Пултарулăх - кашни ачарах

27 Авăн, 2014

Чăваш Республикин приоритет ыйтăвĕсенчен пĕри - ачасемпе çамрăксен пултарулăхне уçмалли тата аталантармалли условисем йĕркелесси. Çакна шута илсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи 2012-2017 çулсенче ачасен интересĕсемпе пурнăçламалли Наци стратегине тытса пырассипе ĕçлекен Координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ шăпах çак темăпа иртрĕ.

Ачасен пултарулăхĕ хăш енĕпе вăйлăрах пулнине тупса палăртасси - ашшĕ-амăшĕн тата педагогсен тивĕçĕ. Çавăнпа та кашни ача шкулчченхи ÿсĕмренех хушма вĕренÿре хăйне тĕрĕслени-хăнăхтарни пĕлтерĕшлĕ. 2014-2015 вĕренÿ çулĕнче республикăра хушма вĕренĕвĕн 128 учрежденийĕ ĕçлет, вĕсенче 3000 ытла пĕрлешÿ хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Çакнашкал ушкăнсенче пурĕ 90 пин ытла ача пултарулăхне аталантарать. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 5-18 çулти ачасемпе çамрăксен 62 проценчĕ хушма вĕренĕвĕн ку е вăл программине ăса хывма хутшăннă.

Ларура Михаил Игнатьев çÿлерех асăннă процент виçи пирки иккĕленчĕ: «Статистика кăтартăвĕ чăн пурнăçри ÿкерчĕкпе чăнахах пĕр килет-и?» Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов çийĕнчех ăнлантарчĕ: кăтарту пĕр ачах темиçе тĕрлĕ хушма пĕлÿ илнипе пысăкланма пултарнă. Çакă кăтартусене вĕренÿ, культура, физкультурăпа спорт ведомствисем уйрăммăн пухса пĕрле хушнипе çыхăннă-мĕн.

Ача-пăча пултарулăх аталанăвне çул памалли мерăсем çинчен культура, национальноçсен тата архив ĕçĕсен министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Казакова паллаштарчĕ. Муниципалитетсен культурăпа ÿнер тытăмĕнчи хушма вĕренÿ 46 учрежденийĕ çуллен тĕрлĕ фестиваль-конкурса, форума хутшăнса хăйсен «çимĕçĕпе» - ăста воспитанникĕсемпе - халăха паллаштарать. 2012 çулта çавăн пек мероприятисене 16 пин ача хутшăннă тăк пĕлтĕр йыш 1,7 пин çын ытларах пулнă. Кăçал вара вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ кăна пулин те республикипе тĕрлĕ 700 мероприяти иртме, унта 13 пин ача хутшăнма ĕлкĕрнĕ.

Паллах, культура тĕлĕшĕнчен хушма пĕлÿ илес, пултарулăха аталантарас ĕçре район-хулари, ялсенчи культурăпа кану учрежденийĕсен витĕмĕ пысăк. Вокал е театр, хореографи е фольклор, алă ăстисен е çамрăк ÿнерçĕсен ушкăнĕ - ачасемпе çамрăксем хăйсем кăмăлласа кирек хăшне суйлама пултараççĕ.

Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов асăннă ыйтупа тĕп хула ертÿлĕхĕ тимлĕхе ÿстерсе пынине тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.

Çĕнĕ Шупашкарти Ача-пăча ÿнер шкулĕн çитĕнĕвĕсемпе, ĕç тĕллевĕсемпе тата татса памалли çивĕч ыйтăвĕсемпе унăн ертÿçи Ольга Петрова паллаштарчĕ. Элĕк район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Эдуард Николаев пултарулăха пĕчĕкрен тупса палăртас тата ăна аталантарас енĕпе ачасемшĕн вырăнта мĕнле майсем пуррине тишкерчĕ. Ырă пуçарусем çук тееймĕн. Сăмахран, Элĕксем «Ташлакан шкул» проекта анлăлатса пырас шухăшлă иккен. Ачасене пур енлĕн аталантарса пымалли май самай. Татса паман ыйтусенчен пĕри - районта хушма вĕренÿ валли квалификациллĕ кадрсем çителĕксĕрри.

Ачасен интересĕсемпе пурнăçламалли Наци стратегийĕ Шупашкар, Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ районĕсенче пурнăçланипе муниципалитетсен ертÿçисем паллаштарчĕç.

Михаил Игнатьев çемье институчĕн пĕлтерĕшне обществăра çирĕплетсех пымалли çинчен темиçе те асăнчĕ. Республикăри хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Ольга Зайцева чун ыратăвне сăмахпа палăртса кăна çырлахасшăн пулмарĕ. Ача пултарулăхĕ чăннипех тĕрĕс-тĕкел аталанса пынинче ашшĕ-амăшĕ чи яваплисем пулнине çирĕплетсе хĕрарăмсен тата ашшĕсен канашĕсем «Пултаруллă пепкен телейлĕ ашшĕ-амăшĕ» буклет хатĕрленĕ-мĕн.

- Ырă тĕслĕхсем пирĕн ĕç-хĕле çăмăллатĕç. Халăхра ытларах пĕлччĕр маттур çемьесене, мăшăрсене, ачасене. Хытма пуçланă чĕресене çакă витерĕ. Çапла ача çураласлăх ÿсĕ, уйрăлакан сахалланĕ тен? - республика пуласлăхĕшĕн мĕн чи пĕлтерĕшли пулнине аса илтернĕн илтĕнчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕн сăмахĕсем.

 

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.