Пулнă пирĕн несĕлсем, улăп евĕр паттăрсем

13 Ака, 2018

...Ефремов купсасен шурă Шупашкарăн историллĕ пайĕнче вырнаçнă хăтлă та капмар çурчĕсем хула çыннисене паян кун та хăйсен капăрлăхĕпе, илĕртÿлĕхĕпе тыткăнлаççĕ. Çакă ахальтен мар-тăр: халăхра çÿрекен халапа ĕненес тĕк вĕсене «хуçа чунĕ» упраса пурăнать.

Тĕнчене кисретнĕ ахăр самана...

1917 çулхи тĕнчене кисретнĕ ахăр самана хыççăн пурнăçăн ĕмĕрсен хушши чăмăртаннă йĕрки-курки самантрах чăл-пар саланнă, нарăс уйăхĕнче патшана сирпĕтсе антарнă, юпа уйăхĕнче хуçасене тĕп тунă, вĕсен вырăнне тарçисем йышăннă. Фабрика-завода национализациленĕ, пуянсен керменĕсене çĕнĕ хуçасем, чылай чухне совет влаçĕн учрежденийĕсем, кĕрсе вырнаçнă.
Чăваш Республикин патшалăх тĕп архивĕн фончĕсен м атер и алĕсем çи рĕплетнĕ тăрăх, революци хыççăнхи тапхăрта Ефремовсен йăхне те «уйрăм праваллă» классен шăпи кĕтнĕ: аркату сăваплă вырăнтан — çемье масарĕнчен — пуçланнă. А.Терентьев тавра пĕлÿçĕ шухăшĕпе, Прокопий Ефремовичăн /1907 çулхи кăрлач уй-ăхĕнче вилнĕ/ тата унăн иккĕмĕш арăмĕн Екатерина Васильевнăн /1906 çулхи ака уйăхĕнче пурнăçран уйрăлнă/ саркофагĕсене уçнă. Каярахпа Сергей Прокопьевичăн хулари чи хитре те илемлĕ çуртне опиçленĕ, унтан — Николай Прокопьевичăнне. Каярахпа Федор Прокопьевич пурлăхне конфискациленĕ. Хула пуçлăхĕ тата вак кредитăн уесри земство кассин правленийĕн председателĕ пулнăскерĕн тупри, паллах, нумай шутланнă.
1918 çулхи çуркунне тĕлне пĕтĕм çурт- йĕре, складсене, ампарсене, ытти хуралтăна тупри-мĕнĕпех национализациленĕ. Хăма çуракан завода чĕр тавар çуккипе хупнă, оборудование салатса пĕтернĕ.
Ефремовсен К.Маркс урамĕнчи /ун чухнехи Благовещени урамĕ/ йăх çуртĕнче 1918 çулта коммунистсен клубне уçнă, каярахпа тавра пĕлÿ музейĕн экспоначĕсене вырнаçтарнă.Совет саманинче вăл Ленин музейĕ пулнипе палăрса тăнă.
Сергей Прокопьевичăн хулари чи капмар çуртне çĕнĕ влаç «Искусство керменĕ» туса хунă, каярахпа унта Наркомат, ШĔМ хÿтлĕх тупнă, 1930 çулсенче унăн путвалĕсене «халăх тăшманĕсемпе» тултарнă. Хулара çав тапхăрта пурăннă çынсен асилĕвĕсем тăрăх, хуралта тăракан салтаксем иртен-çÿрене ун умĕнче чарăнса тăма ирĕк паман: путвал чÿречисенчен кăшкăрни-нăйкăшни таврана саланнă.
Николай Прокопьевич çуртĕнче тăлăхсен приютне уçнă, тĕрлĕ тапхăрта унта ача-пăчан сĕт кухни, ача çурчĕ, мăшăрлану керменĕ ĕçленĕ, халĕ ЧНК вырнаçнă.
Федор Прокопьевичăн К.Иванов урамĕнчи /унчченхи Собор урамĕ/ керменне малтан коммуна йышăннă, каярахпа — ача сачĕ. Юлашки çулсенче ăна совет служащийĕсене пурăнмалла майлаштарнă. Халĕ — Художество музейĕн вырăс искусствин уйрăмĕ вырăн тупнă.
Ефремовсен çемье масарĕн часавайĕпе тĕрлĕ склад тата кăлпасси цехĕ пек усă курнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ăна православи чиркĕвне тавăрса панă тата Иоанн Кронштадтский ячĕпе сăвапланă.
Пĕртăвансен шăпи синкерлĕ пулсан та тĕрмене хупман, лагере яман. Пĕтĕм пурлăхне Шупашкарта хăварса вĕсем Хусана çул тытнă, çурт туянса унта тĕпленнĕ. Николайпа Федор — 1921 çулхи выçлăхра, Сергей 1931 çулта вилнĕ. Ехрем хуçа йăхне Сергей Прокопьевич ывăл-хĕрĕ тăснă, пурте вĕсем тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ тата Тутар Республикинче ĕçлесе пурăннă.
Шел, Ехрем купсапа унăн тăванĕсен укçипе е вĕсем пулăшнипе çĕкленĕ çурт- йĕртен, чиркÿсемпе шкулсенчен чылайăшне аркатнă. Çапах та пурăнмалли çурчĕсемпе часавай паян кунчченех сыхлан-са юлнă, вĕсем Чăваш Ен тĕп хулин архитектура палăкĕсем шутланаççĕ. Чăваш тавра пĕлÿ музейĕн картишĕнче упранакан гранит чул çине: «Çакăнта 1862 çулхи çурла уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче çуралнăранпа 65 çула кайса вилнĕ Ефрем Ефимович Ефремов хресчен ÿчĕ ĕмĕрлĕх канăç тупнă» — тесе çырни паянхи самана çыннисене чăвашсен хушшинчен те пултаруллă та тивĕçлĕ маттурсем тухнине, чухăнлăхра пурте пĕр тан пулма тăрăшни этем обществине аталантармалли тĕрĕс çул пулманнине асилтерсе тăнăн туйăнать.

