Пукрав уявĕ

10 Юпа, 2014

Пукрава юпа уйă­хĕн 14-мĕшĕн­че уявлаççĕ. Вăл кĕрхи пысăк уявсенчен пĕри. Ун историйĕ 910 çул­па çыхăннă. Иерусалимри чиркÿре кĕлĕ пынă чухне Андрей ятлă çул çÿревçĕ, килсĕр чухăнскер тата ун вĕренекенĕ Епифаний тÿпере Турă Амăшне курнă. Вăл турра чунтан ĕненсе кĕл тăвакансене шурă пысăк чатăрпа витнĕ, хÿтте илнĕ. Çавăнтанпа ĕненекенсем Турă Амăшне хÿтлĕхе илме йăлăнса кĕлĕ тума тытăннă.

Халăх пукравра кĕрпе хĕл тĕл пулнине палăртать. Пăрçа кукли, кăмпа - пукрав уявĕн паллисем. Пăрçа сивве парăнмасть, çавăн пекех пирĕн те çирĕп пуласчĕ тесе сăйланаççĕ.

Хĕл çĕре хăйĕн шурă пĕркенчĕкĕпе пĕрремĕш хут витет, сивĕ хĕл çывхарса килнине палăртать.

Çак тапхăрта пахча ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Хĕрсемпе каччăсем улаха пуçтарăнма тытăнаççĕ. Килти ĕçсене алла тытаççĕ, тĕртеççĕ, арлаççĕ, çăпата хуçаççĕ, тĕрлеççĕ.

Пукрав - кĕрхи туйсене пиллекенĕ тесе шухăшланă. Кĕр мăнтăрĕпе пĕрлешсен тулăх пурнăç, ытлăх-çитлĕх, пуянлăх пуласса ĕненнĕ.

Пĕве çитнĕ хĕр-упраç чиркĕве кайса Турă Амăшĕнчен качча тухма пил ыйтнă, пуян та ырă упăшка тупăнасса шаннă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.