- Чăвашла верси
- Русская версия
Пулăра - мышьяк, апатра - ГМО
Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсем Шупашкар районĕнчи пĕр хуçалăхри мăйракаллă шултра выльăх микоплазмозпа чирленине тупса палăртнă. Анчах ку чире чару мероприятийĕсем /карантин/ йĕркелемелли çинчен калакан перечене кĕртмен. Çавăнпа та унпа хуçалăхра карантин йĕркисене çирĕплетмесĕрех кĕрешмелле.
Мăйракаллă шултра выльăхăн микоплазмозĕ - тĕнчипе пуринчен ытла паллă инфекци чирĕ. Ку мура пула выльăхăн мастит, эндометрит, вульвовагинит, сальпингит аталанать, хĕсĕрлĕх пулать е хырăм ÿкет, пăру хавшак е вилĕ çуралать. Чирлĕ вăкăрсем - орхитпа, эпидидимитпа, тынасем кератоконъюктивитпа, ринитпа, пневмонипе, артритпа аптăраççĕ. Асăннă амак ерсен выльăх çиме пăрахать, сывлав çулĕсенчен пÿрлĕ лăймака тухать, тĕртĕмсем шыçăнаççĕ.
Микоплазмоз выльăх ĕрчетекен хуçалăхсене пысăк тăкак кÿнĕрен паянхи кун çакă çивĕч ыйту шутланать. Çавăнпа та профилактика мероприятийĕсем вăхăтра ирттерни пĕлтерĕшлĕ, чире пуçламăш тапхăрта палăртса çийĕнчех сипленме тытăнмалла. Витесенче дезинфекци ирттерни те лайăх.
Чирлĕ выльăхран илекен продукци пахалăхĕ те иккĕленÿллĕ. Çавăнпа та выльăх-чĕрлĕх продукцине те лабораторирех тĕпчемелле: хамăр çĕршывра кăларнине те, чикĕ леш енчен килекеннине те.
Пĕлтĕр çапла республикăри хуçалăхсенчи чĕрĕ сĕт пробисенче соматика клеткисем виçерен пысăккине, тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем пуррине палăртнă. Соматика клеткисем ытлашши пулни мастит чирĕпе çыхăннă. Тинтерех антибиотиксемпе сипленĕ ĕнен сĕтне тÿрех хутăштарса ямалла маррине, эмел организмран тухса пĕтиччен тăхтамаллине палăртаççĕ специалистсем.
Аш-какайра та сиенлĕ микробсем тупса палăртнă. Çакă вара çыннăн вар-хырăм ĕçне пăсма, наркăмăшлантарма пултарать. Пуснă, тирпейленĕ тата упранă чухне санитари правилисене пăхăнманнипе те çапла пулать.
Кăçал республикăра пулăра /"Севрыбком" ООО/ мышьяк тупнă, кайăк-кĕшĕк субпродуктĕнче - сальмонеллăсем. Тĕрĕсрех, пирĕн регионти пĕр общество кăларнă çимĕçрен Ульяновск облаçĕнче проба илнĕ май сиенлĕ çак бактерие "тăрă шыв çине кăларма" май килнĕ.
Пĕлтĕрхи пекех, кăçал та сĕт пробисенче соматика клеткисем пулнă. Сăлтавне тĕпчеççĕ.
Выльăх апатĕнче ГМО /генетически модифицированный организм/ виçи нормăран пысăккине палăртнă: пăрусем валли Смоленск облаçĕнчен илсе килнĕ куккурусра, соя шротĕнче* сысна çурисен апатĕнче - Германи соя шротĕнче тата куккурусра, çавăн пекех Калининградран çитнĕ соя шротĕнче, куккурусра.
Ахаль культурăсемпе ГМ-культурăсем хире-хирĕçле шăркаланни пирки вун-вун çул пухнă информаци тăрăх, куккурусăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн - 50 процентĕнче, сойăн - 50 процентĕнче, рапсăн 80 процентĕнче ГМ-материал упранса юлать-мĕн. Çакă çын сывлăхне мĕнле витĕм кÿме пултарасси пирки уçăмлăх çук. Ахальтен мар Çĕр çинчи çынсен 86 проценчĕ ГМ-апат-çимĕçпе усă курассине тата çиессине хирĕç. Скандинавире, сăмахран, ГМО усă курма пачах чарнă.
Раççейре ку енĕпе тĕпчевсем çук, анчах та чуна пусаракан статистика пур: Раççей çыннисен чирĕсен 30-50 проценчĕ апатланасси пăсăлнипе тата пахалăхсăр продукципе çыхăннă.
Надежда ВАСИЛЬЕВА, управлени ĕçченĕ.
Комментари хушас