Пулас лауреатсем, сас парăр!

ЧР Журналистсен союзĕ 2013 çулшăн республикăри журналистсен Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ çуллен паракан премийĕсене илме тăратакан ĕçсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

ЧР Журналистсен союзĕн членĕсем - массăллă информаци хатĕрĕсенче, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче, ытти медиа-тытăмра ĕçлекенсем - хăйсен ĕçĕсене тăратма пултараççĕ. Комисси 2013 çулта пичетленнĕ, теле- тата радиоканалсен эфирне тухнă, информагентствăсен лентисене вырнаçтарнă, уйрăм кĕнекен кăларнă ĕçсене тишкерме йышăнать.

Конкурс ĕçĕсене тата документсене массăллă информаци хатĕрĕсен редакцийĕсем тата организацисен коллективĕсем тăратма пултараççĕ. Ĕçсене кăçалхи раштавăн 20-мĕшĕччен çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, И.Яковлев проспекчĕ, 13, Пичет çурчĕ, 7 хут, ЧР Журналистсен союзĕ.

Лауреатсем çитес çулхи кăрлачра паллă пулĕç.

Н.КОВАЛЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.