Пуканепе выляма пĕчĕк ача мар!

2 Юпа, 2014

Виççĕмĕш класра вĕренекен Аня Мордова, Диана Кондратьева, Настя Федорова тăхтавсенче яланах пĕрле выляма кăмăллаççĕ. Акă паян шкул картишĕнчи сак çине ларса сăмах çăмхине сÿтме тытăнчĕç.

- Йывăçсен хитре çулçисене шурă хут çине куçарас кăмăл пысăк. Курăр-ха, хĕрлĕ-сарă, симĕс çулçăсем мĕн тери илĕртÿллĕ! Çак илемлĕх кĕçех пĕтет. Çумăр çусанах тăкăнĕç вĕсем. Çавăнпа васкамалла манăн, паян киле çитсенех тĕрлĕ тĕслĕ кăранташ илсе пахчана тухса ларăп, - пĕлтерчĕ Аня хăй шухăшне тусĕсене.

- Сан пекех çут çантăлăк ытамĕнче пулма кăмăллатăп. Уйрăмах пулла çÿ-реме юрататăп. Шел, ку вăхăтра вăлтана пулă сахал çакланать. Ах, çуллахи вăхăт-ра мĕн чухлĕ тытмарăм пулĕ карассене! Вĕсене хамах тасатрăм, кайран аннепе çатмара ăшаларăмăр. Типĕтме те çакрăмăр, шÿрпе те пĕрре мар пĕçертĕмĕр. Пĕлетĕр-и, мĕн тери тутлă-ă-ă! Çуралнă кунпа пиччем питĕ чаплă парнепе савăнтарчĕ. Пысăк тав ăна! Мана ăнланнишĕн, - терĕ Диана Кондратьева йăлт та ялт сиккелесе.

- Чим-ха, пукане туянса пачĕ-и сана пиччÿ? Мĕн ятлине? Мана унпа пĕррехинче выляттарăн-и? Куçĕсем мĕн тĕслĕ, çÿçĕ вăрăм-и тата? - кăсăкланчĕ Настя ун çине шăтарасла пăхса.

- Э, çук! Эпĕ текех пĕчĕк мар пуканепе выляма. Хитре вăлта, чаплă йышшине парнелерĕ. Ĕнтĕ килес çул витри-витрипе пулă тытăп. Ун чухне кушаксемпе чăх- чĕпе те час-час хăналăп пĕве кучченеçĕ-пе, - мăнаçланчĕ хĕр ача юлташĕсен умĕнче.

Пĕр хушă шăпланчĕç хайхискерсем. Унтан Настя:

- Пĕррехинче пире те илсе кайăн-и пĕве хĕррине? Эсĕ пуллине тытаканĕ пулăн, эпир вĕсене пуçтарса витрене ярăпăр. Мĕнле пек, килĕшмелле-и? - терĕ йăвашшăн.

- Шыв хĕррине хамăра виççĕн çеç кайма никам та ирĕк парас çук. Çавăнпа малтан пиччепе канашламалла. Манăн шухăшпа, вăл пĕрре те хирĕç пулас çук. Унăн кăмăлĕ çав тери ырă, - терĕ хĕр ача.

Урок ларнине систерсе шăнкăрав янăрарĕ.

- Атьăр хăвăртрах класа! Пÿлĕме юлса кĕрес марччĕ. Вĕрентекен умĕнче аван мар ун пек, - терĕ Диана васкатса.

Виçĕ тус класс еннелле хыпаланчĕ.

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.