Пулăран ерет

18 Чÿк, 2014

Дифиллоботриоз - чĕрчуна тата этеме йăмшаклатакан чир. Лентец хурта пула аталанать. Вăл темиçе тĕрлĕ. Сарлака лентец шурă, унăн сарлакăшĕ 0,5-1,5 см, тăршшĕ 10-12 см. Этем, йытă, кушак, тилĕ, сысна, упа, ытти чĕрчун пыршинче çитĕнет. Вăхăт çитсен унтах çăмарта хурать.

Сăмахран, хуларан каяшпа пĕрле лентец хурт личинки /корациди/ пăрăхпа Атăла лекет. Ăна часах рак евĕрлĕ, çурăм шăммисĕр, кĕсмен ураллă вĕтĕ чĕрчун /веслоногий рачок/ хыпса çăтать. Унăн ăшĕнчи корациди 2-3 эрнерен процеркойд /тăршшĕ 0,5-0,6 мм/ пулса тăрать.

Кĕсмен ураллă вĕтĕ чĕрчун тепĕртакран çăрттан, кăртăш, уланкă, шампа е ытти çăткăн пулă хырăмне лекет. Процеркойд пырша шăтарса тухать те пĕверте, пуллăн ытти органĕнче тĕпленет. Шĕвĕрĕлчен 1-4 см тăршшĕ ÿсет. Вăл пулăран этеме е чĕр чуна куçсан 2-2,5 уйăхран çитĕнсе çитет те çăмарта хума тытăнать. 10-20 çул е ытларах пурăнать.

Организмра дифиллоботриоз процеркойдран çеç мар, личинкăран та пуçланать. Вăл этеме чĕрĕ, пиçмен е пиçсе çитмен, начар ăшаланă, япăх тăварланă пулăран, вăлчаран, пулăран хатĕрленĕ çурма фабрикатран куçать. Чирлĕ çынна лĕклентерет, хăстаркалать, вар йăшкать, хырăм пĕрмай выçать, çăвартан усал шăршă перет. Ÿт çине шатра тухать, ÿсĕрттерет, кассăн-кассăн шăнтать. Чирлисен 2 проценчĕн анеми аталанать. Хăш-пĕрне шăнăр туртать.

Каяшра гельминт çăмартине тупсанах сипленмелле. Çынна больницăна хумаççĕ. Анеми чухне çеç вырттараççĕ. Феносал, празиквантел, арçын папоротникĕн хутăшне ĕçтерсе гельминтсене ăш-чикрен хÿтерсе кăлараççĕ. Халăх меслечĕпе те сипленме юрать. 300 грамм кавăнăн чĕрĕ е типĕтнĕ вăррине теркăпа вĕтетмелле, ун çине кăштах шыв, пыл ямалла. Хутăша выçăлла çимелле.

Процеркойдсене, гельминт çăмартисене вĕлерме вăл-ку пулла 12-30 градус сивĕре 60 сехетрен кая мар тытмалла е 15-20 минутран кая мар шывра пĕçермелле, е ăшаламалла. Пулăран кукăль пĕçернĕ чух духовкăра 45-60 минутран кая мар хĕртмелле. Личинкăсем тăваракра /тăвар çăралăхĕ 8-14% пулсан/ 14-16 талăкран тин вилеççĕ.

Республикăра 2012 çулта - 7, пĕлтĕр - 5, кăçалхи 8 уйăхра 2 çын дифиллоботриозпа чирленине тупса палăртнă. Вăл ан ертĕр тесен пулла лайăх шăнтнă, шывра вĕретнĕ, ăшаланă е тăварланă хыççăн çеç çимелле.

 

Александр ИЛЬГАЧЕВ,

федерацин «Средневолжрыбвод» патшалăх учрежденийĕн республикăри филиалĕн ертÿçи

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.