"Пултарулăх бульварĕ" йыхравлать
29 Jul, 2014 | Хула

Çурла уйăхĕнче шурă Шупашкар 545 çул тултарнине анлăн паллă тăвăпăр. Хула кунĕнче кăçал та "Пултарулăх бульварĕ" уçăлĕ. Асăннă арт-проекта хула çыннисем питĕ кăмăллаççĕ, вăл хулан тĕп праçникĕн хăйне евĕр сăнĕ пулса тăнă ĕнтĕ.

Проектпа килĕшÿллĕн, уявра Шупашкар пысăк сценăна çаврăнĕ. Илемлетнĕ урамсене клоунсемпе фокусниксем, ташăçсем, юрăçсемпе циркачсем, поэтсемпе бардсем, ытти пултарулăх çыннисем тухĕç. Шур пĕркенчĕк айĕнчи пикесен парачĕ те пулĕ. Кăçал Ленин проспекчĕпе К.Маркс урамĕсенче ачасемпе аслисем валли 70 яхăн ятарлă "лапам" ĕçлĕ. Сăмах май, илĕртÿллĕ çак шоура кирек кам та тĕп роле выляма е унăн режиссерĕ пулма пултарать.

Шупашкар хула администрацийĕ хастар та пуçаруллă, талантлă çынсене "Пултарулăх бульварне" йĕркелеме йыхравлать. Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсем те хăйсен сĕнĕвĕсене пама пултараççĕ. Тĕп темăсем: кино, сăн ÿкерÿ ĕçĕ, юрă-кĕвĕ, литература, цирк, спорт, ташă, мода тата дизайн, ача-пăча программисем тата ытти те.

 

А.ГРОМОВА

А.ГРОМОВА