Пулас ăру тасалăхра пурăнтăр
Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2017 çул çĕршывра Экологи çулталăкĕ ятпа иртнине пĕлтернĕ хыççăн çак ыйтупа йĕркеленĕ РФ Патшалăх Канашĕн ларăвне хутшăннă. Ăна ертсе пынă май Раççей экономикине малашне экологи ыйтăвĕсене татса парса аталантармаллине палăртнă. Мĕншĕн тесен экологие лайăхлатасси çĕршывăн ăслăлăхпа технологи аталанăвĕн стратегийĕнче /ăна нумаях пулмасть çирĕплетнĕ/ тĕп тĕллевсенчен пĕри шутланать.
Ку ĕç вăраха тăсăласси куçкĕрет: 20, 30 çула е ытларах та. Анчах халех пуçăнмасан, ытти ыйтăва татса пама та укçа çитмест тесен яланхиллех пĕр вырăнта тăпăртатса тăрăпăр. Экологи ĕçне кая хăварма юраманнине Владимир Путин сахал мар тĕслĕхпе ĕнентернĕ. Этемлĕх тăван тавралăх умĕнче паян пысăк парăмра, çут çанталăк ырлăхĕпе уншăн тăрăшмасăр пĕр вĕçĕмсĕр усă кураймăн. Сывлăша вараланăран тĕнчере çулсерен 7-8 миллион çын пурнăçран уйрăлать. Çакă пирĕн çĕршыва та пырса тивет. Владимир Владимирович палăртнă тăрăх — çут çанталăкпа пĕлсе усă курманран экономика тăкакĕ çулталăкра 6 процента çитет, çын сывлăхĕ шар курнине шута илсен — 15 процента. Çавна май атмосферăна, юханшывсене, çĕре сиенлĕ хутăшсемпе сахалрах вараламалла. Пĕлтерĕшлĕ тĕллеве пурнăçлас тесен промышленноçа технологи тĕлĕшĕнчен çĕнетмелле. Çавăнпа çĕршыв ертÿçи яваплă министерствăсемпе ведомствăсене промышленноçра экологи енчен таса технологисемпе усă курма норматив акчĕсене вăхăтра тата кирлĕ пулăмсене шута илсе хатĕрлемешкĕн чĕнсе каланă.
"Хула халăхĕн çур пайĕ таса мар сывлăшпа сывласа пурăнать. Уйрăм çынсен тата общество транспортне пула вăл 50-90 процент таран вараланать. Çĕр çинчи шывсен пысăк пайне хальхи вăхăтра "таса мар" тата " хăрушла таса мар" тесе хаклаççĕ. Çĕршыври халăхăн 7 процентне ĕçме юрăхлă шывпа тивĕçтермен. Нумай регионра çĕр, тăпра сийĕн пахалăхĕ япăхланать. Малашне те çут çанталăкшăн çурма вăйпа кăна тăрăшсан 2050 çул тĕлне вăл йăлтах сиенлĕ япаласемпе, газсемпе вараланĕ, капла пулас ăрусем валли пурăнма юрăхсăр тавралăх хăварăпăр. Çавăнпа ăна варалас шая сахалран та икĕ хут чакармалла", – палăртнă вăл сăмахĕнче.
Производство тата йăла каяшĕсене сиенсĕрлетес ыйтăва та хускатнă. Вĕсен калăпăшĕ халĕ 30 миллиард тоннăран иртет. Çÿп-çап куписем 48 пин гектар çĕре йышăнаççĕ. Ларура Президент палăртнă ыйтусемпе чылай яваплă министерствăпа ведомство представителĕсем, политика партийĕн ертÿçисем хăйсен шухăш-тĕллевĕпе паллаштарнă.
Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăннă. Республика аталанăвĕнче те экологи ĕçĕ пĕлтерĕшлĕ вырăнта. Çулсеренхи экологи рейтингĕсен /Пĕтĕм Раççейри "Симĕс патруль" общество организацийĕ йĕркелет\ кăтартăвĕпе вăл яланах малтисен шутĕнче.
Тĕслĕхрен, Çĕнĕ Шупашкарти хытă каяшсене тирпейлекен полигон çĕршыври чи лайăх инвестици проекчĕ шутланать. Çÿп-çап тиесе куçаракан станцисене малашне Чăваш Енĕн тĕрлĕ районĕнче те тума палăртнă. Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти шыв тасатмалли сооруженисене тĕпрен юсани те республикăри экологи лару-тăрăвне лайăхлатма май парать.
Комментари хушас