Ехрем хуçан пĕр кунĕ

«Кашни темăн — хăйĕн вăхăчĕ, — тет «Ехрем хуçа» пьеса авторĕ Анатолий Ильич Кипеч. — Малтанхи çулсенче Ехрем хуçа çинчен япăх калаçнă: вăл — кулак, çынсене пусмăрласа пуйса кайнă тенĕ. Хăйне хыт кукар майлă сăнланă, пуянлăхне пăхмасăр çăпатапа, сăхманпа çÿренине питленĕ.
Вăхăчĕ çавăн пек çаврăнса тухрĕ, хальхи саманара пире чăвашсен хушшинче хăй тĕллĕн йĕркеллĕ ĕçлесе пурăннă çынсен тĕслĕхĕ кирлĕ. Çак шухăш патне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, çĕршыв аталанăвĕн çул-йĕрĕ тĕпрен улшăннă тата пуçаруллисем предпринимательлĕхе, бизнеса кÿлĕнме, хăйсен ĕçне йĕркелеме тытăннă тапхăрта, пырса тухрăм та. Ехрем хуçана ха лăх умне урăхларах кăларас тĕллев тытрăм ун чухне».
Писатель, драматург, паллах, чăвашран тухнă çĕрме пуян çын сăнарне ытти çынсем урлă кăтартса пама тăрăшнă. Ун çинчен çырнă материалсене тишкернĕ Анатолий Ильич, архиври документсемпе паллашнă. Виталий Орловăн «П.Е.Ефремов: халап тата чăнлăх» тĕпчевĕ /Шупашкар, 1997 ç./ уншăн хăйне май пысăк пулăшу пулса тăнă.
«Прокопий Ефремовичăн пĕтĕм кун- çулне мар, унăн пурнăçĕн пĕр самантне, шăп та лăп çуралнă кунне, илтĕм пьеса валли, — тет автор. — Çамрăк çын мар ĕнтĕ текех вăл, самаях çулланнă, аслă ывăл- хĕрĕ çитĕннĕ, пĕчĕкреххисем те пур, унăн ача йышлă пулнă вĕт: малтанхи арăмĕнчен — 6 хĕр, иккĕмĕшĕнчен — 5 ывăлпа 4 хĕр. Çавăнпа та уншăн çемье яланах пĕлтерĕшлĕ шутланнă, ачисене пĕчĕкренех ĕçлеме вĕрентнĕ, «Сирĕн халăхпа хутшăнма хăнăхас пулать», — тенĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.