан та «йывăр пуль» текенсем тĕл пулаççĕ. Çăмăл та. 6 уйăхранпах иккĕшне çăмăллăнах хăваратăп. Пĕр-пĕрне кураççĕ, юнашар çын пуррине туяççĕ вĕсем, çавăнпах эпĕ айккине пăрăнсан та Арсенийпе Георгий лăпкăн выляççĕ. Дима апла марччĕ. Эпĕ пăрăнсанах çари çухăратчĕ, - кулать телейлĕ амăшĕ.
Пурнăçра кун пек парне пуласса пачах кĕтмен Руссаковсем. Иккĕмĕшне шырама тухнăскерсем йĕкĕреш çаклатнă. Тухтăрсем кун пирки пĕрремĕш хутчен пĕлтерсен амăшĕн куçĕ те шывланнă. Хăрама та, шикленме те пĕлмен вăл, савăннă кăна. Иккĕшĕн те ашшĕсен аппăшĕсем йĕкĕреш хăраххисем иккенне шута илсен тĕлĕнмелли нимĕн те çук.
- Ачасем чирлесе асаплантарман мана. Кăкăр сĕчĕпе çитĕнеççĕ вĕсем, тен, çавăнпах çирĕп пулĕ. Теприсен кăкăр сĕчĕ çитмест, кĕлетки илемсĕрленесрен хăраççĕ. Маншăн вара тĕп вырăнта - ачасен сывлăхĕ. Асли те пачах чирлесе курман, температура мĕнне те пĕлмен унпа. Хам та ял хĕрачи-çке, - тет çемьере вăтамми.
Укçа-тенкĕ ыйтăвне арçыннăн татмалла
Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă. Хăшĕ малтан карьера тума ĕмĕтленет, çемье пирки пачах шухăшламасть. Теприсем вара ĕçре те çитĕнÿсем тăваççĕ, кил ăшшине те упраççĕ. Олеся та малтанах вĕренсе пĕтересси çинчен шухăшланă, кайран ĕçе вырнаçма тĕв тунă. Шăпи хăех Патăрьел районĕнчи Сител каччипе паллаштарнă, йыш хушăннă.
- Теприсем, тен, ĕçпе телейлĕ пулĕ. Паянхи кун мана çемьепе, ачасемпе лайăх. Хĕрарăмăн чи малтанах кил ăшши çинчен шухăшламалла, пепкесемпе аппаланмалла. Укçа-тенкĕ ыйтăвне арçыннăн татмалла. Хăть те хăш самантра та курас килет ачасене. Ăçта та пулсан тухсан та хăвăртрах киле таврăнма ăнтăлатăп. «Анне» тесе чĕнни кăна мĕн тери ăшăлăхпа ырăлăх парнелет. Эпĕ хам та виçĕ ачаран кая мар çуратма ĕмĕтленнĕ. Упăшкам Саша та ачаранах пысăк çемье пирки шухăшланă-мĕн.
«Турă ача парсан ачана ÿстермелĕх те парать» теççĕ. Пирĕн те çаплах пулса тухрĕ. Пĕрлешсенех çамрăк çемье программăпа хваттер илме черете тăтăмăр. Анчах ниепле те куçмарĕ вăл, ăçта кăна çитмерĕм пуль! Ачасем çулталăк тултарнă çĕре çитрĕ черет. Мĕн тери пысăк парне пулчĕ ку. Хваттерĕн 35 процентне патшалăх саплаштарчĕ. Амăшĕн капиталне илме пултартăм, унсăр пуçне виç ачашăн Сĕнтĕрвăрринче 12 сотка çĕр, республикăри амăшĕн капиталне пачĕç. Çуратма хăрамалла мар тессĕм килет, пурнăç паратех, - тет нихăçан та пуç усманскер.
Нобель премине илме ĕмĕтленет
Хастар та пултаруллăскер шкулта вĕреннĕ чухнех тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Юрламалла-и, ташламалла-и, сăвă каламалла-и - пур çĕрте те Олеся Илларионова пулнă. Халĕ те çаплах. Хăйне евĕр хобби çакă. Олеся тĕрлĕ конкурса хутшăнма кăмăллать. Чылай чухне ăнăçлă. 2013 çулта вăл пĕтĕм Раççейри «Журналистсем террора хирĕç» конкурсра çĕнтерчĕ, «Живи и помни» фильмпа «Щит России-2013» 16-мĕш фестивалĕн дипломанчĕ пулса тăчĕ. Пĕтĕм Раççейри «Раççей патриочĕ» конкурс призерĕ те, «Единение» конкурс лауреачĕ те, ЧР Пуçлăхĕн стипендиачĕ те. Кăсем пысăкраххисем кăна-ха, ыттисем тата мĕн чухлĕ-ши? Ачисемпе çыхăннă видеоролика «Сам себе режиссер» кăларăма ярса панă.
- Ун чухне ачасем çулталăкра çеçчĕ-ха. Ача вырăнĕ кантăк умĕнче ларатчĕ. Эпĕ кĕсье телефонне чÿрече çине хунă та ăна илессишĕн эх! тапаланаççĕ хайхисем. Вĕсене ÿкерес терĕм. Йĕкĕрешсенчен асли кĕçĕннине кутĕнчен тĕксе хăпартса яни хама та тĕлĕнтерчĕ. Çулталăкри ачасем пĕр-пĕрне çапла пулăшни питĕ кăсăклă пек туйăнчĕ. Çавна конкурса ярса патăм та. Ачасене те тĕрлĕ ăмăрту-вăййа хутшăнтарас килет. Асли ача садне çÿреме пуçланăранпах тĕрлĕ конкурса явăçтаратăп. Çырма юратать вăл, питĕ нумай вулать. Ытлашшипех, эпĕ чарнине кура пытанса та ларать. Малтан Президент пулатăп тетчĕ, халĕ мĕн те пулсан çĕнни шухăшласа кăларса Нобель премине илме ĕмĕтленет. Йĕкĕрешсенчен пĕрне тухтăр тăвас килет, - пытармасть Олеся.
Сывă пурнăç йĕркипе те туслă Руссаковсем. Пушă вăхăт тупăнсанах уçăлса çÿренисĕр пуçне йĕлтĕрпе ярăнаççĕ, бассейна çÿреççĕ.
- Йăпăлтатма юратмастăп. Мĕн те пулин килĕшмесен çынна тÿррĕн калатăп. Çавăнпах курайманнисем те пур. Теприсем, тен, кÿренсе пурăнаççĕ пуль. Хыçра сăмахлакансене, куçран калама хăяйманнисене сивлетĕп, - тÿрĕ чунне уçать журналист.
Нумай ачаллă телейлĕ çемье сахал мар Чăвашра. Олесьăпа Саша вĕсен йышне кĕнĕ те ĕнтĕ. Пурăна киле, Арсенипе Георгий кăшт ÿссен, хĕр шыраса, тен, йыш тата та хушăнĕ-ха. Виççĕ çинче тăваттăмĕшĕ пачах та ытлашши мар телейлĕ хĕрарăмшăн.
Татьяна НАУМОВА.
Çемье архивĕнчи сăнÿкерчĕксем.
Комментари хушас