Пĕр пулăма та çутатмасăр хăвармасть

27 Çĕртме, 2017

Петр СИДОРОВ, спорт ветеранĕ, Çемен Элкер тата Алексей Талвир ячĕллĕ премисен лауреачĕ:

— «Хыпар» хаçат Чăваш Енре иртекен мĕн пур пулăма вăхăтра та анлă çутатать. Пирĕн халăхшăн çĕртме уйăхĕнче иртекен чи пысăк уявсем — Республика кунĕ тата çурхи ĕçсем вĕçленнине палăртса йĕркелекен Акатуй. Юлашки çулсенче ăна пирĕн йăхташсем йышлă пурăнакан чылай регионта пысăк хавхаланупа паллă тăваççĕ. 2012 çулта пĕтĕм чăваш Акатуйĕ Чĕмпĕрте йĕркеленнĕччĕ. Пĕлтĕр — аякри Крымра, хальхинче Иркутск облаçĕнче, асамлă Байкал кÿлли хĕрринче. Пысăк уява йĕркелесе ирттерме ЧНК президенчĕн пĕрремĕш çумĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Клементьев уйрăмах нумай тăрăшнă. Унран илнĕ интервью Республика кунĕ умĕн тухнă номерте пичетленнĕ. Валентина Багадерова журналистăн шăпах çак материалне иртнĕ эрнери чи лайăх материалсен шутне кĕртетĕп. Унсăр пуçне Ирина Ивановăпа Андрей Михайлов статйисем те кăмăла кайрĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.