ПӲЛĔМРИ ЧЕЧЕКРЕН - ФИТОСĔТКЕН

18 Раштав, 2014

Пӳртри чечексенчен сиплĕ сĕткен мĕнле хатĕрлемелли тата унпа хăçан, мĕнле усă курмалли çинчен малалла каласа паратпăр.

Агава

Америка агавин сĕткенĕ микробсемпе кĕрешекен, вĕрилентернине чакаракан, манкана çемçетекен, шăк хăвалакан, çемçетекен витĕмпе палăрса тăрать.

Мĕнле хатĕрлемелле. Çулçа çумалла, типĕтмелле, вакласа е блендерта вĕтетмелле, марля витĕр пăчăртаса сĕткенне юхтармалла.

Вар хытсан 1 чей кашăкĕ сĕткене вĕренĕ чĕрĕк стакан шыва ярса кунне 2 хут апат хыççăн ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Çăпан тухса аптратсан кунне 3 хут апат хыççăн 1 черкке шыва 30 тумлам сĕткен ярса ĕçмелле. Çакăнпа пĕрлех çăпан çине агава сĕткенĕнче йĕпетнĕ марля салфетка хумалла. Бинтпа çирĕплетмелле, пӳр тухма пуçличченех тытмалла. Çыхха кунне пĕрре çĕннипе улăштармалла. Курс - çăпан çухаличчен.

Радикулит, ревматизм чухне 1 апат кашăкĕ сĕткене 1 стакан шурă эрехе ямалла, пĕр талăк лартмалла. Çĕрлене хирĕç ыратакан вырăна настойкăпа сăтăрмалла, çиеле çӳхе сий мамăк хумалла, çăм шарфпа çыхса çирĕплетмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Асăрханăр: ача кĕтекен хĕрарăмсене, пĕвер, ват хăмпин, эндокрин тытăмĕн ĕçĕ пăсăлнă çынсене агава сĕткенĕ юрамасть.

 

Сансевери

Сансевери /халăхра ăна «хуняма чĕлхи» теççĕ/ сĕткенĕ микробсене хирĕç кĕрешекен, сурана ӳт илтерекен, сывлăха пĕтĕмĕшле çирĕплетекен, тонуса çĕклекен витĕмлĕ.

Мĕнле хатĕрлемелле. Агава сĕткенне юхтарнă чухнехи евĕрлех.

Шăк хăмпи шыçсан /цистит/ кунне 2 хут апат хыççăн 2 чей кашăкĕ сĕткене пĕр сыпкăм шывпа ĕçмелле. Курс - 2 эрне.

Тонзиллит, фарингит, ларингит аптратсан 1 апат кашăкĕ сĕткене 1 стакан вĕренĕ ăшă шыва ямалла. Шĕвекпе пыра кунне 2-3 хут чӳхемелле. Курс - шыçни иртиччен.

Суран, чĕртернĕ ӳт çине 2-3 сехете сансевери сĕткенĕнче йĕпетнĕ марля салфетка хумалла. Курс - сываличчен.

Асăрханăр: ача кĕтекен хĕрарăмсене юрамасть.

 

Очиток

Моргана очитокĕн сĕткенĕ микробсене хирĕçле кĕрешекен, юн кайнине чаракан, сурана ӳт илтерекен, тонуса çĕклекен витĕмпе палăрса тăрать.

Мĕнле хатĕрлемелле. Агава сĕткенне юхтарнă евĕрлех.

Шăнса пăсăлсан кунне 3 хут /юлашкине 15 сехетрен кая юлмасăр/ апатчен 15 минут маларах 1 черкке вĕренĕ шыва 15-20 тумлам сĕткен ярса ĕçмелле. Курс - сывлăх лайăхланиччен.

Пиçсе кайнă ӳт çине 2 сехете сĕткенре йĕпетнĕ марля салфетка хумалла. Процедурăна кунне 2 хут тумалла. Курс - ӳт йĕркене кĕриччен.

Асăрханăр: сĕткене ĕçнĕ чухне виçене çирĕп пăхăнмалла.

 

Фикус

Фикус /фикус каучуконосный/ сĕткенĕ микробсене, вируссене хирĕçле кĕрешекен, лăплантаракан, ыратнине ирттерекен витĕмлĕ.

Мĕнле хатĕрлемелле. Агава сĕткенне юхтарнă чухнехи пекех.

Кăкăр шыççи мастопати тертлентерсен 1 чей кашăкĕ фикус настойкине /чĕрĕк стакан сĕткене çур стакан шурă эрехе ямалла/ 1 черкке шывпа кунне 2-3 хут апат хыççăн ĕçмелле. 10 кун сипленнĕ хыççăн 7 кун тăхтамалла та тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.

Асăрханăр: фикус наркăмăшлă, çавăнпа виçене çирĕп пăхăнмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.