Пулăшу ыйтакана - хÿтлĕх

21 Чÿк, 2013

Çулталăк вĕçлениччен уйăх ытларах юлнă пулин те Республикăри ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ 2013 çула палăртнă тĕллевсене пурнăçланă та ĕнтĕ. Чÿк уйăхĕн 5-мĕшĕ тĕлне районта 1101 гражданина йышăннă, вĕсенчен 949 -шне ĕçпе тивĕçтернĕ.

Пуриншĕн те паллă: патшалăх ыйтнине пăхăнса ĕçпе тивĕçтерекен центрсем ятарлă программăсене пурнăçлаççĕ. Вĕсенчен хăшне мĕнлерех майпа вăя кĕртсе пыни, Вăрмарти ĕçлев уйрăмлăхĕсем çинчен пире тĕплĕн каласа кăтартма Анастасия ЕГОРОВА ертсе пыракан инспектор килĕшрĕ /сăн ÿкерчĕкре/. Специалист ку центрта виççĕмĕш çул кăна ĕçлет пулин те ведомство хăйне евĕрлĕхĕсене хăнăхса çитнĕ.

- Анастасия Владимировна, кашни ĕçĕн - хăйĕн специфики. Сирĕн организацин темĕн тĕрлĕ çынпа та тĕл пулма тивет...

- Тĕрĕсех. Пулăшу шыраса килнисен хушшинче такам та пулать. Кашнин кăмăлне тивĕçтерес тесен чăн-чăн психолог пулма тивет. Малтанах йывăрччĕ, халĕ хăнăхса пыратăп. Аслăрах ĕçтешсен халăхпа хутшăнас опыт пысăк, вĕсене сăнатăп. Хăйĕн вăхăтĕнче хам та ĕç пирки кунта килсе курнă, çавна май центр мĕнлерех пулăшу пама пултарнине аван пĕлнĕ.

- Мĕн пытармалли: яллă вырăнта яланхи ĕç тупма кансĕртерех. Ял хуçалăх предприятийĕсенчен нумайăшĕ йăшнăран - пушшех те. Çемье бюджетне вара тытса тăмалла. Харпăр хăйĕн ĕçне пуçаракан чылай-и?

- Ун пеккисем йышланчĕç. Чи кирли - çын хăйĕн кăмăлне каякан ĕçе йĕркелемешкĕн пултарни. 2009 çултанпа харпăр хăйне ĕçпе тивĕçтерекенсене пулăшу кÿмелли программа вăйра тăрать. Ĕçсĕррисен списокĕнче тăракан, предпринимательлĕхпе аппаланса пăхма кăмăл тăвакан граждансен малашлăх валли бизнес-план хатĕрлемелле. Ăна пирĕн центр çумĕнчи комисси пăхса тухса хак парать. Юрăхлă проект хуçисене пĕр хутчен укçа-тенкĕ пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ /58800 тенкĕ/. 4 çулта патшалăхăн çакнашкал хÿтлĕхĕпе 258 çын усă курнă. Кăçал - виççĕн. Сăмахран, Венедикт Яковлев Вăрмар поселокĕнче автосервис уçрĕ. Кĕлкеш ялĕнче пурăнакан Нина Иванова сысна ĕрчетсе тупăш илесшĕн. Тикаш ялĕнчи Алиса Ульянова пластик конструкцисене вырнаçтарас енĕпе пуçарулăх кăтартать. Асăннă суммăна тивĕçнĕ çынсем пирĕн центр куçĕнчен çухалмаççĕ: предпринимательсене вырăна тухса тĕрĕслетпĕр. Тапратнă ĕç йĕркеленсех каяймарĕ тĕк тÿленĕ укçана каялла тавăрса памалла. Ун пекки те пулнă пирĕн практикăра.

- Пĕлме интереслĕ: проектсем хатĕрлессине ытларах мĕнле ĕçпе çыхăнтараççĕ?

- Ялсенче мăйракаллă шултăра выльăх, сурăх-качака, хурт-хăмăр ĕрчетесси анлă сарăлнă. Энĕшпуçĕнче, калăпăр, предприниматель пĕвене пулăпа пуянлатать. Поселокра парикмахерски е ателье уçаççĕ. Кавалта тротуар сармалли плитка туса кăлараççĕ. Чылайăшĕ хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă.

- Обществăн хÿтлĕхсĕр сийне - инвалидсене - еплерех пулăшма май тупатăр?

- Вĕсем пурнăçлама пултаракан ĕçсем сĕнетпĕр. Акă кăçал çакнашкал виçĕ çын ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр. Вĕсем «Алекс» фирмăра, «Светлана» ООО-ра, «Павлов В.Ф.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче ĕçлеççĕ. 2010 çултанпа пурĕ 19 инвалида тĕрлĕ вырăнти йывăр мар ĕçе вырнаçтарнă.

- Ача пăхма уйăракан отпускри е нумай ачаллă хĕрарăмсене тимлĕхсĕр хăварман-и?

- Ку енĕпе кăçал пирĕн ведомство тĕллевлĕн тăрăшать. Нумаях пулмасть нумай ачаллă Вера Павловăна Вăрмарти райпо лавккине вырнаçма пулăшрăмăр. Марина Матвеева видеосăнав диспетчерĕнче вăй хурать.

Пепкине ÿстернĕ вăхăтра килте ларакан хĕрарăмсем ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă вĕренме пултараççĕ. Профхатĕрленÿ, квалификацие улăштарасси е пысăклатасси - ачи виççĕ тултарман тăк хĕрарăм çавăн пек вĕренÿ курсне кайма пултарать. Организаци вĕренÿ тăкакĕсене туллин саплаштарать, общежитире пурăннăшăн та хăй тÿлет. Вĕренекенсем стипенди илеççĕ. Специальноçа алла илмелли тапхăр тĕрлĕрен: парикмахерсен - çур çул, ыттисен 1-1,5 уйăх вĕренмелле. Çын ытларах чухне курссене хамăрăн районтах йĕркелетпĕр. Тĕп хулари «Аспект» вĕренÿ центрĕпе, компьютер пĕлĕвĕн центрĕпе килĕшÿсем йĕркеленĕ.

- Вĕренсе тин пĕтернĕ çамрăксем валли те ятарлă программа пур тенине илтнĕччĕ...

- «Пĕрремĕш ĕç вырăнĕ» ятлă вăл. Професси пуçламăш тата вăтам пĕлĕвне илнĕ 18-20 çулти çамрăксем пирĕн патăмăра килсе ыйту çырма пултараççĕ. Стаж çуккисен хăйсене тивĕçтерекен ĕç тупма ансат мар. Эпир предприятисемпе килĕшÿ тăватпăр та - ĕнерхи студентăн ĕç вырăнĕ хатĕр. Çамрăк МРОТран сахал мар виçепе ĕç укçи тата пирĕн ведомствăран укçан пулăшу илет. Паллах, хăйсене лайăх енчен кăтартакан яшсемпе хĕрсем эпир вырнаçма пулăшнă предприяти-организацирех юлма пултараççĕ.

- Анастасия Владимировна, халăха пулăшассипе çыхăннăран сирĕн ĕçĕр чăнахах пархатарлă. Тавах анлă калаçушăн.

Ирина ПУШКИНА.

Сăн ÿкерчĕкĕ авторăн

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.